Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аллисемпе (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун пек ҫӗрсенче куҫа чарса пӑрахсан та тӗттӗме ҫӗнтерме ҫук, ҫынсем, суккӑр пек, аллисемпе хыпашласа ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ, пынӑ ҫӗртен пӗр-пӗр канава кӗрсе ӳксе, ӗнсене хуҫса пӑрахасран шикленеҫҫӗ.

В такие ночи даже широко раскрытые зрачки не могут одолеть темноты, и люди движутся ощупью, вслепую, рискуя в любой канаве свернуть голову.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Лешӗ, морж пек, шыва пӗрӗхет, аллисемпе хӑвӑрттӑн шыв ҫине ҫапса пырса, ҫавӑрӑна-ҫавӑрӑнӑ выртать, пуҫхӗрлӗ чикеленсе илет, ывӑнса ҫитсен, месерле выртса ишет, ҫутӑ хӗвеле хирӗҫ пулсан, куҫӗсене хӗсет те аллисене сарса пӑрахать, кӑшт кукӑрӑлса, вилнӗ пек хускалми пулса выртать.

Он фыркает, как морж, разрезая воду короткими саженками, переворачивается, кувыркается, ныряет и, наконец, устав, ложится на спину, зажмурив глаза от яркого солнца, замирает, распластав руки и чуть изогнувшись.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Тоня, пуҫне ҫӗклесе, туратсене аллисемпе сиркелесе, аялалла пӑхать: кӳлӗ хӗрринчен варринелле, шывра вӑйлӑн ыткӑна-ыткӑна, авкаланса, хӗвелне пиҫнӗ ҫын ишет, Тоня шыва кӗрекен ҫыннӑн тӗксӗм ҫурӑмӗпе хура пуҫне ҫеҫ курать.

Тоня поднимает голову и, раздвинув рукою ветви, смотрит вниз: от берега на середину озера сильными бросками плывет загорелое изгибающееся тело, Тоня видит смуглую спину и черную голову купающегося.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Янах шӑмми ҫав тӗрлӗ хытӑ ыратнипе тата чӗлхине ҫыртнипе Сухарько тӳсеймесӗр йынӑшса ячӗ, аллисемпе хӑлаҫланса илчӗ, унтан пӗтӗм пӗвӗпе шыва лаплатса ӳкрӗ.

Взвизгнув от страшной боли в подбородке и от прикушенного языка, Сухарько нелепо взмахнул руками и тяжело, всем телом, плюхнулся в воду.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Лешӗ аллисемпе хӑлаҫланса илчӗ, тайӑлса кайрӗ, анчах тытӑнса тӑчӗ, шыва ӳкмерӗ.

Тот взмахнул руками, изогнулся, но удержался и не упал в воду.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Тоня авӑнчӑк хӑва тӗмӗ ҫийӗнчен пӗшкӗнсе, аллисемпе хӑва ҫулҫисене сирсе пӑхрӗ те хӑва айӗнче хӗвелпе пиҫнӗ, йӗмпӗҫҫисене чӗркуҫҫийӗнчен ҫӳлелле тавӑрса янӑ ача ларнине курах кайрӗ.

Нагнувшись над кривой вербой, раздвинула рукой ветви ивняка и увидела загорелого парнишку, босого, с засученными выше колен штанами.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хура куҫли, пуп ҫине вӑрттӑн ҫиленсе пӑхса, шӑппӑн: — Манӑн кӗсъесем ҫук, — терӗ те ҫӗввисене аллисемпе хыпаласа илчӗ.

Черноглазый, глядя с затаенной ненавистью, глухо ответил: — У меня нет карманов, — и провел руками по зашитым швам.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Аллисемпе сулкалашрӗ.

Машет руками.

Улттӑмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Лисук (аллисемпе сулкалашса).

Лиза (махая руками).

Иккӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Малтан чиперкке хирӗҫлерӗ, вӑйсӑр аллисемпе Кольӑна чарма хӑтланчӗ, анчах хӑйне ҫунат хушнӑ кайӑк евӗр туйса ҫан-ҫурӑмне лаштӑрах ячӗ, турткаланма пӑрахрӗ те пӗр сассӑр каччӑ ытамне путрӗ.

Помоги переводом

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Выҫ кашкӑр кӗтӳрен ҫӗтсе юлнӑ сурӑх ҫине сиксе ларнӑ пек вӑл туххӑмрах хӗре аллисемпе ҫатӑрласа тытрӗ, Света хӑйне айккинелле тӗртнине пӑхмасӑрах ӑна вӑйпах чуп турӗ, аллипе кӗлеткине хыпашларӗ.

Помоги переводом

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Эпӗ ун пек пултараймастӑп, — питне аллисемпе хупларӗ хӗр.

Помоги переводом

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Вӗсен сассипе Хаярпин хӑлхисем питӗрӗнсех ларчӗҫ, вӗсене вӑл кӑлӑхах аллисемпе хуплама тӑрӑшать.

Да так громко они щебетали, так пронзительно, что чуть не оглохла злючка, уши руками зажимает.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Пӑхӑр Упа тапӑнсан паттӑр нимӗн чухлӗ те хӑраса ӳкмерӗ, ҫирӗп чӑмӑрӗпе утамана сӑмсинчен тӑрӑслаттарчӗ, унтан вӑйлӑ аллисемпе ярса тытрӗ те пӗтӗм вӑйран хӗссе лартрӗ.

Напал на него медный зверь, да только Актар даже не дрогнул, не испугался, ударил его кулаком прямо по носу, затем схватил могучими руками, сжал.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Вӑл Кӗвӗр патне хыҫалтан ҫывхарчӗ те унӑн куҫӗсене аллисемпе хупларӗ.

Она подошла к Кеверу со спины и закрыла ему глаза руками.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Вӗсем пурӗ пӗрех ӗлкӗрме пултарайманнине курсан, чарӑнса пӗр-пӗрин ҫине пӑхкаласа илсе тӑчӗҫ те аллисемпе сулкаласа кӑшкӑра пуҫларӗҫ:

Увидав, что им всё равно не поспеть, они остановились, растерянно посмотрели друг на друга, потом замахали и закричали:

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

— Ӑҫта кайса ҫухалтӑр эсир? — терӗ аллисемпе ҫапкаланса Иоська.

— Где вы запропастились? — размахивая руками, затараторил он.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Ҫак кӗтмен сӑмахсене илтсен, Карасиков октябренокӑн пит-куҫӗсем сасартӑк хурланчӑклӑ, салхуллӑ пулса тӑчӗҫ, вӑл аллисемпе сулкалама та пӑрахрӗ.

При этих неожиданных словах лицо у октябрёнка Карасикова сделалось вдруг печальным, растерянным, и он уже не махал рукой.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

«Епле ламсӑркка», тесе шухӑшларӗ вӑл Баранкин кӗске аллисемпе сулкаласа, чан патнелле ҫирӗппӗн утса кайни ҫине пӑхса.

«Экий увалень!» — подумала она, глядя, как, размахивая короткими руками, Баранкин уверенно направился к колоколу.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Карлӑк ҫине хӑпарса тӑчӗ те аллисемпе юпаран ярса тытрӗ, ниепле те ӑна вӗҫереес ҫук.

Забрался на перила, ухватился руками за столб, и не оторвёшь его.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней