Поиск
Шырав ĕçĕ:
36. Ун вӑхӑтӗнче вӑл ҫине тӑрса тӑрӑшнипе ҫӗршывран суя тӗнлӗ ҫынсене хӑваласа кӑларнӑ, ҫавӑн пекех Иерусалимра Давид хулине керем туса кӗрсе ларнӑ, унтан туха-туха Турӑ Ҫурчӗ таврашне ирсӗрлесе ҫӳренӗ тата таса Ҫурта мӑшкӑл туса тӑнӑ ҫынсене те хуса ячӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӑл Иудея хулисене тата Иудея чиккинчи Вефсурӑна — ӗлӗк тӑшмансем вӑрҫӑ кӑралӗ усранӑ хулана — ҫирӗп тӗреклӗлетсе лартрӗ, ӑна иудейсен аллине парса унта хурал тӑратрӗ, 34. ҫавӑн пекех тинӗс хӗрринчи Иоппи хулине тата Азот чиккинчи ӗлӗк тӑшман тӑнӑ Газара хулине тӗреклӗлетрӗ, унта иудейсене вырӑнаҫтарчӗ, ҫав вырӑнсене ҫӗнӗрен ура ҫине тӑратма мӗн кирлине пӗтӗмпех тупса пачӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫавӑн хыҫҫӑн Симон Нуминие, пин мина таякан ылтӑн хулкан парса, Рима пӗр канашлӑ тӑмашкӑн килӗшсе татӑлма янӑ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсемпе вӑрҫӑ вӑрҫас теекен ҫӗр ҫинче никам та юлман, ҫавӑн чухне патшасем те йӑвашланнӑ.13. И не осталось никого на земле, кто воевал бы против них, и цари смирились в те дни.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Иерусалим керемӗнче пурӑнакансене ҫавӑн чухне тухса ҫӳреме те паман, сутас-илес пулсан та керемрен кӑларман, ҫапла вӗсем выҫӑпа аптӑраса ҫитнӗ, нумайӑшӗ выҫӑпа вилсе пӗтнӗ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫавӑн хыҫҫӑн Симон шанчӑклӑ ҫынсене суйласа илнӗ те Димитрий патша патне Иудея ҫӗрне ҫӑмӑллӑх кӳмешкӗн ыйтма янӑ, мӗншӗн тесессӗн Трифон вӗсене хурах пуснӑ пек ҫаратса тӑнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑн хыҫҫӑн Трифон, Иудея ҫӗрне кӗрсе тустарса тухас тесе, тавра ҫулпа Адара ҫине кайнӑ.20. После сего Трифон пошел, чтобы войти в страну и разорить ее, и пошел окольным путем на Адару.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Симон ҫавӑн чухне Трифон Иудея ҫӗрне кайса тустарса тухмашкӑн пысӑк ҫар пухни ҫинчен илтнӗ, 2. вара, халӑх хӑраса-сехӗрленсе тӑнине курса, вӑл Иерусалима хӑпарнӑ та халӑха пуҫтарнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Таврари халӑхсем ҫавӑн чухне вӗсене тӗппипе пӗтерсе пӑрахма май шыранӑ, вӗсем: «ӗнтӗ Израилӗн пуҫлӑх ҫук, тӑрӑшаканӗ ҫук, вӗсене хирӗҫ вӑрҫӑпа каяр та ҫынсем хушшинче вӗсенӗн ячӗ те юлмалла мар пӗтерсе тӑкар» тенӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ионафан ҫавӑн чухне Димитрий ҫарпуҫӗсем унчченхинчен нумайрах ҫар пухса хӑйпе вӑрҫма таврӑннӑ тенине илтнӗ те, 25. Иерусалимран тухса, вӗсене Амафит ҫӗршывӗнче кӗтсе илнӗ, ҫапла вӗсене хӑйӗн ҫӗрне кӗме май паман.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗлӗк Дарий [Арей] янӑ ҫырура ҫапла ҫырнӑ: 20. «Спарта патши аслӑ священника Онияна савӑнӑҫ сунать. 21. Спарта ҫыннисемпе иудейсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесенче вӗсем Авраам йӑхӗнчен тухнӑ тӑвансем тесе ҫырнине тупнӑ. 