Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсене, калаҫкаласа хӑпаракансене, сисӗмлесен, сӑпкари ывӑлӗ тепре вӑраниччен сӗнксе илме хатӗрленнӗ Нина хӑпӑл-хапӑлах тӑрса ларчӗ, кӗпе тӑхӑнса ячӗ, тӗпел кукринелле вӑшӑл-вӑшӑл васкарӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унпа пӗр компанинче Званцев ывӑлӗ, Ухтищев, тӑватӑ дама тата бакенбардӑллӑ, хӗрлӗ сӑмсаллӑ, кукша пуҫлӑ темӗнле улпут пулнӑ…
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тен, тепрер аллӑ ҫултан, ҫак ҫутӑ тӗнчере… эпӗ, Савва ывӑлӗ Ананий Щуров хушаматлӑскер… пурӑннине те никам ӗненес ҫук…
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ывӑлӗ хуйхӑпа ӗҫке ернӗ, ӗҫе-ӗҫе кӗҫех пуҫне ҫимен, анчах, вӑхӑтра тӑна кӗрсе, Иргиз ҫинчи мӑнастыре ҫӑлӑнма тухса кайнӑ.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл Чжао Юй-линь ывӑлӗ пулать-и?
XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫак ют ҫын ачи ӑна хӑй ывӑлӗ пулнӑнах туйӑнчӗ.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Теприсем, помещик ывӑлӗ Хань Ши-юань гоминдан правительствин ҫарӗнче тӑни тата вӑл кӗтмен ҫӗртен кунта килсе ҫитме пултарни ҫинчен шутласа, чӗтреме пуҫланӑ.
XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ун чӗрине помещика курайманни, мӑшкӑла юлни тата ывӑлӗ умӗнче намӑс пуласса туйса тӑни ыраттарнӑ.В сердце были гнев на помещика, досада на самого себя и стыд перед сыном.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Маякин хреснай ывӑлӗ ҫине пӑхса илнӗ те чӗнме пӑрахнӑ.
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ваше превосходительство, ман хреснай ывӑл, Фома, вилнӗ Игнатӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ.— Вот, ваше превосходительство, крестник мой, Фома, покойника Игната сын единственный.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн чӑн-чӑн хакне пӗлекенни эпӗ пулнӑ, эсӗ ывӑлӗ анчах.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах унӑн ывӑлӗ йӗмен ӗнтӗ: ашшӗн тӑртанса кайнӑ ҫӗр сӑнлӑ пичӗ ӑна сехӗрлетсе янӑ, ҫак сехӗрлетӳ унӑн чунне, ҫылӑхлӑ ҫыншӑн йӗрекен чиркӗвӗн салхуллӑ музыкӗпе шӑварӑннӑскерне, кӑштах урӑлтарнӑ.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Игнатпа ывӑлӗ хӑйсем ҫине виҫшер хут хӗрес хывса илнӗ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Игнат, ывӑлӗ ҫине пӑхса, хӑйӑлтатса пӑшӑлтатнӑ:
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Тухтӑр патне ярасчӗ… — хӑюсӑр канаш панӑ ывӑлӗ унпа тӗлме-тӗл ларса…— Послать бы за доктором-то… — нерешительно посоветовал сын, усаживаясь против него…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Игнат пӗрре Медынская ҫине хӑйӗн ывӑлӗ ҫакӑн пек тинкерсе пӑхнине асӑрхаса: — Эсӗ ун пит-куҫӗ ҫине питех ан тирӗн. Вӑл, асту, хурӑн кӑварӗ пекех: ҫиелтен пӑхсан — лӑпкӑ, яка, тӗксӗм, сивӗннӗ пекех, анчах аллуна тытса пӑх-ха, епле пӗҫертӗ… — тесе астутарнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Игнат ывӑлӗ ҫине, ҫак сӑмахшӑн тата сассине хӑпартса каланӑшӑн, ҫилленсе кайнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ывӑлӗ ҫине ыр кӑмӑллӑн кулӑшласа тата хавасланса пӑхассине хальчченех упраса, Игнат ҫав вӑхӑтрах Фомана ӗлӗкхинчен хытӑрах тытма пуҫланӑ, кашни вак-тӗвекшӗнех асӑрхаттарнӑ, хальччен ирӗклӗн, хӗстермесӗр, хӗнемесӗр ӳстернине ӑна астутарсах тӑма пуҫланӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Игнат ывӑлӗ ҫине пӑхса илнӗ те кулса янӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Тӳрех кала… укҫа пирки мар ыйтатӑп, ху мӗнле пурӑннине пӗлес тетӗп, — хистесех ыйтнӑ Игнат, ывӑлӗ ҫине тинкерӳллӗн, хыттӑн пӑхса.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.