Поиск
Шырав ĕçĕ:
33. Тавару тинӗс тӑрӑх килетчӗ те — эсӗ тӗрлӗ халӑха тӑрантараттӑн; иксӗлми мулупа тата суту-илӗвӳпе ҫӗр ҫинчи патшасене пуянлататтӑн. 34. Сана тинӗссем тӗпсӗр авӑрта ҫӗмӗрсе тӑксан, тавару та, сан ҫинче кӗпӗрленсе тӑракансем те пурте шыва ӳкрӗҫ. 35. Ҫакна пӗлсен, пӗтӗм утрав халӑхӗ сехӗрленчӗ, вӗсенӗн патшисем те ҫӳҫенчӗҫ, сӑнран улӑшӑнчӗҫ. 36. Ытти халӑхсен сутуҫисем шӑхӑрса ячӗҫ; эсӗ сехре хӑппи пулса тӑтӑн — эсӗ ӗнтӗ ӗмӗрне те пулмӑн».
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иеремия ӗнтӗ Седекия патшана ҫапла каланӑ: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эхер те эсӗ Вавилон патшин ҫулпуҫӗсем патне тухсассӑн, санӑн чуну чӗрӗ юлӗ, ҫак хула та вутра ҫунса каймӗ, эсӗ чӗрӗ юлӑн, килӳ те сыхланса юлӗ; 18. эхер те Вавилон патшин ҫулпуҫӗсем патне тухмасассӑн, ҫак хула халдейсен аллине лекӗ, вӗсем ӑна вутпа ҫунтарса ярӗҫ, эсӗ ху та вӗсен аллинчен хӑтӑлаймӑн, тенӗ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вавилон патши Навуходоносорпа унӑн пӗтӗм ҫарӗ, ҫӗр ҫинчи ӑна пӑхӑнса тӑракан мӗнпур патшалӑхпа мӗнпур халӑх Иерусалима тата таврари хуласене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна пулнӑ сӑмах ҫакӑ: 2. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Иудея патши Седекия патне кай та кала, кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: акӑ Эпӗ ҫак хулана Вавилон патши аллине паратӑп, вӑл ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӗ; 3. эсӗ те унран хӑтӑлаймӑн, ун аллине лекетӗнех; эсӗ Вавилон патши умне тӑрӑн, вӑл санпа куҫа-куҫӑн калаҫӗ, эсӗ вара Вавилона кайӑн.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара суту-илӳ хутне Варуха — Нирия ывӑлне — парса, эпӗ Ҫӳлхуҫана кӗлтурӑм: 17. «эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! аслӑ вӑюпа, хӑватлӑ аллупа Эсӗ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ; Эсӗ тума пултарайманни ҫук; 18. Эсӗ пин-пин ҫынна ырӑлӑх кӑтартатӑн, ашшӗсен ҫылӑхӗшӗн ачисене тавӑратӑн. Аслӑ та хӑватлӑ Туррӑмӑр!
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвна Ассири намӑса хӑварнӑ пекех, сана Египет та намӑса хӑварӗ; 37. ун патӗнчен те эсӗ икӗ аллуна пуҫу ҫине хурса тухӑн: эсӗ шанса тӑнӑ ҫынсене Ҫӳлхуҫа пӑрахӑҫларӗ, вӗсемпе эсӗ ӑнӑҫу кураймӑн.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ вара, Израиль, Манӑн чурам, Эпӗ суйласа илнӗ Иаков, Манӑн тусӑмӑн, Авраамӑн, вӑрлӑхӗ, 9. эсӗ — Эпӗ ҫӗр хӗрринчен ҫавӑтса килнӗскер, ҫӗр вӗҫӗнчен чӗнсе илнӗскер; сана: «эсӗ Манӑн чурам, Эпӗ сана суйласа илтӗм, сана пӑрахмӑп» тенӗскер — 10. ан хӑра: санпала — Эпӗ, ан шиклен: Эпӗ — санӑн Турру; Эпӗ сана тӗреклӗх кӳрӗп, сана пулӑшӑп, Хамӑн тӳрӗлӗхӗмӗн сылтӑм аллипе хунтӑлӑп.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Халӑхсен патшисене пурне те хисеплӗн пытарнӑ, кирек хӑшӗ те хӑйӗн тупӑклӑхӗнче выртать; 19. эсӗ вара тупӑклӑху тулашӗнче юрӑхсӑр турат пек, хӗҫпе касса пӑрахнӑ ҫыннӑн тумтирӗ пек выртатӑн, эсӗ ӗнтӗ — ура айӗнчи виле — хисеплӗн чул тупӑклӑха пытарнӑскерсемпе пӗрле пулаймӑн, 20. вӗсемпе ҫӑва ҫинче пӗрлешеймӗн, мӗншӗн тесессӗн эсӗ хӑвӑн ҫӗрне тӗп тунӑ, хӑвӑн халӑхна вӗлернӗ: усал ҫынсен вӑрлӑхӗ ӗмӗрӗпех асра пулмӗ.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Чӗлхе-ҫӑварӑмран чӑнлӑх сӑмахне нихӑҫан та туртса ан илсемччӗ: эпӗ Санӑн сутусене шанатӑп; 44. Санӑн саккунна яланах, ӗмӗр-ӗмӗрех уяса тӑрӑп; 45. эпӗ ирӗкре ҫӳрӗп: эпӗ Эсӗ хушнӑ йӗркесене шырарӑм; 46. Эсӗ мӗн пӗлтерни-уҫса пани ҫинчен патшасем умӗнче калаҫӑп, вӑтанмӑп; 47. Санӑн ӳкӗтӳсене юратса, вӗсемпе лӑпланса пурӑнӑп; 48. Санӑн ӳкӗтӳсене юратса аллӑмсене вӗсен енне тӑсӑп, Эсӗ панӑ йӗркесем ҫинчен шухӑшлӑп.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эсӗ — манӑн Туррӑм: Сана тав туса мухтавлам; Эсӗ — манӑн Туррӑм: Сана аслӑлам; [Сана тав туса мухтавлам: Эсӗ мана илтрӗн, манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм пултӑн].
Пс 117 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ тӗлӗнмелле аслӑ, Эсӗ мухтавлӑхпа аслӑлӑх тӑхӑннӑ; 2. Эсӗ риза вырӑнне ҫутӑ тӑхӑнатӑн, тӳпене чатӑр пек каратӑн; 3. ҫӳлти пӳлӗмӳсене шывсем ҫине туса лартатӑн, пӗлӗтсене Хӑвӑн урапу тӑватӑн, ҫил ҫуначӗсем ҫинче пыратӑн.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ӗнтӗ ҫӑкӑр вырӑнне кӗл ҫиетӗп, ӗҫекен шывӑма куҫҫулӗпе хутӑштаратӑп: 11. ҫакӑ Эсӗ ҫилленнипе, Эсӗ тарӑхнипе пулчӗ; Эсӗ мана ҫӳле ҫӗклерӗн те — аяла ӳкертӗн.
Пс 101 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсӗ — кӗтретсем тӑвакан Турӑ; Эсӗ халӑхсем хушшинче Хӑвӑн вӑй-хӑватна кӑтартнӑ; 16. Эсӗ хӑватупа Хӑвӑн халӑхна, Иаковпа Иосиф ывӑлӗсене, хӑтарнӑ.
Пс 76 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кун та — Санӑн, каҫ та — Санӑн: уйӑхпа ҫӑлтӑрсене, хӗвеле Эсӗ туса ҫитернӗ; 17. ҫӗрӗн чиккисене Эсӗ кӑтартнӑ, ҫӑва та, хӗле те Эсӗ тунӑ.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эй Турӑ, эй Ҫӑлаканӑмӑр, тӳррипе сут тунӑ чухне хӑрушӑскер, илтсемччӗ пире: Эсӗ — пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнакансенӗн, инҫетри тинӗсре ҫӳрекенсенӗн шанчӑкӗ, 7. пилӗкне хӑватлӑх ҫыхнӑскер, Хӑвӑн вӑюпа Эсӗ тусем лартса хунӑ, 8. Эсӗ тинӗссен шавне, вӗсен хумӗсен кӗрлевне, халӑхсен пӑлхавне путаратӑн!
Пс 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ пире пӑрахрӑн, Эсӗ пире аркатрӑн, Эсӗ ҫиллентӗн: пирӗн енне ҫаврӑнсам.Ты отринул нас, Ты сокрушил нас, Ты прогневался: обратись к нам.
Пс 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ ырӑлӑхӗ яланах манпа пӗрле; 4. эй ултавҫӑ, эсӗ пӗтермелли мел шыратӑн; чӗлхӳ санӑн хӑйранӑ ҫӗҫӗ пек! 5. эсӗ ырринчен ытларах усала юрататӑн, тӗрӗссине каличчен ытларах суеҫтерме кӑмӑллатӑн; 6. ултавлӑ чӗлхе, эсӗ ҫынна пӗтерекен тӗрлӗ усал сӑмах калаҫма юрататӑн: 7. ҫавӑншӑн Турӑ сана тӗппипех пӗтерӗ, кӑларса ывӑтӗ, сана хӑвӑн ҫуртунтан, тымарна чӗррисенӗн ҫӗрӗнчен тӑпӑлтарса кӑларӗ.
Пс 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эй Турӑ, Эсӗ, шӑпах Эсӗ — манӑн Патшамӑм, Эсӗ — Иакова ҫӑлӑнӑҫ параканӗ.
Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Турӑ, эпир хамӑр хӑлхапа хамӑр илтрӗмӗр, Эсӗ авалхи кунсенче, аттемӗрсен вӑхӑтӗнче, тунӑ ӗҫ ҫинчен аттемӗрсем пире кала-кала паратчӗҫ: 3. Хӑвӑн аллупа Эсӗ халӑхсене пӗтернӗ, аттемӗрсене вара вырӑнаҫтарнӑ; ют ӑрусене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӗсене вара вырӑнаҫтарса тухнӑ: 4. ҫав ҫӗре аттемӗрсем хӗҫпе ҫӗнтерсе илмен, вӗсене хӑйсен вӑйӗ ҫӑлман — Санӑн сылтӑм аллу, Санӑн вӑю, Сан сӑнун ҫутийӗ ҫӑлнӑ вӗсене, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ вӗсене кӑмӑлланӑ.
Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Санӑн ырӑлӑху иксӗлми, Эсӗ ӑна Хӑвӑнтан хӑракансем валли упратӑн, Эсӗ ӑна Хӑвна шанакансем валли этем ывӑлӗсем умӗнчех хатӗрленӗ: 21. Эсӗ вӗсене халӑхсен пӑлхавӗнчен Хӑвӑн сӑну хӳттинче пытарса усратӑн, вӗсене ҫынсенӗн хаяр чӗлхинчен хӳтӗлесе тӑратӑн.
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Ҫӳлхуҫа! манӑн сассӑма ирех илтсемччӗ, — эпӗ ир-ирех Сан умна пырса кӗтсе тӑрӑп: 5. Эсӗ — йӗркесӗр ӗҫе юратман Турӑ; усалли Сан патна вырӑнаҫаймӗ; 6. йӗркесӗр ҫынсем Санӑн куҫу умӗнче тӑраймӗҫ: Эсӗ йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене пурне те кураймастӑн; 7. Эсӗ суя калаҫакансене пӗтеретӗн; Ҫӳлхуҫа юн тӑкаканран, ултавҫӑран йӗрӗнет.
Пс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.