Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫула сăмах пирĕн базăра пур.
ҫула (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян ҫула тӑвасси малалла пырать.

Сегодня обустройство дороги продолжается.

Вӑрӑмой ялне ҫитме асфальт ҫул сараҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32206.html

Аякри ҫула тухса ҫӳреме те хӑрушӑ — пӗтӗм таврара паян-ыран вӑрҫӑ пуҫланасса кӗтеҫҫӗ.

Помоги переводом

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лаша, икӗ ҫула яхӑн Урасметӑн шутланнӑ, иртнӗ ака туйӗнче хӑйӗн хуҫине чапа кӑларнӑ лаша Иштерек витинче тӑрса юлчӗ.

Помоги переводом

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл каялла таврӑннӑ ҫӗре ыттисем ҫула тухнӑччӗ ӗнтӗ, сӳннӗ вучах патӗнче Ярахви ҫеҫ хӑйӗн лашипе Ахтупай кӗсрине тытса тӑратчӗ.

Помоги переводом

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Икӗ ҫула яхӑн пурӑнтӑм Сулейман султан патӗнче.

Помоги переводом

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эп ҫула май чарӑннӑччӗ, кӗрсе тӑрас мар пуль, — вӑтаннипе хӗп-хӗрлӗ пулса кайрӗ Ахтупай.

Помоги переводом

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах хан ҫыннисем ку инҫе ҫула ним вырӑнне те хумаҫҫӗ, кашни виҫӗ кунра унтан юлан ут килсе тӑрать.

Помоги переводом

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тата темиҫе кунран Хусан ҫыннисем нухайсен ҫирӗм пинлӗ ҫарӗпе пӗрле Мускав еннелле ҫула тухрӗҫ.

Помоги переводом

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ара, 1505 ҫула тепӗр хут аса илмесӗр чуна аллах аллине епле парӑн-ха?

Помоги переводом

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ак пирӗн Хусан каччисем таврӑннӑ! — терӗ алманчӑ ҫула пӳлсе.

Помоги переводом

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чухӑн киши пулнӑран лаша туянайман вӑл, хӑй каланӑ тӑрӑх, лашана юзбаши пӗр-пӗр ҫула илсе кайнӑ чухне кӑна утланса курать.

Помоги переводом

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ: Урасмет ыранах ҫула тухма хатӗрленме пуҫлать, тулли тиевлӗ кимӗсене хураллама вӑл хӑйӗнпе пӗрле сахалтан та вунӑ ҫын илсе каять.

Помоги переводом

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

…Шупашкар пасарне каясси ҫинчен каҫхине сӗтел хушшинче пӗтӗм кил-йышпа сӑмах татнӑ пулин те ирхине Нухратпа ашшӗ ҫула тухма ӗлкӗреймерӗҫ.

Помоги переводом

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Утсем, ҫӑрӑлса тӑракан усал ҫула ылханнӑ пек, пӗр-пӗрин ҫине тата ывӑнса халтан кайнӑ ҫынсем ҫине вӗҫӗмсӗр пылчӑк сирпӗтеҫҫӗ.

Помоги переводом

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупайпа Иливан ку ухӑсене ҫурӑм хыҫӗнчи укҫӑва чикрӗҫ те иккӗн икшер лаша кӑкарса майӗпен ҫула тухрӗҫ.

Помоги переводом

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Северьян инҫе ҫула килнӗ тусӗсене Сӑр леш енне каҫарсах ӑсатса ячӗ.

Помоги переводом

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эпир те паян ҫула тухма шутлатпӑр, — терӗ Ахтупай.

Помоги переводом

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хӑйсен пурнӑҫӗнче пӗрремӗш хут инҫе ҫула тухакан ҫамрӑксене утсене ҫул ҫинче мӗнле хӑваласси, ӑшӑлла пуласран вӗсене мӗнле шӑварасси тата нумай япала пирки вӑрахчен вӗрентсе тӑчӗ.

Помоги переводом

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫирӗм ҫула яхӑн ӗҫленӗ Турхан «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» романта.

Помоги переводом

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Самани ҫавнашкал килсе тухрӗ паян: кашни халӑх хӑй халиччен утса тухнӑ ҫула ҫӗнӗрен аса илсе тӗпчесшӗн, сиенлинчен сивӗнсе, йӑнӑшшинчен хӑтӑлса, ыррипе пуянланса малалла талпӑнасшӑн.

Помоги переводом

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней