Поиск
Шырав ĕçĕ:
8. Ҫуначӗсем айӗнче — этем аллисем, тӑватӑ енче те ҫавӑн пек; 9. пурте, тӑваттӑшӗ те, — пит-куҫлӑ, ҫунатлӑ; ҫуначӗсем вӗсен пӗр-пӗрне перӗнсе тӑраҫҫӗ; пынӑ чухне вӗсем пӑрӑнса каймаҫҫӗ, хӑйсен пичӗ-куҫӗ ӑҫталла пӑхать, ҫавӑнталла каяҫҫӗ.
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсир хӑвӑра тӑрантаракан ӗмӗрхи Турра манӑҫланӑ, ҫавӑн пекех хӑвӑра пӑхса ӳстернӗ Иерусалима кӳрентернӗ; 9. Иерусалим сирӗн ҫине килнӗ Турӑ ҫиллине курнӑ та каланӑ: «эй Сион кӳршисем, итлӗр — Турӑ ман ҫине пысӑк хуйхӑ ячӗ: 10. эпӗ хамӑн ывӑлӑмсемпе хӗрӗмсене Ӗмӗрхи ирӗкӗпе тыткӑнланине куртӑм.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫапла калӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрта — тӳрӗлӗх, пирӗн вара пит-куҫӑмӑр, паянхи пек, намӑспа хупланнӑ, кирек хӑш иудей те, Иерусалимра пурӑнакансем те, 16. патшамӑрсем те, пуҫлӑхӑмӑрсем те, священниксем те, пророксем те, аттемӗрсем те ҫавӑн пек, 17. мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ, 18. Ӑна пӑхӑнман, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сӑмахне итлемен, Ҫӳлхуҫамӑр хамӑра хушнӑ пек пурӑнас темен.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫынсем ҫавӑн чухне каланӑ: акӑ эпир сире кӗмӗл ярса паратпӑр, ҫак кӗмӗлпе эсир пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем, ҫылӑхшӑн кӳмелли парне тата латӑн туянӑр та парне хатӗрлӗр, ӑна Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн парне вырӑнӗ ҫинче кӳрӗр, 11. Вавилон патши Навуходоносор пурӑнӑҫӗшӗн, унӑн Валтасар ывӑлӗ пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтӑвӑр: ҫӗр ҫинче вӗсен ӗмӗрӗ тӳпе ӗмӗрӗ пекех вӑрӑм пултӑр, тенӗ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
69. Пахчари катемпи нимӗн те сыхласа хӑвараймасть, ылтӑн-кӗмӗл сӑрнӑ йывӑҫ турӑсем — шӑпах ҫавӑн пек ӗнтӗ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Ҫавӑн пекех ҫиҫӗм те ҫиҫмессерен лайӑх курӑнать; ҫавӑн пекех ҫил те кирек хӑш ҫӗршывра та вӗрет.60. Также и молния каждый раз, как является, ясно видима; также ветер во всякой стране веет.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Вӗсене ӳнерҫӗсемпе ылтӑн шӑратакансем тунӑ; ӳнерҫӗсем мӗнле тӑвас тенӗ вӗсене, ҫавӑн пек тунӑ, унта урӑххи нимӗн те ҫук.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫавӑн пекех пуянлӑх та, пӑхӑр вак укҫа та пулин параймаҫҫӗ.34. Равно ни богатства, ни даже мелкой медной монеты они не могут дать.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Апӑссем вӗсен парнисене сутаҫҫӗ, вӗсемпе иртӗнсе ашкӑнаҫҫӗ; ҫавӑн пекех вӗсен арӑмӗсем те парнесен хӑш-пӗр пайне тӑварласа лартаҫҫӗ, кӗлмӗҫе те, чирлӗ ҫынна та нимӗн те памаҫҫӗ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Урасӑрскерсене, вӗсене хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳреҫҫӗ, ҫакӑ ӗнтӗ ҫынсене вӗсем ӑҫтиҫук ҫеҫ пулнине кӑтартса парать те; вӗсене ӗҫлесе тӑраканнисем те намӑса юлаҫҫӗ, 26. мӗншӗн тесессӗн вӗсем, ҫӗре ӳкес пулсан, хӑйсем тӗллӗн тӑраймаҫҫӗ; ҫавӑн пекех кам та пулин вӗсене тӳрӗ лартса хурас-тӑк, вӗсем хӑйсем тӗллӗн куҫаймаҫҫӗ, кам та пулсан тайӑлтарса тӑратас-тӑк, тӳрленсе тӑраймаҫҫӗ, анчах вӗсен умне, виле умне хунӑ пек, парнесем хураҫҫӗ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӗмӗрӗлнӗ савӑт ҫыншӑн юрӑхсӑра тухать, вӗсен туррисем — шӑп ҫавӑн пек.15. Ибо, как разбитый сосуд делается бесполезным для человека, так и боги их.