Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кунашкал юратакан ҫынсем хӑйсене те савассине нихҫан та ӗненмеҫҫӗ (мӗншӗн тесен мана ӑнланман ҫыншӑн хама хам шеллемесӗр пӗтересси пушшех чыслӑрах), яланах нишлӗ пулаҫҫӗ, асапсен пӗлтерӗшне ҫакӑ та ӳстерет; нумайӑшӗ яланлӑхах юратса пӑрахаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене юратнӑ ҫынна парнеленӗ асапсен ырӑ ятне ҫухатма йывӑр пулӗччӗ; хӑйсем чунтан парӑнса тӑнине ӑна ӗнентерессишӗн вилме яланах хатӗр, анчах юратнине куллен вак-тӗвексемпе кӑтартассинчен йӗрӗнеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вак-тӗвексемпе кӗрмешни кӑмӑла вӑйлӑн ҫӗклентерме пултараймасть.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ӑна питӗнчен пӗр шеллемесӗр йӗплекен юрпа сапса хӑварчӗ.
Соньӑна ҫӑлас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Антон Семенович пайтах каҫсем ҫывӑрмасӑр, сывлӑхне шеллемесӗр тунӑ нумай ӗҫсем маншӑн ҫӑмӑллӑнах, ытлашши вӑй хумасӑрах пулса пычӗҫ.
8 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫав каҫхине ытлашши иртӗнсе, нимӗн ҫинчен шухӑшламасӑр-тумасӑр ӗҫсе-ҫисе савӑнчӗҫ: пурте сасартӑках пуйса кайнӑ евӗр, укҫисене пӗр шеллемесӗр тӑккалаҫҫӗ; хаклӑ йышши эрех илсе килтерчӗҫ, хӗрсем умӗнче хӑйсене хӑйсем яланхи пек те мар чарусӑр тытаҫҫӗ, пурте тата пӗрне-пӗри темле аван мар, ӑнланмалла мар сӑмахсем калаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫук, ан та шутлӑр, Альбина Альбертовна пулас мар-тӑк, вӑл кунӗн-ҫӗрӗн вӑйне-халне шеллемесӗр тӑрӑшас мар-тӑк, ку кил тахҫанах ишӗлсе анмалла, ҫемье вучахӗ лапах сӳнмелле.
10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Манӑн ӑна ачашлас килет, хам мӗнле кӗтни ҫинчен, мӗнле пӑшӑрханни ҫинчен, эпӗ партизансем йышӑннӑ вӑрманта хӑйне шеллемесӗр мӗнпур вӑйне хурса кӗрешнине яланах курса тӑни ҫинчен каласа парас килет.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Уйрӑмах тухтӑр: Серёжӑна вӑл пӗр шеллемесӗр пенициллинпа укол тӑвать, Серёжа вара, ыраттарнӑран мар, хӑйне ним вырӑнне хуманшӑн, ним тӑвайманшӑн, хӑй вӑтаннине вӗсем курнӑшӑн макӑрать.
Ваҫка пиччӗшпе паллашнӑ хыҫҫӑнхи ӗҫсем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
— Ӑҫта каймалла-ха тата санӑн? — терӗ старик, ывӑлне ним шеллемесӗр.
2 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Анчах пӗр ури ҫинчен тепӗр ури ҫине пускаласа тӑракан ачасене аса илеттӗм те эпӗ урӑхла шутлаттӑм: хамӑр курайман хаяр тӑшмана пӗтерес тесе, фронтра хамӑр пурнӑҫа та шеллемесӗр кӗрешетпӗр пулсан, тылра вара чи хаклӑ ачасен пурнӑҫне ҫӑлассишӗн ҫапла тума тиврӗ.
Сывлӑшра ҫӑлӑнтӑм – ҫӗр ҫинче амантӑм // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Хӑйсем туртса илнӗ хуласемпе ялсенче фашист путсӗрӗсем ачасемпе хӗрарӑмсене тата стариксене пӗр шеллемесӗр вӗлереҫҫӗ.В оккупированных городах и селах фашистские изверги беспощадно уничтожают детей, женщин и стариков.
Тӑван ҫӗршыв чӗнет // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Халӗ эпӗ ӑна ҫакӑншӑн сума суса тав тӑватӑп, тискерленсе кайнӑ фашистсене пӗр шеллемесӗр ҫӗмӗретӗп, малашне те ҫапла ҫӗмӗрме тупа тӑватӑп.Теперь я плачу ей благодарностью, нещадно бью и буду бить озверелых фашистов.
Тӑван ҫӗршыв чӗнет // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ҫил пире пӗр шеллемесӗр силлет.
Тӗлӗнмелле демонстраци // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Пандеми вӑхӑтӗнче сиплев учрежденийӗсенче вӑй хуракансем хӑйсене шеллемесӗр, чирпе аптракансене ура ҫине тӑратассишӗн, вӗсене сыватса хӑварассишӗн кунӗ-ҫӗрӗпе ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=a8 ... afdcc38250
Ҫитменнине тата таврари пурнӑҫ вӗресе тӑнӑ, ҫынсем вӑйне-халне шеллемесӗр тӑрӑшса ӗҫленӗ.Тем более, что вокруг все кипело, люди работали до самозабвения.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Цистерна ӳпне ҫаврӑнса выртсан, Синицкий шыва путманнине, вӑл конструкторпа пӗрле аялта тӑрса юлнине, вӑл, хӑйӗн пурнӑҫне шеллемесӗр, ӑна ҫӑлас шанчӑкпа юлнине Гасанов пӗлме пултарнӑ-и вара?
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Эпир пырса кӗмелли хула вырӑссен аллине куҫасси ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн, американецсем ун ҫине пӗр шеллемесӗр тискеррӗн бомбӑсем пӑрахрӗҫ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ҫак самантра Кӑмпа пирӗн алла лекес пулсан, кашниех унӑн пит-куҫне пӗр шеллемесӗр ҫапса ҫӗмӗрнӗ пулӗччӗ.Попадись Гриб нам сейчас в руки, каждый бы с удовольствием набил ему морду.
Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
— Тусӑмсем, тӑшмана ҫӗнтерес тесе, хамӑрӑн таса ӗҫшӗн вӑй-хӑватӑра шеллемесӗр ӗҫлеме ыйтатӑп! — тет главный инженер, пӗр бригадӑран тепӗр бригадӑна ҫитсе.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӗсем ӳкрӗҫ, ура ҫине тӑчӗҫ, каллех трубасем ҫумне сырӑнчӗҫ, кирек мӗнле пулсан та, пурнӑҫа шеллемесӗр, ҫав трубасене ҫӑлмалла.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Инженерсемпе рабочисем тимлӗн, хӑйсене шеллемесӗр ӗҫлени тума ҫук ӗҫе тума май парать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.