Поиск
Шырав ĕçĕ:
Врач ӑна ытларах апат ҫиме ирӗк пачӗ ӗнтӗ.
Палламан ача хайне тӗлӗнмелле тыткалани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
«Ытла ир хӗпӗртетӗн, ачам: ҫав ик ураллӑ тискер кайӑксем пире ҫакӑн пек пурӑнма ирӗк парас ҫук», — тесе шухӑшларӗ вӑл, анчах шухӑшне Чочоя каламарӗ, каласа пӑшӑрхантарас мар, терӗ.
«Ача чӑтаймарӗ!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Сана кайма ирӗк парас-и?
Том вилӗмӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Кайма ирӗк пар мана, Дэвид…
Том вилӗмӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӑл хӑйпе тем тума та ирӗк парать.
Том вилӗмӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Ҫӳҫне ун пек кастариччен пуҫӑма касма ирӗк парам луччӗ.— Да я скорее голову позволю себе отрезать, чем подстричься таким образом.
Ӑнсӑртран тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫавӑнтах вӑл: «Алӑк хыҫӗнче кӗт», — тесе хушса хурасшӑнччӗ пулас, анчах миссис Кэмби ырӑ кӑмӑллӑ-ҫке, ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ, чукча ачине хӑй килӗнче алӑк патӗнче тӑма ирӗк пачӗ.
Йӳҫӗ пашалусем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Мана калама ирӗк парӑр-ха, Семен Афанасьевич, — терӗ ҫав вӑхӑтра Екатерина Ивановна.— Разрешите мне сказать, Семен Афанасьевич, — заговорила Екатерина Ивановна.
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Сана дежурнӑй командир ирӗк пачӗ-и тухса килме?
24 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эпӗ, пуҫпа сулса, пӗтӗм ӗҫсене тума хӑйне ирӗк панине систертӗм.
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Саня кама та пулин хӑйне панӑ яшкана, пӑтта ҫисе ямасӑрах сӗтел хушшинчен тухса чупма ирӗк парать-им вӑл?А разве Саня позволит выйти, не дохлебав супа, не доев каши, — вот так просто выскочить из-за стола!
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Мана калаҫма ирӗк парӑр-ха, юлташ, — пӳлчӗ ӑна эпӗ палламан ҫын.
22 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Семен Афанасьевич, — терӗ ҫав вӑхӑтра Стеклов, ывӑҫ тупанӗпе ҫамкине шӑлса илсе, — хулана кайма эсир ӑна ирӗк паратӑр-и, ҫук-и, ку кайран паллӑ пулӗ, анчах халлӗхе вӑл протокол ҫыртӑр.
21 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ирӗк парӑр мана…
21 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах кайран вӑл, хӑйне урӑх ҫӗре куҫса ларма ирӗк пама тархасласа, ман хыҫҫӑн ҫӳреме тытӑнчӗ.Но потом он стал ходить за мной по пятам, умоляя разрешить ему пересесть на другое место.
20 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хам Березовая полянӑна килсен иккӗмӗш кунӗнчех эпӗ Нарышкина тухса кайма хамах ирӗк патӑм вӗт-ха, эпӗ ӑна юри, ӑнлансах турӑм.
18 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Каҫчен эпӗ кабинетран пачах та тухмарӑм, ачасене пӗр-пӗринпе ҫителӗклех калаҫма, шухӑшлама, шырамалли хӑйсене тупма ирӗк парас терӗм.
16 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пӗтӗм отрядпа ыйтатпӑр сирӗнтен: Лобова тӳмесем ҫӗлесе лартма ирӗк парӑр.
13 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл Леня Петров чӑхсене мӗнле тӑрантарнине пӑхса тӑма питӗ юрататчӗ, Леня вара ӑна чӑхсене ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсем ҫитерме ирӗк паратчӗ.Она очень любила смотреть, как Леня Петров кормит кур, и Леня позволял ей посыпать им крошек.
12 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Семен Афанасьевич, мана Ленинграда кайса килме ирӗк парӑр тархасшӑн.— Семен Афанасьевич, разрешите мне, пожалуйста, отлучиться в Ленинград.
10 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.