Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хурлӑхлӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хурлӑхлӑн (тĕпĕ: хурлӑхлӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫне ҫӗрелле усать хӑй, суллать, мана куҫран ҫын пекех хурлӑхлӑн пӑхать.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Анчах юлташне йӑпатма ниепле витӗмлӗ сӑмах та тупайман пирки: — Ну-и, ну… Ман сурансенчен юн кайма чарӑнманччӗ — сана ҫапса хуҫрӗҫ, — терӗ хурлӑхлӑн.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук, вӗҫерӗнме хӑтланса, хурлӑхлӑн кӑшкӑрчӗ:

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хывӑнмасӑрах вырӑн ҫине ӳксе, хурлӑхлӑн ӗсӗклесе макӑрчӗ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ах, кум, — хурлӑхлӑн каларӗ Верук.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Самантлӑха чарӑнса сывлӑшне ҫавӑрсан, хурлӑхлӑн ӳпкелесе илчӗ:

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна, пӳрт кӗтессине тайӑнса упӑшкине кӗтсе тӑраканскер, Ҫтаппана курса, хурлӑхлӑн макӑрса ячӗ.

Помоги переводом

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӗре ҫеҫ талса анас пек ыратать, — хурлӑхлӑн хуравларӗ Татьяна.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнепе пӑру виллине кил хушшинчен турттарса тухса кайсан, Татьяна ҫенӗк пусми ҫине ӳкрӗ, хурлӑхлӑн макӑрса ячӗ.

Помоги переводом

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, хурлӑхлӑн пӑхкаласа, ҫав вырӑнтах тӑрса юлчӗ.

Помоги переводом

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑммипе тирӗнчен ҫеҫ тытӑнса тӑракан ырхан сурӑхӗсем, юлашки вӑйне пухса, темиҫе хутчен хурлӑхлӑн макӑрса илчӗҫ, пуҫӗсене пӗр-пӗрин ҫине хума та хӑтланса пӑхрӗҫ, анчах ҫутҫанталӑкӑн ҫак хӑватлӑ вӑйне хирӗҫ тӑма хал ҫитереймерӗҫ — кӗҫех вӗсем те вак-тӗвек пӑрсемпе хумсем айӗнче курӑнми пулчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗрре, тӑри тӳпенелле явӑнса хӑпарнӑ пек, чуна ҫӗклентермелле уҫҫӑн илтӗнчӗ вӑл, тепре, хӗр хӳхлесе макӑрнӑ пек, хурлӑхлӑн янӑрарӗ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп сана кун пирки тахҫанах каласшӑнччӗ, — хурлӑхлӑн тавӑрчӗ вӑл.

Помоги переводом

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пурте ун пек сывалаймаҫҫӗ пулӗ ҫав, пӑянам, — хурлӑхлӑн каласа хучӗ Эрнепи.

Помоги переводом

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Янтуш кӗслеҫӗ пулсан ун вырӑнӗнче юрӑ хыҫҫӑн юрӑ хывӗччӗ, ялтан яла ҫӳресе, хурлӑхлӑн каласа кӑтартса халӑха макӑртӗччӗ.

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Телефон пралукӗсем хурлӑхлӑн ӳлесе макӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Эпӗ унпа сывпуллашсан, вӑл, куҫне шӑлкаласа, хурлӑхлӑн пӑхса тӑрса юлчӗ.

Помоги переводом

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӗнерхи пӗчӗк типшӗм карчӑк аттен пуҫ вӗҫӗнче хурлӑхлӑн юрласа ячӗ.

Помоги переводом

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пуссалла кӗтӳ кӗрлесе тухрӗ Шӑхличӗ сасси хурлӑхлӑн илтӗнет.

Помоги переводом

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗчӗк хыткан карчӑк атте пуҫ вӗҫне тӑчӗ те кӗтмен ҫӗртен уҫӑ сассипе хурлӑхлӑн юрлама тытӑнчӗ:

Помоги переводом

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней