Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шикленсе (тĕпĕ: шиклен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Сирӗн патра…» — тет кӑшт шикленсе ӳкнӗ Ивук.

— У вас… — заметно струсив, отвечает Ивук.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑтанарах та кӑштах шикленсе, йӑлӑнса та шанса вутӑш Натали патша ҫине пӑхать.

Смущенно и чуточку боязливо, с мольбой и надеждой, русалочьи глаза смотрят на государя.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Патша канӑҫсӑррӑн хускалса илет те хура чернилпа тӑрӑшса ҫырнӑ хут ҫине шикленсе пӑхать.

Царь обеспокоенно, даже с нескрываемым испугом склоняется над исписанными черными чернилами листами.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӗрсе сая каясран шикленсе пурте килӗсенчи пахчара ҫитӗнтернӗ кавӑна расхута янӑ иккен.

Помоги переводом

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Михетертен шикленсе, Вӑрттӑн ҫӗрте сӑмахсем; Пуҫне чиксе, шеллесе, Аптӑраҫҫӗ чӑвашсем.

Помоги переводом

Силпире // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Кабир кунта шикленсе ӳкрӗ — ӗҫ черре кӗмест-и?

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анна Ивановна алӑкран кӗпӗрленсе кӗрекен ҫынсем ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ, мӗн те пулин инкек сиксе тухман-ши тесе шикленсе тӑчӗ пулмалла.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Килте никам та юлманран Укахви, часрах ҫитес тесе, васкаса утать, хӑй хуҫалӑхри ӗҫсем ҫинчен шикленсе шухӑшласа пырать: ҫитсенех пӳрте хутса ӑшӑтмалла, килти выльӑха пӑхмалла тата амӑшӗ килнӗ ҫӗре апат та пӗҫерсе хумалла.

Помоги переводом

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӑна ӗненсех тӑратӑп-ха эпӗ, анчах шухӑшпа тепӗр чухне шикленсе те пӑхатӑп: хӑҫан тытса чараҫҫӗ нимӗҫе? тӗтӗп.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви ку ҫырӑва чӗререн савӑнса, мӗн пытармалли пур, вӑтаннипе кӑшт шикленсе кӗтет.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тарҫӑсем улан хӗр ачана «сыхласах ҫӳренине асӑрхарӗҫ те шикленсе ӳкрӗҫ — вӗҫертмест ӗнтӗ ку Сулехвене, мӗнле те пулин улталать-улталатех.

Помоги переводом

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ятламас чылаях шикленсе ӳкрӗ: ҫавӑн пек персе янӑ-ши вара вӑл ҫынсем хушшинче?

Помоги переводом

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Альпи кӑшт лӑпланнӑ пек пулчӗ, анчах ват хусах тытасран шикленсе ҫурлине кӑкӑрӗ тӗлӗнчен илмерӗ.

Помоги переводом

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗҫлекенсем темрен тем пуласран шикленсе часрах айккинелле пӑрӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Унччен темскер пулса ан тухтӑр, хан, — шикленсе сӑмах хушрӗ Сиди.

Помоги переводом

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӑх хошнипе тотарсенчен шикленсе эпир ӑна пӗр старикпа ҫӗр айне, никам топма полтарайман вырӑна, чавса чикрӗмӗр.

Помоги переводом

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куратӑп, хурал пуҫлӑхӗ те ман ҫине шикленсе пӑхать, чӑнах, тасалмалла мар-и ку никрес этемрен тет пулас.

Помоги переводом

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Стариксем, тепӗр хут ҫумӑр ҫума тытӑнасран шикленсе, хӑвӑртрах акана тухрӗҫ.

Помоги переводом

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ҫапма пӗлмен пушӑ хӑйне ҫаврӑнса тивнӗ, тет, Кавӗрле пичче, асту! — терӗ Тимуш, хирӗҫ тапӑнма шикленсе.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тӗттӗмре шикленсе калаҫса тӑракан стариксене вӑл икӗ пуҫлӑ вӗре ҫӗлен пек, шӑп та шай Урасмет хырӑмӗнчен тухнӑ вӗре ҫӗлен пек туйӑнчӗ.

Помоги переводом

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней