Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах эпир малашне те ӑмӑртсах ӗҫлӗпӗр-ха!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Aurus-ра палӑртнӑ тӑрӑх, малашне сутлӑхра седанӑн йӳнӗрех версийӗсем те пулӗҫ, ҫав шутра 18 млн тенкӗпе те.
Сериллӗ пӗрремӗш Aurus Senat-сем 22 млн тенкӗ тӑрӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/27937.html
Яков тӗлӗнчӗ — кӗрӳшӗ хӑйӗнчен ҫакӑн пек тӑрӑхланӑшӑн ҫилленмерӗ, кочегара малашне те сӑмахсемпе ҫакнашкал алхасма ирӗк парса, ахӑлтатсах кулса ячӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ӑна тӑнӑҫ кӑмӑллӑ поручик ҫинчен шухӑшлани пӑлхатрӗ, вӑл улӑм пӗрчи пек пулман, вӑл халь тарӑхрӗ те, малашне ирсӗр ӗҫсем тӑвать пулӗ-ха.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тетӗшӗн тӳрккес, хура кӗлетки Яков пурнӑҫне тата тепӗр мӗлке илсе кӗртрӗ, манаха курни унра малашне тем пулассине систерекен йывӑр туйӑм ҫуратрӗ, унӑн тӗксӗм, хухса пыракан сӑн-пичӗ вилӗм ҫинчен шухӑшлаттарчӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл пӗрре кӑна мар Павел Никоновӑн элекне аса илнӗ, — ҫав элек малашне мӗн пулассине тӗп-тӗрӗс пӗлтерсе хунӑ пекех пулса тухнӑ.Он не однажды вспоминал клевету Павла Никонова, — клевету, которая оказалась пророчеством.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Алексейӗн хурчӑканни пек куҫӗсем: пур ӗҫсем те питӗ лайӑх пыраҫҫӗ, малашне те ҫавӑн пекех лайӑх пулӗҫ, текен ӗненӳпе ялкӑшса тӑнӑ.Ястребиные глаза Алексея сверкали уверенностью, что всё идёт хорошо и впредь будет хорошо идти.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Республикӑн инфратытӑмне аталантарассипе малашне те активлӑ ӗҫлемеллине, палӑртнӑ мӗнпур ыйтӑва татса памаллине каланӑ сӑмаха ҫавӑрса Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе Канаш хулинче пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=be ... b4575c9e35
Малашне эпӗ санран ҫавӑн пек нӑйлатнине илтнӗ ан пулам…
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Вӑрӑмтунасем ыйӑх памаҫҫӗ, малашне кӗлетре ҫывӑратӑп, — терӗ амӑшӗ, мӑйне простыньпе чӗркесе.— Комары спать не дают, в амбаре спать буду, — говорила мать, кутая шею простыней.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хулӑн тутисене кӳренӳллӗн тӑсса, куҫӗсене чарса пӑрахса, штоф юбкин малти аркине ҫӳллӗ ҫӗклесе, Барская, ҫӑра тӗтӗм пӗлӗчӗ пек, иккӗмӗш хута, Ульяна патне хӑпарать те ӑна хӗрӗн пурнӑҫӗнче малашне мӗн пуласси ҫинчен калама тытӑнать:
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Хӗрпе амӑшӗсӗр пуҫне калаҫни — ырӑ япала мар вӑл, маттур каччӑ, малашне ун пекки ан пултӑр!— Не порядок это, молодец хороший, без матери беседовать с девицей, чтобы впредь не было этого!
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унӑн кӑмӑлӗ пусарӑнчӗ ӗнтӗ, халӗ вӑл хӑйӗн ялӗ тата Адун малашне мӗнле пуласси ҫинчен хӑй пӗлнӗ пек киленсе калаҫма пуҫларӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Малашнехи пурнӑҫ ҫинчен нимӗн те шухӑшламасть — ку сӑмах ҫаврӑнӑшне эпир Алёшӑпа шухӑшласа кӑлартӑмӑр, — ҫавӑн пек ҫын куҫне малашне мӗн пуласси пачах курӑнмасть, вӑл хӑй умне нимӗнле тӗллев те лартмасть.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Участокра пур ҫӗре те кӗрсе ҫӳрерӗ, калаҫрӗ, малашне мӗнле пурӑнмаллине вӗрентсе хӑварчӗ те малалла кайрӗ.Все облазил на участке, со всеми переговорил, растолковал, как жить дальше, и уехал.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пуҫаруллӑ бюджетиорвани проекчӗсене малашне те пулӑшса пырӑпӑр, мӗншӗн тесен ҫынсем хӑйсен укҫине пӗрлехи ӗҫе хываҫҫӗ, ҫавӑн пек проектсен ку е вӑл ҫул-йӗрне пурнӑҫлама хутшӑнаҫҫӗ пулсан, патшалӑх та унта хутшӑнма тата пулӑшма тивӗҫ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33
Малашне урӑх ҫын пек пулмасан, хулара курӑнма юрамасть.В том виде, в котором я был до сих пор, мне уже появляться в городе нельзя.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Анчах эпӗ вӗсене нимӗн те каламарӑм, малашне те ним те каламастӑп.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
— Малашне мӗн тума шухӑшлани ҫинчен каласа пачӗ-и?
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
— Малашне те «объектсене» тӗрӗслесе тӑрӑр, картта ҫине паллӑ тӑвӑр.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.