22. Халӗ ӗнтӗ, хамӑр ҫакна пӗлнӗ хыҫҫӑн, эсир пирӗн патӑмӑра хӑвӑр мӗнле пурӑнни ҫинчен ҫырса ярсассӑн аван тунӑ пулӑттӑр. 23. Хамӑр енчен эпир сире ҫакна пӗлтеретпӗр: сирӗн выльӑх-чӗрлӗхӗрпе сирӗн пурлӑхӑр — пирӗн; пирӗн мӗн пурри вара — сирӗн. Эпир сире ҫавӑн ҫинчен пӗлтерме хушрӑмӑр» тенӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпир хамӑр йӑлапа сире уявсерен те, ҫавӑн пекех уявлама хунӑ ытти кунсерен те парне кӳнӗ чухне, кӗлтунӑ чухне, нихӑҫан та сиктерсе хӑвармасӑр, тӑвансене асӑннӑ пек асӑнатпӑр.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑн чухне Ония сирӗн халӑхӑр янӑ ҫынна чыс туса йышӑннӑ, пирӗн хушшӑмӑрти туслӑхпа татулӑх ҫинчен уҫӑмлӑн каланӑ ҫырусене илнӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӑхӑт ӗҫе меллӗ килсе пынине кура, Ионафан ҫынсем суйласа илнӗ те вӗсене Рим хулине Рим халӑхӗпе тунӑ туслӑха ҫӗнӗрен чӗртсе яма янӑ, 2. Спарта ҫыннисем патне те, ытти вырӑна та ҫавӑн ҫинченех ҫырса янӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Ионафан ҫавӑн чухне Галилейӑри Кадис хулине Димитрий ҫарпуҫӗсем йышлӑ ҫарпа ҫитни ҫинчен илтнӗ: вӗсем ӑна ҫӗршывран хӑваласа ярасшӑн иккен.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Ҫавӑн хыҫҫӑн Трифон Арави ҫӗрӗнчен Антиоха илсе таврӑннӑ; Антиох питӗ ҫамрӑк пулнӑ-ха; вӑл ӗнтӗ патшана ларнӑ, пуҫкӑшӑль тӑхӑннӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ионафан ҫавӑн чухне Димитрий патша патне ҫынсем янӑ: унран Иерусалим керемӗпе ытти тӗреклӗлетнӗ вырӑнта хӑварнӑ ҫыннисене илсе тухма ыйтнӑ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсем Израиле тапӑнсах тӑнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫапла ӗнтӗ эпир Иудея халӑхӗн ҫӗрӗ халӗ мӗн чухлӗ, ҫавӑн чухлех пултӑр тетпӗр, Самарирен уйӑрса Иудея ҫумне хушнӑ виҫӗ ҫӗр те — Аферема, Лидда, Рамафем — вӗсенех пултӑр; вӗсенӗн Иерусалимри священникӗсен мӗн пурри пӗтӗмпех хӑйсенех пултӑр, вӗсемшӗн, ӗлӗкхи пек, ҫулсерен патшана тӳлесе тӑмалла ан пултӑр, тырӑ-пулӑран та, йывӑҫ ҫимӗҫӗнчен те, 35. урӑх япаларан та вуннӑмӗш пайне илесси, ытти йышши хырҫӑ пухасси, тӑвар кӳллисемшӗн, хаклӑ парнесемшӗн тӳлев илесси ан пултӑр, халиччен эпир илсе тӑни пӗтӗмпе хӑйсенех пултӑр.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫавӑн ҫинчен илтсессӗн, Димитрий питӗ ҫилленнӗ, хӑвӑрт пуҫтарӑнса Птолемаида хулине тухса кайнӑ, унтан Ионафан патне ҫырса янӑ: кереме ан тив, манпа курнӑҫма мӗн май килнӗ таран хӑвӑртрах Птолемаидӑна тухса кил, кунта калаҫӑпӑр, тенӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑн хыҫҫӑн Птоломей патша хӑй те виҫӗ кунранах вилнӗ, унӑн керемӗсенче юлнӑ ҫыннисене вара ҫав керемсенче пурӑнакансемех пӗтерсе тӑкнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.