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вавилона ҫитсессӗн, эсир унта нумай ҫул, нумай вӑхӑт, — ҫичӗ сыпӑка ҫитичченех, — пурӑнатӑр; ҫавӑн хыҫҫӑн тин Эпӗ сире унтан лӑплантарса илсе тухӑп.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех аслӑ священника Сераияна, иккӗмӗш священника Цефанияна тата Турӑ Ҫурчӗн уратине сыхлакан виҫӗ хуралҫӑна тыткӑна илсе кайнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах ҫавӑн хыҫҫӑн Эпӗ Аммон ывӑлӗсен шӑпине улшӑнтарӑп, тет Ҫӳлхуҫа.6. Но после того Я возвращу плен сыновей Аммоновых, говорит Господь.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑн чухне Карей ывӑлӗ Иоанан, унпа пӗрле пулнӑ ҫарпуҫсем Исмаил, Нафания ывӑлӗ, Ахикам ывӑлне Годолийӑна вӗлернӗ хыҫҫӑн Массифӑран хӑваласа тухнӑ пӗтӗм халӑха — арҫынсене, ҫар ҫыннисене, хӗрарӑмсемпе ачасене, хайрансене — Гаваонран хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ; 17. кайсан-кайсан Вифлеем ҫывӑхӗнчи Химам ялӗнче чарӑнса тӑнӑ, унтан вӗсем Египета 18. халдейсенчен хӑпса каясшӑн пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсенчен хӑранӑ; хӑрасси Исмаил — Нафания ывӑлӗ — Ахикам ывӑлне Годолийӑна, Вавилон патши ҫӗршыв пуҫлӑхӗ пулма лартнӑскере, вӗлернинчен килнӗ.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Питех те чухӑннисене сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан Иудея ҫӗрӗнчех хӑварнӑ, вӑл ҫавӑн чухнех вӗсене иҫӗм ҫырли пахчисемпе хирсем панӑ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫавӑн хыҫҫӑн Седекия патша Иеремия пророка хӑй патне чӗнтерсе илнӗ, Турӑ Ҫурчӗн виҫҫӗмӗш алӑкӗ патӗнче патша Иеремийӑна каланӑ: эпӗ санран пӗр япала ыйтатӑп; эсӗ манран нимӗн те ан пытар, тенӗ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫаран Иеремия пророка сӑмах пулнӑ: 7. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: сире Ман патӑма ыйтма янӑ Иудея патшине ҫапла калӑр: акӑ сире пулӑшма тухнӑ фараон ҫарӗ хӑйӗн ҫӗрне, Египета, таврӑнать; 8. халдейсем вара татах килӗҫ те ҫак хулана хирӗҫ ҫапӑҫӗҫ, ӑна туртса илсе вутпа ҫунтарса ярӗҫ.
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Иеремия ӗнтӗ тепӗр хут чӗркемӗ илсе ӑна Нирия ывӑлне Варух ҫыруҫӑна панӑ та, лешӗ вара Иудея патши Иоаким вут-ҫулӑмра ҫунтарса янӑ хут чӗркемӗнчи Иеремия каласа тӑнӑ сӑмахсене пурне те ҫырса хунӑ; вӗсем ҫумне тата ҫавӑн йышши сӑмах та чылаях хушӑннӑ.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫавӑн хыҫҫӑн пуҫлӑхсем Иегудие — Хусия ывӑлӗ Селемия ывӑлӗн Нафанийӑн ывӑлне — Варух патне: «ху халӑх илтмелле вуласа панӑ чӗркеме кунта илсе кил» тесе калама янӑ.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.