Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илет (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрӑ вӑрӑран укҫа туртса илет

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑна вӑл хӑй те ку таранччен манаймасть, Ольга Матвеевнӑна курсанах аса илет.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн ытарайми чакӑр куҫӗ чуна витӗрех илет, кӑмӑла ҫемҫетет.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа-ши, тӗсне кура мар ҫуталса каять, ӑна темле йӑлтӑр ункӑ явакласа илет тейӗн.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аптрамасть пек арӑм, килӗшет Антуна: сӑнран та чиперскер — вӑтам пӳллӗ, тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткеллӗ, кӑшт тӑрӑхларах питлӗ, куҫ харши — чӗкеҫ ҫунатти пек, куҫӗ вара, пысӑк та чакӑрскер, пӗрре пӑхсанах ҫунтарса илет; ӗҫре-мӗнре те акӑш-макӑш правурскер — мӗне пуҫлать, ҫавӑ ӑнать ун аллинче; кӑмӑл тӗлӗшпе вара чӑн-чӑн кӑвакарчӑн, унӑн ҫӑварӗнчен хӑҫан та пулин сивӗ сӑмах тухма пултарать тесен, тупата, никам ӗненес ҫук.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗртакран вӗсен йӗрӗ самантлӑха Етӗрне уесӗнчи Шӑмат вулӑсӗнчи Йӳҫпӑхан ялӗнче мӗлтлетсе илет те тӑнч ҫухалать.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗрлӗ хуласенче 660 чӑваш ҫамрӑкӗ аслӑ пӗлӳ илет иккен.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Иппат! — тесе савӑнса кӑшкӑрса илет колхоз председателӗ Иппат Андрейчӑ.

— Иппат! — радостно воскликнул председатель колхоза Иппат Андрейч.

Ӗҫ паттӑрӗ // М. Андр.. «Капкӑн», 1935, 2№, 6 с.

Иван Ефимӑч ӗнсине кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫса илет те, калать:

Иван Ефимыч почесал затылок и сказал:

Ӗҫ паттӑрӗ // М. Андр.. «Капкӑн», 1935, 2№, 6 с.

Австралие ишекен карап Австрали валли, Европӑна каяканни Европа валли корреспонденци илет.

Корабль, плывущий в Австралию, забирает австралийскую корреспонденцию; плывущий в Европу европейскую.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Ӑраскал ҫинчен шухӑшланӑ ҫӗре сасартӑк пачах вырӑнсӑр сӑнар, сӑмахран, икӗ ҫул каялла хуҫнӑ хулӑ татки, хӑнана килсе ҫакланнине курса — канакан ӑс-тӑн тӑтӑшах кула-кула илет.

И часто улыбается отдыхающее сознание, видя, например, как в размышление о судьбе вдруг жалует гостем образ совершенно неподходящий: какой-нибудь прутик, сломанный два года назад.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫынсене вӑл хӑй суйласа илет, вӗсем чылай енӗпе ун кӑмӑлне тивӗҫтереҫҫӗ.

Сама команда подбиралась им лично и во многом отвечала его наклонностям.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Карап путассине хыпарлакан тигр евӗрлӗ кушака та, мӗн хушнине итлемесен тӗрӗс ҫулран пӑрса яракан пулла та — вӗҫекенскере, калаҫаканскере, хӑйӗн чарусӑр экипажӗпе ҫӳрекен Вӗҫевҫӗ Голланда та, куҫа курӑнакан мӗлкесемпе тӗшмӗшле паллӑсене, вутӑшсемпе тинӗс хурахӗсене — кӗскен каласан, кӑмӑлланӑ пӗр-пӗр хупахра е ҫилсӗр ҫанталӑкра моряка пушӑ вӑхӑта ирттерме пулӑшакан пӗтӗм халап-юмаха аса илет.

Тут появлялась и тигровая кошка, вестница кораблекрушения, и говорящая летучая рыба, не послушаться приказаний которой значило сбиться с курса, и Летучий Голландец с неистовым своим экипажем; приметы, привидения, русалки, пираты — словом, все басни, коротающие досуг моряка в штиле или излюбленном кабаке.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫапла майпа виҫеллӗ перекет картӗнче пурӑнмалӑх ӗҫлесе илет.

Этим способом Лонгрен добывал столько, чтобы жить в рамках умеренной экономии.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Сыхлан, вӑл сантан выляса илет!

Берегись, он тебя обыграет!

Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Эпӗ хамӑрӑн ватӑ юлташа, Кӗске Мӑйракана, ачана ят пама ыйтатӑп, манран вӑл парне илет.

Я прошу нашего старого друга Короткий Рог дать имя ребенку, а от меня мой друг получит подарок.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Манӑн ку енӗпе унӑн «Сухаҫӑ», «Чӗнӳ», «Сада эп юрататӑп», «Ялти ӗҫчен хӗрарӑмсене халалласа», «Шутлатӑн пуль. Хӗл сиввинчи…», «Таврӑнать, сӑн илет эп ҫухатнӑ хаваслӑх» тата ытти уйрӑм сӑввисене палӑртас килет.

Помоги переводом

Халӑхра янӑракан сӑвӑсем // Василий Давыдов-Анатри. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 3–5 с.

Чӑваш Республикин К.В.Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Юрий Айдаш поэт калашле, Лидия Ковалюкӑн хальхи сӑввисенче хӗрарӑмла ачашлӑх, ҫепӗҫлӗх, ырӑ кӑмӑллӑх тыткӑна илет.

Помоги переводом

Халӑхра янӑракан сӑвӑсем // Василий Давыдов-Анатри. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 3–5 с.

Нинӑн ҫилли нумая пыманнине те аван пӗлет вӑл: кӑшт макӑрса илет те ӑшӑ сӑмахсем илтсенех лӑпланать.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Калаҫнӑҫем Зина куҫ харшисене вылятса Иван Петрович ҫине пӑха-пӑха илет.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней