Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫийӗн сăмах пирĕн базăра пур.
ҫийӗн (тĕпĕ: ҫийӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ Ладога кӳлли ҫийӗн вӗҫетӗп, тата темиҫе кунтан ҫавӑн тӑрӑх Ленинград ҫыннисене лартнӑ машинӑсем «Пысӑк ҫӗр ҫине» куҫса кайӗҫ, Ленинградалла ҫӑкӑр та ҫӑнӑх турттарӗҫ.

Я лечу над Ладожским озером, по которому через несколько дней пройдут первые машины с ленинградцами на Большую землю, с хлебом и мукой — в Ленинград.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗрсе хӑпартнӑ хӑмпӑ пек сарӑ уйӑх хула ҫийӗн ҫакӑнса тӑрать, шӑнтмашкӑн тин ҫеҫ пуҫланӑ, сывлӑш уҫӑ.

Похожая на жёлтый воздушный шар, луна висела над городом; первые заморозки только что начались, и воздух был лёгкий, крепкий.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл кӗрӗк ҫийӗн шур халат тӑхӑннӑ.

Она в белом халате поверх тулупчика.

28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кайӑк-кӗшӗксем хӗвелӗн малтанхи пайӑркисем ӳкме ӗлкӗрнӗ йывӑҫ тӗмӗсем ҫине вӗҫсе хӑпарчӗҫ, утрав ҫийӗн ҫаврӑна пуҫларӗҫ.

Птицы всполошились на верхушках деревьев, уже освещенных солнцем, и стали кружить над островком.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ҫаврӑнса тӑтӑм, ун ҫийӗн алшӑллийӗ хулпуҫҫинчен шуса ӳкнине асӑрхарӑм, вӑл ӑна ҫӗклесшӗн те пулмарӗ, хӑй тӳрех тӑчӗ, пичӗ хӗрелсе ҫитрӗ.

Я обернулась и увидела, что полотенце соскользнуло с плеча, упало и он не стал поднимать его, а стоял выпрямившись и кровь отливала от его лица.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Куҫлӑхӗ ҫийӗн пӑхса илчӗ вӑл ман ҫине.

Он посмотрел на меня поверх очков.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней