Поиск
Шырав ĕçĕ:
9. Священник каланӑ: акӑ Голиафӑн — Юман айлӑмӗнче хӑв тӗп тунӑ филистимӑн — хӗҫӗ, тумтирпе чӗркенӗскер, вӑл ефод хыҫӗнче выртать; кӑмӑлу пулсассӑн, ил; унсӑр пуҫне кунта урӑххи ҫук, тенӗ.
1 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Давид Ахимелеха каланӑ: санӑн кунта алӑ айӗнче сӑнӑ е хӗҫ ҫук-и? патша хушнине тума васкавлӑн тухса килтӗм те хампа пӗрле хӗҫ те, урӑх кӑрал та илеймерӗм, тенӗ.
1 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид священника ҫапла хуравласа каланӑ: ӗнер те, виҫӗмкун та — ҫула тухнӑранпах — пирӗн яхӑнра хӗрарӑм пулман, манӑн ҫыннӑмсен ӳчӗ таса, паян уйрӑмах таса, тенӗ.
1 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Священник Давида хуравласа каланӑ: ман алӑра ахаль ҫӑкӑр ҫук, сӑваплӑ ҫӑкӑр ҫеҫ; эхер те санӑн ҫыннусем хӗрарӑмпа хутшӑнман пулсассӑн, [ан тив, ҫиччӗр], тенӗ.
1 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Давид Ахимелех священника каланӑ: патша мана пӗр ӗҫ хушса ячӗ, анчах та вӑл: «эпӗ сана мӗншӗн янине, мӗн хушнине никам та ан пӗлтӗр» терӗ, ҫавӑнпа та эпӗ хамӑн ҫыннӑмсене пӗр ҫӗрте хӑвартӑм; 3. апла аллу айӗнче мӗн пуррине — пӗр пилӗк ҫӑкӑр е мӗн те пулин — пар мана, тенӗ.
1 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Вара Ионафан Давида каланӑ: ыррӑн-сыввӑн кай, эпир санпа иксӗмӗр Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа туса: «санпа ман хушшӑмра та, санӑн вӑрлӑхупа манӑн вӑрлӑх хушшинче те Ҫӳлхуҫа пултӑр» тени ӗмӗр-ӗмӗре пытӑр, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ионафан хӑйӗн кӑралне ачана панӑ та: куна каялла хулана илсе кай, тенӗ.40. И отдал Ионафан оружие свое отроку, бывшему при нем, и сказал ему: ступай, отнеси в город.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вӑл тарҫи хыҫӗнчен тата тепре те кӑшкӑрса каланӑ: хӑвӑртрах чуп, чарӑнса ан тӑр! тенӗ.38. И опять кричал Ионафан вслед отроку: скорей беги, не останавливайся.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ача ҫӗмренсем ӳкнӗ еннелле чупнӑ, Ионафан ун хыҫӗнчен кӑшкӑрса: авӑ, ҫӗмрен сан умӑнта, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вӑл тарҫине каланӑ: чуп, эпӗ перекен ҫӗмренсене шыра, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ионафан вара Саула, хӑйӗн ашшӗне, ҫапла хуравланӑ: мӗншӗн вӗлермелле-ха ӑна? мӗн тунӑ вӑл? тенӗ.32. И отвечал Ионафан Саулу, отцу своему, и сказал ему: за что умерщвлять его? что он сделал?
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. ҫак тӗнчере Иессей ывӑлӗ пурӑннӑ чухне эсӗ те, санӑн патшалӑху та тытӑнса тӑраяс ҫук; халех ун патне ҫын яр та ӑна ман патӑма илсе кил: вӑл — вилмелли ҫын, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ионафан ӗнтӗ Саула хуравланӑ: Давид манран Вифлеема кайма ирӗк ыйтса илчӗ; 29. вӑл ҫапла каларӗ: «кайма ирӗк парсамччӗ мана: пирӗн хулара хамӑр тӑвансем парне кӳме пуҫтарӑнаҫҫӗ, пиччем ман пата йыхрав ячӗ; санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, каям та пиччемсене курса килем» терӗ; ҫавӑнпа вӑл патша апатне килеймерӗ, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн чухне Саул хӑйӗн ывӑлне Ионафана каланӑ: мӗншӗн-ха Иессей ывӑлӗ ӗнер те, паян та апата килмерӗ? тенӗ.Тогда сказал Саул сыну своему Ионафану: почему сын Иессеев не пришел к обеду ни вчера, ни сегодня?
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ионафан ӑна каланӑ: ыран ҫӗнӗ уйӑх уявӗ, сан ҫинчен ыйтӗҫ, мӗншӗн тесессӗн санӑн вырӑну пушах пулӗ; 19. ҫавӑнпа та виҫҫӗмӗш кунне эсӗ аяла ан та ху унччен пытаннӑ вырӑна васка, Азель чулӗ патне пырса лар; 20. эпӗ, тӗл пеме тухнӑ пек, ҫав еннелле виҫӗ ҫӗмрен вӗҫтерӗп; 21. тарҫӑма ҫӗмренсене илме ярӑп: «пыр, ҫӗмренсене илсе кил» тейӗп, эхер те ӑна: «авӑ ҫӗмренсем хӑвӑн хыҫӑнтах, ил вӗсене» терӗм пулсассӑн, эсӗ ман патӑма пыр, мӗншӗн тесессӗн сана татулӑх кӗтет, Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, сана нимӗн те пулмӗ; 22. эхер те тарҫӑма: «авӑ ҫӗмренсем хӑвӑн умӑнтах» терӗм пулсассӑн, каях вара: Ҫӳлхуҫа сана кайма хушать; 23. эпир санпа мӗн калаҫнине курса-итлесе тӑраканӗ Ҫӳлхуҫа пулчӗ, Вӑл ӗмӗрлӗх кӳнтелен, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ионафан ҫапла Давид килӗпе килӗшӳ тунӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫа Давид тӑшманӗсенчен шыраса илтӗр! тенӗ.16. Так заключил Ионафан завет с домом Давида и сказал: да взыщет Господь с врагов Давида!
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эхер те эпӗ вилес пулсассӑн, манӑн килӗме ан пӑрах, нихӑҫан та — Ҫӳлхуҫа ҫӗр ҫинчен Давидӑн мӗнпур тӑшманне пӗтерсе тӑксассӑн та — ӑна хӑвӑн ырӑлӑхна кӑтартма ан пӑрах, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ионафан Давида каланӑ: атя-ха, хире тухар, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Давид Ионафана каланӑ: эхер те аҫу сана хаяррӑн хуравласассӑн, кам пӗлтерӗ-ха мана? тенӗ.10. И сказал Давид Ионафану: кто известит меня, если отец твой ответит тебе сурово?
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ионафан каланӑ: санпа нимӗн те пулмасть; эхер те аттем сана хирӗҫ усал ӗҫ тума шутласа хунине пӗлсессӗн, сана ҫавӑн ҫинчен пӗлтермӗп-и вара? тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.