Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

халь сăмах пирĕн базăра пур.
халь (тĕпĕ: халь) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла шухӑшласа пӗрремӗш хут кӑна лармасть ӗнтӗ вӑл халь.

Не первый раз он долго сидел в этом раздумье.

XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ апат умӗн хамӑн пӳлӗмре хам халь пурӑннӑ пек пурӑннинчен луччӑ пурӑнманни лайӑхрах тесе шутларӑм; апат ҫинӗ чухне Д. сасартӑк калать: «Вера Павловна, манӑн хӗрпе сирӗн каччӑн сывлӑхӗшӗн ӗҫетпӗр», тет.

Я в своей комнате перед обедом все думала, что лучше умереть, чем жить, как я живу теперь, и вдруг, за обедом, Д. говорит: «Вера Павловна, пьем за здоровье моей невесты и вашего жениха».

XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Перессе, чӑн та, пит тӗл перетӗп эп, таврари кайӑк-кӗшӗке веҫех тытса пӗтертӗм ӗнтӗ, халь, ав, ним те тупайрас ҫук.

Я стрелял слишком метко и перебил на земле все подчистую.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Ун чух вӑл хир сыснисене тытман пулсан, мӗнех вара, халь пӗри те ҫур ҫул ҫиме ҫитнӗ пулӗччӗ вӗт, килйыш та кунсеренех ҫимелли пирки пӑшӑрханса лармӗччӗ.

Он всех перебил, хоть бы один остался — его хватило бы на полгода, и не пришлось бы изо дня в день заботиться о пище.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Чӑн, шӑпа мӗнле пӳрессе пӗлеймерӗм ҫав малтанах, ӑна качча тухрӑм, халь ӗнтӗ ҫулталӑкӗпех ула курак какайӗпе лапшу ҫисе лар!

Ну, уж никак не думала, что мне так повезет: как вышла за тебя, так и сижу целый год на лапше с вороньей подливкой!

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Пурте хӑйӗнчен йӑхлатса кулнӑн туйӑнать халь ӑна.

Ему показалось, что они невесело усмехнулись.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Халь тата ман енчен тепӗр сӑмах.

— Теперь еще объяснение с моей стороны.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кирсанов, вӗсемпе ялан тӗл пулаканскер, вӗсем Лопухов ҫинчен ыйтсан: пӗр ӗҫпе ҫӳрет-ха вӑл тесе ответленӗ; Кирсановпа Лопухов тусӗсенчен пӗри Кирсанова пӗр хӗрарӑм адресне панине эпир пӗлетпӗр ӗнтӗ; халь Лопухов шӑпах ҫав хӗрарӑм патне кайма тухрӗ.

Кирсанов, продолжавший видеться с ними, на вопросы о Лопухове отвечал, что у него, между прочим, вот какая забота, и один из их общих приятелей, как мы знаем, дал ему адрес дамы, к которой теперь отправлялся Лопухов.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эсир халь тусӑм мар, Дмитрий Сергеич ӗнтӗ.

Вы уж разжалованы из друзей в Дмитрия Сергеича.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл ҫапла пулнӑ, господасем, анчах та халь мар ҫав; вӑл халӗ те ҫапла пулкалать, анчах хальхи ҫамрӑксем текен ҫамрӑксем хушшинче мар.

Оно так и было, да не теперь, господа; но и теперь так бывает, да не в той части молодежи, которая одна и называется нынешней молодежью.

X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Верочка йӑл кулчӗ: «Халь иртрӗ ӗнтӗ», — унтан хӗрелсе кайрӗ, — «Шеллеместӗп те», — унтан тата ытларах хӗрелчӗ.

Верочка улыбнулась: — Поздно, — и покраснела, — и не жалею, — и покраснела еще больше.

X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫук, вӗсене шел кӑна, анчах халь мӗнле пулнӑ, ҫапах юлать, ҫавӑн пекех, кӑшт ҫеҫ лайӑхрах пулӗ, тесе шухӑшлаҫҫӗ вӗсем.

Нет, им только жалко, а они думают, что в самом деле так и останется, как теперь, — немного получше будет, а все так же.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Эпӗ халь мӗн каланинчен ан кулӑр: хӗрхенетӗп эпӗ ӑна, — вӑл мана ҫав тери юратать-ҫке!

— Не смейтесь тому, что я скажу: ведь мне жаль его, — он так меня любит!

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Мӗн тумалла халь сирӗн?

Что вам теперь делать?

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кама юратса пурӑннине, халь те юратнине, тен, хӑҫан та пулсан, ӳсӗр пуҫпа каласа панӑ пулӑттӑм сана, анчах…

Может быть, когда-нибудь, под пьяную руку, я и рассказал бы тебе, кого любил и доныне люблю, но ведь…

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ну халь — пӗр пытармасӑр: мӗншӗн начар ӗҫлерӗмӗр?

— Ну, теперь — по душам: почему плохо работали?

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ман сирӗнтен пурсӑрӑнтан та пӗр вырӑс писателӗн сӑмахӗсемпе ҫапла ыйтса пӑхас килет: «Эсир вӗсен несӗлӗсене ылтӑн ӗмӗр туса пама пулатӑр, мӗн парӑр-ха эсир халь вӗсене хӑйсене?»

Я спрошу вас сейчас словами Арцыбашева: «Что вы дадите «этим» людям взамен того золотого будущего, которое обещают их потомкам?…»

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Сахал-им халь ҫӳҫне кастарса янӑ хӗрсем, ҫавна пула вӗренме лекеймен е лекнӗ ҫӗртен тухса ӳкнӗскерсем?

Скольких стриженых девушек исключили из школы, скольких не допустили к экзаменам?

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Халь ӗнтӗ эсир, идеалистсем, ҫӗнӗрен шавла пуҫларӑр, мӗн-ҫке-ха, хӗрачасем ҫӳҫӗсене кастарса ҫӳреме тытӑнчӗҫ.

— А теперь вы, идеологи, подбиваете еще и девушек стричься.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Шутлама та йывӑр халь, мӗн чухлӗ китай ҫынни асапланнӑ, тӳснӗ, вилнӗ пулӗ, веҫех ҫак ҫӳҫшӗн, никама аякран тӗкмен, ыраттарман ҫӳҫшӗн.

— Сколько людей помучилось да погибло из-за этих кос, а ведь от них ни холодно, ни жарко.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней