Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Акӑ Эпӗ сан ҫине мӗнпур тавраран хӑрушлӑх ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа, Саваоф Турӑ, сире хӑваласа ярӗҫ, сапаласа ярӗҫ, сире, ҫапкаланчӑксене, кайран никам та пуҫтараймӗ.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Хӗҫрен хӑтӑлса юлнӑ пӗчӗк йыш анчах Египет ҫӗрӗнчен Иудея ҫӗрне таврӑнӗ, вара Египета пурӑнас тесе кайнӑ Иудейӑн юлашки ҫыннисем камӑн сӑмахӗ тӳрре тухнине пӗлсе илӗҫ: Манӑн сӑмахӑм-и, вӗсен-и. 29. Эпӗ сире ҫак вырӑнта хаса парассине пӗлтерсе сире хӑват палли кӑтартатӑп: Манӑн сӑмахӑмсем тӳрре тухасса, сире вилӗм ҫитессе пӗлсех тӑрӑр.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эпӗ сире ырӑ кӑтартма мар, пӗтермешкӗн сӑнаса тӑрӑп; Египет ҫӗрӗнчи иудейсем тӗппипех хӗҫпе, выҫӑпа вилсе пӗтӗҫ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫапла тӗтӗрсе Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗшӗн, Унӑн сӑмахне итлеменшӗн, Унӑн саккунне, Унӑн йӗркисене, Вӑл хушнине уяса пурӑнманшӑн халӗ хӑвӑр куракан хӗн-асап ҫитнӗ те сире, тенӗ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑнпа Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ сире хирӗҫ ҫаврӑнса тӑрӑп та, пӗтӗм Иудея пӗтмелле, тӗппипе пӗтмелле пулӗ, 12. ҫӑлӑнса юлнӑ иудейсене те, Египет ҫӗрне пурӑнма каяс теекенсене, пӗтерӗп, вӗсем пурте тӗп пулӗҫ, Египет ҫӗрӗнче пӗтӗҫ; хӗҫпе те выҫлӑхпа вилсе пӗтӗҫ; кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех хӗҫпе те выҫлӑхпа вилсе выртӗҫ; вӗсем ылханлӑ та хӑрушӑ, ҫын кулли, ҫын мӑшкӑлӗ пулса юлӗҫ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсир паян кунччен те чарӑнмарӑр, хӑрамастӑр, Эпӗ сире тата сирӗн аҫӑрсене кӑтартса панӑ саккунпа, Эпӗ панӑ йӗркесемпе пурӑнмастӑр.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Халӗ эпӗ сире пӗлтертӗм; анчах эсир Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сӑмахне, Вӑл ман урлӑ мӗн хушса янине итлемерӗр.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Сире, Иуда йӑлкӑмӗ, Ҫӳлхуҫа: «Египета ан кайӑр» тет; эпӗ паян хӑвӑра асӑрхаттарнине лайӑх пӗлсе тӑрӑр — 20. эсир хӑвӑра хӑвӑр ҫылӑха кӗртрӗр: эсир мана Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр патне ҫапла каласа ятӑр: «пирӗншӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра кӗлту, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр мӗн каланине пурне те пире пӗлтер, эпир Вӑл каланине тӑвӑпӑр» терӗр.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эхер те эсир: «ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнасшӑн мар» тесе Ҫӳлхуҫа Туррӑра итлеместӗр пулсассӑн, 14. «ҫук, эпир Египет ҫӗрне каятпӑр, унта вӑрҫӑ курмӑпӑр, трупа сассине илтмӗпӗр, выҫӑпа аптӑрамӑпӑр, унта пурӑнӑпӑр» тетӗр пулсассӑн, 15. Иуда йӑлкӑмӗ, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтер: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эхер те эсир Египета каясах тетӗр пулсассӑн, унта ҫитсе вырӑнаҫатӑр пулсассӑн, 16. хӑвӑра хӑратса тӑракан хӗҫ сире унта та, Египет ҫӗрӗнче те, хӑваласа ҫитӗ, хӑвӑра сехӗрлентерсе тӑракан выҫлӑх та хӑвӑр хыҫҫӑнах унта, Египета, пырӗ, вара унтах вилсе пӗтетӗр.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпӗ сире ырӑлӑх кӳрӗп те, вӑл та сире ырӑ тӑвӗ, сире хӑвӑрӑн ҫӗрӗр ҫине каялла тавӑрӗ.12. И явлю к вам милость, и он умилостивится к вам и возвратит вас в землю вашу.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӑвӑр хӑраса тӑракан Вавилон патшинчен ан хӑрӑр; унран ан шикленӗр — сире ун аллинчен хӑтармашкӑн Эпӗ сирӗнпе пӗрле пулӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иеремия вара хӑй патне Карей ывӑлне Иоанана, унпа пӗрле пулнӑ ҫарпуҫсене, пӗтӗм халӑха — кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех — чӗнсе илнӗ те 9. вӗсене каланӑ: эсир мана Ҫӳлхуҫа патне, Израиль Турри патне, ятӑр, Унӑн умӗнче хӑвӑршӑн тархаслама ыйтрӑр, Вӑл ӗнтӗ ҫапла калать: 10. эхер те ҫак ҫӗр ҫинчех юлатӑр пулсассӑн, Эпӗ сире ҫирӗплетӗп, аркатмӑп, вырӑнаҫтарӑп, кӑкламӑп: Эпӗ ӗнтӗ сире хӗн-хур кӑтартнӑшӑн ӳкӗнетӗп.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иеремия пророк вӗсене каланӑ: илтрӗм, эсир каланӑ пек, сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑра кӗлтӑвӑп, Ҫӳлхуҫа мӗн каланине сире пӗлтерӗп, пӗр сӑмахне те пытармӑп, тенӗ.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Годолия — Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлӗ — вӗсене, вӗсен ҫыннисене шантарса ҫапла каланӑ: халдейсене пӑхӑнса пурӑнма ан хӑрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче юлӑр та Вавилон патшине пӑхӑнса пурӑнӑр, сире лайӑх пулӗ; 10. эпӗ вара Массифа хулинчех юлӑп та хамӑр патӑмӑра килсе ҫӳрекен халдейсем умӗнче халӑх ячӗпе калаҫӑп; эсир эрех, ҫуллахи ҫимӗҫсем, ҫу пуҫтарӑр, вӗсене хӑвӑр савӑтӑрсене тултарӑр, хӑвӑр йышӑннӑ хулӑрсенче пурӑнӑр, тенӗ.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иеремийӑна сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ патне илсе пынӑ, лешӗ Иеремийӑна ҫапла каланӑ: санӑн Ҫӳлхуҫа Турру ҫак вырӑна хӗн-асап ҫитесси ҫинчен каласа хунӑ, 3. халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа мӗн каланине тунӑ, пурӑнӑҫланӑ, мӗншӗн тесессӗн эсир Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ, Унӑн сӑмахне итлемен, ҫавӑншӑн сире ҫак хӗн-асап ҫитнӗ те.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫаран Иеремия пророка сӑмах пулнӑ: 7. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: сире Ман патӑма ыйтма янӑ Иудея патшине ҫапла калӑр: акӑ сире пулӑшма тухнӑ фараон ҫарӗ хӑйӗн ҫӗрне, Египета, таврӑнать; 8. халдейсем вара татах килӗҫ те ҫак хулана хирӗҫ ҫапӑҫӗҫ, ӑна туртса илсе вутпа ҫунтарса ярӗҫ.
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сирӗн патӑра Эпӗ Хамӑн чурамсене, пророксене, ҫине-ҫинех ярса тӑтӑм, каларӑм сире: «кашнийӗ усал ҫулӑртан пӑрӑнӑр, юсанӑр, урӑх турӑсен ирӗкне тӑвас тесе вӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр, вара Эпӗ сире тата сирӗн аҫӑрсене панӑ ҫӗр ҫинче пурӑнатӑр» терӗм, анчах эсир ҫакна хӑлхана чикмерӗр, Мана итлемерӗр.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Рехав ывӑлӗ Ионадав хӑйӗн ывӑлӗсене эрех ӗҫме хушман ӳкӗте тытса пырса вӗсем паян кунччен те эрех ӗҫмеҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн ашшӗ хушса хӑварнине итлеҫҫӗ; Эпӗ вара сире пӗр чарӑнмасӑр, ҫине-ҫинех каларӑм, эсир пурӗпӗр Мана итлемерӗр.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ: 13. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: кай та Иудея арӗсемпе Иерусалимра пурӑнакансене кала: ара, сире ҫакӑ та ӑса вӗрентмест-ши, эсир Ман сӑмахӑмсене итлемӗр-ши? тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Ман сӑмахӑма итлемерӗр, кашнийӗ хӑйӗн тӑванне, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине ирӗке ямарӑр; ҫавӑншӑн Эпӗ сире, тет Ҫӳлхуҫа, хӗҫ айне пулма, мур чирӗпе, выҫӑпа асапланма ирӗк паратӑп, ҫӗр ҫинчи пӗтӗм патшалӑх тӑрӑх тарӑхтармӑш пулма сапаласа яратӑп; 18. Ман умӑмра пӑрӑва ҫурмаран касса ун пайӗсем хушшипе иртсе хывнӑ халала пӑснӑ, халал сӑмахӗсене пурӑнӑҫламан ҫынсене, — 19. касса ҫурнӑ пӑру пайӗсем хушшипе утса иртнӗ Иудея улпучӗсене, Иерусалим улпучӗсене, хайрансемпе священниксене, ҫӗршыври мӗнпур халӑха, — 20. хӑйсен тӑшманӗсен аллине, вӗсенӗн чунне шыракансен аллине паратӑп, вӗсен виллисем вӗҫен кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксен ҫимӗҫӗ пулӗҫ.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.