Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пик темиҫе хӑмӑш юнашар ӳссе ларнӑ вырӑн тупрӗ, вӗсем ҫине хӑпарса тӑррисене кышласа татрӗ, ҫурмаран ҫурчӗ.Пик выбрал несколько растущих рядом тростинок, влез на них, отгрыз верхушки и концы расщепил зубами.
Ҫурт туни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Вӑл вӑрмантах ҫуралса ӳссе сунарҫӑ ӗҫӗпе тӑранса пурӑннӑ.Он в лесу родился, в лесу всю жизнь прожил и прокармливал себя охотой.
Икӗ сунарҫӑ ҫинчен // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 28–31 с.
— …Акӑ вӑт кунтан-кунах ӳссе пырать, — малалла каларӗ Катя.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Хамах куртӑм, чӑн-чӑн улӑх пек ҫумкурӑк ӳссе ларатчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Ҫук, Катя, ҫум тӗми-тӗмипе ӳссе ларать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пирӗн тӗп тӗллев, ӑна пурнӑҫламаллине Раҫҫей Президенчӗ хытарса палӑртать, — чухӑнлӑхпа кӗрешесси тата халӑх тупӑшӗ ӳссе пырассине тивӗҫтересси.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Мӗнле майпа ӳссе ларма пултарнӑ вӑл, уйрӑмскер, чип-чипер ял варрине?Как такая громадина могла вырасти ни с того ни с сего прямо посреди деревни?
Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.
Ҫак сӑмахсемшӗн Ленука ыталаса ҫума чӑмӑртӑттӑм — ӳссе ҫитсе авланмасӑр юрамасть.За такие слова я бы обнял её и прижал к себе, но нельзя — вначале надо вырасти и пожениться.
Ҫара тихасем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 98–104 с.
Мӗн кӑна ӳссе ларман ун турачӗсем ҫине: тӗрлӗ тӗслӗ кӗнекесем, теттесем… хитре кӗпе-йӗм таранччен.Чего только нет на ветках: книги, игрушки, даже нарядная одежда.
Симӗс тус // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 3–8 с.
Кӑнтӑрла ҫӗрпӳртре пурӑнакансенчен пӗри те унран мӗн те пулин кулянса-ӳпкелешсе каланӑ сӑмах илтмерӗ, хӑй, ав, ҫӗрлесенче тӑтӑшах шарт сиксе ыйхӑран вӑранса кайрӗ, питне-куҫне аллипе сӑтӑркаларӗ — питҫӑмартисемпе ҫур ҫул хушшинче ӳссе кайнӑ ҫӑра сухалӗ вара йӗп-йӗпе куҫҫуль.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ӑна хӑй ача чухне, унтан ӳссе ҫитерехпе ӗҫлесе курма тивнӗ вӑкӑрсем аса килчӗҫ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Шӑпӑрт чӗнмесӗр выртать хуйхӑ ҫапса хуҫнӑ амӑшӗ, ун патне ӗнтӗ пӗр каҫра ӳссе ҫитӗннӗ тӑлӑх ачисем пуҫтарӑннӑ та, пурте пӗрле кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кивӗ хӑма купи, тольӑн ҫуркаланнӑ листисем, тата ытти «стройматериалсем» вӗҫӗмсӗр ӳссе тӑчӗҫ.Гора старых досок, обрывков толя и прочих «стройматериалов» непрерывно росла.
IV сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Хайхи хӑяра акрӑмӑр та, акӑ вӑл мӗнле пулчӗ: ытла ӑшах мар пулин те, кун вӑрӑммине пула, ку хӑяр питӗ час ӳссе ҫитӗнчӗ, пулса ҫитме кӑна ӗлкӗреймен-ха.
V. Пирӗн колхозри пекех // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Анчах сад ӗҫне вӗсем пӗлмен-ха, ҫавӑнпа вӗсене сад ӗрчетес ӗҫ ытла та ҫӑмӑл пек туйӑннӑ, планӗсем, вӗсен калама ҫук пысӑк пулнӑ, ҫитменнине тата ӗмӗчӗсем кунсерен тенӗ пек ӳссе пынӑ.
IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Ҫуртсем умӗнче ҫӳллӗ йӑмрасем ӳссе сарӑлнӑ.
II. Ҫитрӗмӗр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Пирӗн лагерь шӑпах ҫырма хӗрринче вырнаҫнӑ, анчах ҫырма ку енче, пур тӗлте те йӑмрасем ӳссе ларнӑ ҫӗрте хӑйӑр ҫук.Лагерь наш стоял у самой реки, но на этом берегу, низком, поросшем ивами, песка не было.
Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.
Ҫунатсем ӳссе ларчӗҫ те, вӗҫетӗп те вӗҫетӗп телейлӗ те чечеклӗ ҫӗр ҫийӗн ӑҫта-тӑр.Выросли крылья, и я лечу и лечу куда-то над цветущей, радостной землей.
Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Вӗсен йышӗ сехетрен сехете ӳссе, хушӑнса пычӗ, калаҫакансен сассисем нумайланнӑҫем нумайланчӗҫ.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Вӑл хуллен ӳссе пырать, самантлӑха лайӑх палӑракан уҫӑ саспа кӗрлет, унтан каллех майӗпен-майӗпен ҫухалса сӳнет.Он медленно нарастал, переходил в отчетливое рокотание и потом так же медленно затихал.
1 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.