Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав тапхӑрта вӑл, тен, хӑйшӗн чи кирлӗ япалана ҫирӗп ӗненсе ҫитрӗ: Октябрьти революцие Раҫҫейре кӑна мар, ытти ҫӗршывсенчи хура халӑх та ырласа йышӑннӑ; хӗвеланӑҫӗнчи украинсемпе поляксем те, авӑ, ӑна мухтатчӗҫ, ӳлӗм хӑйсем патӗнче те улшӑнусем пуласса шанатчӗҫ; эппин, революци пуҫӗнче тӑракан большевиксен партийӗ кӑтартакан ҫул уншӑн та, чӑваш хресченӗшӗн те, пӗртен-пӗр тӗрӗс ҫул.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Паҫӑр выртмари кӗтӳҫсем темле Гуцульский пан тарӑхӑвӗ пирки каларӗҫ те-ха, ача-пӑча сӑмахне ӑҫтан ӗненсе пӗтерӗн.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Влаҫ тесен, вӑл мар-и-ха хӗреснашшӗне, Филимон Петрович Крапивина, ялти пек каласан, Вӗлтӗрен Хӗлимунне итлесе, ӗненсе, революцичченех большевиксем майлӑ пулчӗ, вӗсене пултарнӑ таран пулӑшса пычӗ, кайран Совет влаҫӗшӗн граждан вӑрҫин фрончӗсенче юн тӑкрӗ, паян та уншӑн чунне пама хатӗр.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Грэйӑн каҫса каясла ӗмӗтне вӑл пирвай хӑвӑрт ылмашӑнакан кӑмӑл вылявӗ вырӑнне ҫеҫ хучӗ, хӑй тӗрӗс шухӑшланине малтанах ҫирӗп ӗненсе тӑчӗ, пӗр-икӗ уйӑхран куҫран пӑхма хӑраса ӑна Грэй ҫапла каласса кӗтет:
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Халиччен усалпа тӗл пулса курман хӗр хӑйне чӑннипех те тӗрмене хупма илсе кайнине ӗненсе те пӗтереймерӗ пулас.
Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Ҫемье пурнӑҫӗ каллех йӗркене ларнине ӗненсе Саша лӑпкӑн ӗҫлерӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Кӑна вӑл ытти чухнехи пекех тата ҫав тери ӗненсе каларӗ, ҫавӑнпа ҫынсем часах шӑп пулаҫҫӗ.Сказала она это до того обыкновенно и уверенно, — сразу стало тихо.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл, хӑй калас сӑмахӗсене ӗненсе аллисене чӑмӑртанӑ та, чарса пӑрахнӑ куҫӗсемпе хӑйӗн таврари юлташӗсем ҫине мар, таҫта ҫӳлелле — тӗп чӑнлӑх ҫинелле пӑхса тӑрать.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫурӑма витӗрлекен каҫхи уҫӑ ҫиле, хырӑм айӗнчи ӑшӑ тӑпрана, ешӗл курӑк шӑршине тата ҫӑлтӑрсемпе кӑпӑшланнӑ кӗрен-кӑвак бархат тӗслӗ пӗлӗте те, ҫавӑн пекех ҫапӑҫу шавне те, пӑшалсемпе тупӑсем пенӗ чухне йӑлтлатса илекен ҫутта та, снарядсем чуна хӗссе ӳхӗрнине те, утлӑ ҫар пӗрехмай хыҫа пыра-пыра кӗнӗ пирки чакнӑ чухне шикленкеленине те — пурне те, пур япалана та Иван уйрӑмах ҫивӗччӗн, чун хавалне ҫӗклентерсе, тата хӑйӗн вӑйне, хӑйсем ҫӗнтерессине, пулас телейне ним иккӗленмесӗр ӗненсе йышӑна-йышӑна илнӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Революци ӑнӑҫлӑн ҫӗнтерессине вӑл, халӑх массисен пултаруллӑ вӑйӗсем ҫине шаннӑ пирки, ҫирӗп ӗненсе тӑнӑ; хӑйӗн хаваслӑ ӗненӗвне вӑл мӗнпур инкексем, асапсем, йывӑрлӑхсем урлӑ тытса пынӑ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Коммунизм пурпӗрех ҫӗнтерессе шанса, ӗненсе тӑратпӑр.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Эсир ҫӗнтерессе эпир ӗненсе пурӑнтӑмӑр…
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Анчах Ленин хӑй ирӗкӗпе полици аллине лекни вӑл вак буржуалла иллюзисене ӗненсе пӑрахни, пролетарилле революционершӑн каҫарма ҫук ырӑ мар ӗҫ туни пулӗччӗ.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Нумай большевик, ҫав шутра Емельянов хӑй те, Ленин килсе ҫитиччен те Ленин майлӑрахах шухӑшланӑ, анчах ку хӑйсем хушшинчи сӑмах ҫеҫ пулнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫав шухӑша татӑклӑн ҫирӗплетсе пама пӗлмен, вӗсен ҫирӗп пӗлӳпе тарӑннӑн ӗненсе тӑни пулман.
2 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Вӗсем, ҫӗр яланах хӗвел патнелле ҫывхарса пынине ӗненсе, юлашкинчен хӗвел ҫӗре ҫӑтса яма пултарассинчен хӑраҫҫӗ.Они боятся, как бы Земля, непрестанно сближаясь с Солнцем, не была в конце концов поглощена им.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Фермер пӗчӗккӗн эпӗ тӑнлӑ-пуҫлӑ чӗрчунне ӗненсе ҫитрӗ.Мало-помалу фермер убедился, что имеет дело с разумным существом.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Кам ӑна лайӑх пӗлсе тӑрать, вӑл ҫакна ҫирӗп ӗненсе тӑма пултарать: вӑхӑт тата тӳсӗмлӗх тенине пӗлсе, вӑрахӑн шухӑшласа пурне те сӳтсе явса туни Наполеон ӗҫӗнче палӑрмасть…
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫук, ҫур ӗмӗр хушши вырӑс салтакӗпе юнашар пулнӑ Кутузов вырӑс салтакӗ тарас ҫуккине ҫирӗп ӗненсе тӑнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Анчах ҫакна хытӑ ӗненсе тӑратӑп: вӗсем ӑҫта пулсан та, хӑйсен тӑван ҫӗршывне Франкон фашистла пусмӑрӗнчен ирӗке кӑларассишӗн кӗрешме чарӑнмӗҫ.
Эпилог // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Пауль Зиберт «таса юнлӑ» пулнине тата вӑл «фюрера» парӑннӑ ҫын иккенне чӑннипех ӗненсе, Кох пӗр тытӑнса тӑмасӑрах ӑна ӑс пама тытӑннӑ:
Кох патӗнче пулни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.