Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Киле (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Киле весемпе пӗрле таврӑнмалла пулассинчен хӑраса ӳкнӗ Ухтиван аяккалла утать.

Ухтиван шагает прочь от телеги, не желает он возвращаться в родную деревню вместе с Илле.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Киле те кӗместӗп.

И в дом не войду.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Йӑван пӗр киле, теприне, виҫҫӗмӗшне… кӗрсе пӑхрӗ, — хуларан яла килекен юлашки рейс автобусӗпе каялла каясшӑнччӗ, шел, ниҫта та кавӑн тупӑнмарӗ.

Помоги переводом

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Ҫук, ҫук, атте, ан чӗн те: Халь тин киле пыраймӑп, Ҫапла пулса пӗтсен тин Каччӑ кӗтсе лараймӑп.

Помоги переводом

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Арӑм пулнӑ пуҫӑмпа Киле пырса тӑрӑп-и?

Помоги переводом

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

«Ан васкӑр-ха, хӑтасем, Тепӗр киле каяр-ха, Халех киле кайиччен, Туя шепрех тӑвар-ха!»

Помоги переводом

Икӗ туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Арҫын туйӗ пухӑнать, Хушӑлкана каяс тет; Кунта туя турӑмӑр, Ӗнтӗ киле тарас тет.

Помоги переводом

Икӗ туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Хӑҫан вӗҫленӗ-ши асапӗ, Хӑҫан кун киле савӑнма?

Помоги переводом

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Киле кил, Васка, асту, ан турткалаш.

Помоги переводом

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

…Килтен киле, ялтан яла Кӗрсе тухса ҫӳрет хыпарӗ.

Помоги переводом

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кӗтмесӗр ҫитрӗ пысӑк хурлӑх, Кӗрсе вӑл тухрӗ пур киле.

Помоги переводом

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ухтер тепле пулсан та хатӗр Кӗтсе илмешкӗн Ишута, Анчах шутлать: «Киле пӑлхатӗ, Вӑл илмӗ пурнӑҫа шута, Вӑл, ҫамрӑк ҫын, мана ӑнланмӗ — Каҫармӗ манӑн айӑпа; Ҫылӑхӑма пӗлсен ырламӗ…

Помоги переводом

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ах, мӗн пирки ун ӑшӑ хумӗ Чуна эмел пек тасатать: Пурнатӑн пек уяв кун умӗн, Киле савни пек ӑсатать.

Помоги переводом

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫук-ха, кӗме иртерех, Ятман ӗҫ хыҫҫӑнхи ырӑ туйӑма ытларах туйса юласшӑн, киле кӗрес килменни мар, шӑп кӑна ҫак ыр туйӑм тытса чарчӗ ӑна пӳрт умӗнче.

Помоги переводом

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Гектартан вӑтӑршар, хӗрӗхшер, аллӑшар центнер, пурӑна киле унтан та ытларах!

Помоги переводом

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эсир вӑл киле кӗмен-тӗр, ак ҫак киле кӗнӗ-тӗр, — хӑйӗн пӳрчӗ ҫине тӗллесе кӑтартрӗ Кабир.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Киле таврӑнас умӗн шутласа пӑхрӗҫ те, чӑнах ку кун нумай ытларах ҫыхни курӑнчӗ, Зейнаб, ыраша ҫыхса пӗтерсе, хӑйӗн бригадипе тулӑ пуссине куҫрӗ.

Помоги переводом

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Яла тухсан — ят аслӑ, киле кӗрсен — чыс аслӑ, тенӗ.

Помоги переводом

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хиртен таврӑнса каллех киле пуҫтарӑнсан, Кӑтра Михала ачисене халиччен каламаннине каласа хучӗ.

Помоги переводом

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пурӑна киле, хамӑр колхозах инженер-энергетик кирлӗ пулма пултарать.

Помоги переводом

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней