Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
10. Езекия каланӑ: мӗлкене вунӑ картлашка чухлӗ маларах кайма ҫӑмӑл; ҫук, мӗлке вунӑ картлашка чухлӗ каялла чактӑр, тенӗ.

10. И сказал Езекия: легко тени подвинуться вперед на десять ступеней; нет, пусть воротится тень назад на десять ступеней.

4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Вара Исаия каланӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑй каланӑ сӑмаха пурӑнӑҫлассине пӗлтерекен паллӑ ҫакӑ: мӗлкене вунӑ картлашка чухлӗ малалла шутармалла-и е вунӑ картлашка чухлӗ каялла чакарса тӑратмалла-и? тенӗ.

9. И сказал Исаия: вот тебе знамение от Господа, что исполнит Господь слово, которое Он изрек: вперед ли пройти тени на десять ступеней, или воротиться на десять ступеней?

4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Езекия ӗнтӗ Исаийӑна каланӑ: мана Ҫӳлхуҫа чӑнласах сыватассине, эпӗ виҫмине Ҫӳлхуҫа Ҫуртне каяссине пӗлтерекен паллӑ пулӗ-ши? тенӗ.

8. И сказал Езекия Исаии: какое знамение, что Господь исцелит меня, и что пойду я на третий день в дом Господень?

4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Унтан Исаия: пӗр касӑм смоква илӗр, тенӗ.

7. И сказал Исаия: возьмите пласт смокв.

4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Халӗ Эпӗ сана сывататӑп; виҫмине эсӗ Турӑ Ҫуртне каятӑн; 6. санӑн пурӑнас кунусем ҫумне тата вунпилӗк ҫул хушса паратӑп, сана тата ҫакӑ хулана Ассири патшийӗн аллинчен хӑтаратӑп, ҫакӑ хулана Хамӑншӑн тата Давид чурамшӑн сыхласа хӑваратӑп, тет, тенӗ.

Вот, Я исцелю тебя; в третий день пойдешь в дом Господень; 6. и прибавлю ко дням твоим пятнадцать лет, и от руки царя Ассирийского спасу тебя и город сей, и защищу город сей ради Себя и ради Давида, раба Моего.

4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Вара Езекия стена енне ҫаврӑнса выртнӑ та Ҫӳлхуҫана кӗлтуса каланӑ: 3. эй Турӑҫӑм! эпӗ Хӑвӑн умӑнта тӗрӗс ҫӳренине, Хӑвна чун-чӗререн парӑнса пурӑннине, Сана юрӑхлине ҫеҫ туса пурӑннине асна илсемччӗ, тенӗ.

2. И отворотился [Езекия] лицем своим к стене и молился Господу, говоря: 3. «О, Господи! вспомни, что я ходил пред лицем Твоим верно и с преданным Тебе сердцем, и делал угодное в очах Твоих».

4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ӗнтӗ ун патне Исаия пророк, Амос ывӑлӗ, пынӑ та каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: хӑвӑн килӳ валли халал хӑвар: эсӗ вилетӗн, чӗрӗлейместӗн, тенӗ.

И пришел к нему Исаия, сын Амосов, пророк, и сказал ему: так говорит Господь: сделай завещание для дома твоего, ибо умрешь ты и не выздоровеешь.

4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, паян пире унӑн аллинчен ҫӑлсамччӗ, вара ҫӗр ҫинчи патшалӑхсем пурте Эсӗ ҫеҫ, Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ ҫеҫ пӗртен-пӗр Турӑ иккенне ӑнланса илӗҫ, тенӗ.

19. И ныне, Господи Боже наш, спаси нас от руки его, и узнают все царства земли, что Ты, Господи, Бог один.

4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Емаф патши, Арпад патши ӑҫта, Сепарваим хули патши, Ена, Ивва патшисем ӑҫта халь? тейӗр, тенӗ.

13. Где царь Емафа, и царь Арпада, и царь города Сепарваима, Ены и Иввы?

4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ассири патша ӗнтӗ Эфиопи патши Тиргак ҫинчен хыпар илтнӗ; ӑна: Тиргак санпа ҫапӑҫма килет, тенӗ.

9. И услышал он о Тиргаке, царе Ефиопском; ему сказали: вот, он вышел сразиться с тобою.

4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Акӑ Ман ирӗкӗмпе ун патне ҫил пӗр хыпар ҫитерӗ те вӑл каялла хӑй ҫӗрне таврӑнӗ, вара Эпӗ ӑна хӑйӗн ҫӗрӗнчех хӗҫпе тӗп тӑвӑп, тет, тенӗ.

7. Вот Я пошлю в него дух, и он услышит весть, и возвратится в землю свою, и Я поражу его мечом в земле его.

4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Чӗрӗ юлнисемшӗн, сыввисемшӗн кӗлтусамччӗ, тет, тенӗ.

Принеси же молитву об оставшихся, которые находятся еще в живых.

4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Халӑх шарламан, ӑна пӗр сӑмах та чӗнмен, мӗншӗн тесессӗн Езекия патша хытарсах каласа хунӑ пулнӑ: «ӑна нимӗн те ан калӑр» тенӗ.

36. И молчал народ и не отвечали ему ни слова, потому что было приказание царя: «не отвечайте ему».

4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Ҫав ҫӗрсен мӗнпур турринчен хӑшӗ те пулин хӑйӗн ҫӗрне манӑн аллӑмран ҫӑлса хӑварчӗ-и? Ҫӳлхуҫа Иерусалима манӑн аллӑмран ҫӑлса хӑварайӗ-ши вара? тет манӑн патшамӑм, тенӗ Рабсак.

35. Кто из всех богов земель сих спас землю свою от руки моей? Так неужели Господь спасет Иерусалим от руки моей?

4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Рабсак вӗсене каланӑ: ку сӑмахсене манӑн хуҫамӑм санӑн хуҫуна та сана ҫеҫ калама хушнӑ тетӗн-им? Ҫук, эпӗ хӳме ҫинче ларакансене те калатӑп, акӑ вӗсем сирӗнпе пӗрле хӑйсен каяшне ҫиме пуҫлӗҫ, хӑйсен шӑкне ӗҫме пуҫлӗҫ, тенӗ.

27. И сказал им Рабсак: разве только к господину твоему и к тебе послал меня господин мой сказать сии слова? Нет, также и к людям, которые сидят на стене, чтобы есть помет свой и пить мочу свою с вами.

4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Вара Хелкия ывӑлӗ Елиаким, Севна тата Иоах ӗнтӗ Рабсака ҫапла каланӑ: эсӗ чурусене арамейла кала — эпир ӑнланатпӑр; пирӗнпе еврейла ан калаҫ — пире хӳме ҫинчи ҫынсем илтме пултараҫҫӗ, тенӗ.

26. И сказал Елиаким, сын Хелкиин, и Севна и Иоах Рабсаку: говори рабам твоим по-арамейски, потому что понимаем мы, а не говори с нами по-иудейски вслух народа, который на стене.

4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Тата ҫакӑ ҫӗре аркатмашкӑн эпӗ кунта Ҫӳлхуҫа ирӗкӗсӗр килнӗ-им? Ҫӳлхуҫа мана: «ҫавӑ ҫӗр ҫине кай та аркатса тух ӑна» терӗ, тенӗ.

25. Притом же разве я без воли Господней пошел на место сие, чтобы разорить его? Господь сказал мне: «пойди на землю сию и разори ее».

4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Вара Езекия, Иудея патши, Ассири патшине ҫапла калама Лахис хулине ҫын янӑ: айӑплӑ эпӗ; кай ман патӑмран; мӗн чухлӗ хырҫӑ хуратӑн — ҫавӑн чухлӗ паратӑп, тенӗ.

14. И послал Езекия, царь Иудейский, к царю Ассирийскому в Лахис сказать: виновен я; отойди от меня; что наложишь на меня, я внесу.

4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхӗпе ҫапла каласа халал хывнӑ: ытти турӑсене ан хисеплӗр, вӗсене ан пуҫҫапӑр, вӗсемшӗн ан тӑрӑшӑр, вӗсене парне ан кӳрӗр, 36. Ҫӳлхуҫана — сире Хӑйӗн аслӑ хӑвачӗпе, вӑйлӑ аллипе Египетран илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫана ҫеҫ — хисеплӗр, пӗр Ӑна кӑна пуҫҫапӑр, пӗр Ӑна кӑна парне кӳрӗр, 37. Вӑл хӑвӑра ҫырса панӑ йӗркесене, кӑтартнисене, саккуна, ӳкӗтсене кулленех пӑхӑнса-туса пурӑнӑр, урӑх турӑсене ан пуҫҫапӑр; 38. Эпӗ хӑвӑрпа пӗрле хывнӑ халала ан манӑр, урӑх турӑсене ан пуҫҫапӑр, 39. Ҫӳлхуҫа Туррӑра ҫеҫ пуҫҫапӑр, Вӑл вара сире мӗнпур тӑшманӑрсен аллинчен хӑтарса тӑрӗ, тенӗ.

35. Заключил Господь с ними завет и заповедал им, говоря: не чтите богов иных, и не поклоняйтесь им, и не служите им, и не приносите жертв им, 36. но Господа, Который вывел вас из земли Египетской силою великою и мышцею простертою, - Его чтите и Ему поклоняйтесь, и Ему приносите жертвы, 37. и уставы, и учреждения, и закон, и заповеди, которые Он написал вам, старайтесь исполнять во все дни, и не чтите богов иных; 38. и завета, который Я заключил с вами, не забывайте, и не чтите богов иных, 39. только Господа Бога вашего чтите, и Он избавит вас от руки всех врагов ваших.

4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Ассири патшине хыпар ҫитернӗ: эсӗ куҫарса килсе Самарири хуласене вырӑнаҫтарнӑ халӑхсем ҫав ҫӗршыв Туррийӗн саккунне пӗлмеҫҫӗ, ҫавӑншӑн Вӑл вӗсем ҫине арӑслансем ярать; арӑсланӗсем вӗсене вӗлерсех тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫав ҫӗршыв Туррийӗн саккунне пӗлмеҫҫӗ, тенӗ.

26. И донесли царю Ассирийскому, и сказали: народы, которых ты переселил и поселил в городах Самарийских, не знают закона Бога той земли, и за то Он посылает на них львов, и вот они умерщвляют их, потому что они не знают закона Бога той земли.

4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней