Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗтре сăмах пирĕн базăра пур.
тӗтре (тĕпĕ: тӗтре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Поселок вӗҫӗнче вӑрман хӗррипе тӗтре карса илчӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Пӗвери тӗтре уткӑшкар ҫулҫине ҫеҫ мар, пӗтӗм утта нӳретнӗ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ферма пӗви ҫинче ҫӑмӑл тӗтре ҫакӑнса тӑрать.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

— Ӗнер ҫукчӗ-ҫке кун пек тӗтре.

Помоги переводом

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пахчана тухрӗ — ним курӑнми тӗтре.

Помоги переводом

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Питне темле кипке таткипе шӑлса типӗтсен тин асӑрхарӗ — картишӗнче тӗтре.

Помоги переводом

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Таврара тӗтре сирӗлсех пырать.

Помоги переводом

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗтре хуллен сирӗлсе ҫухалать, унпа пӗрлех ҫын сасси янраса каять:

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Юхан шыв тӑрӑх тӗтре йӑсӑрланать.

Помоги переводом

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Эпир киле сӗтӗрӗнсе ҫитнӗ ҫӗре тул та ҫутӑлчӗ: хам лӗпӗр-лӗпӗр пылчӑк, лаша, чӑм шыва ӳкнӗскер, тӗтре пек пӑсланать.

Помоги переводом

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Эпӗ ӑна курасшӑн пӑхатӑп, тен, вӑл тӗтре пек курӑнӗ, тетӗп, — ҫук, курӑнмасть.

Помоги переводом

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Мӗн? — ыйтрӗ тӗтре ӑшӗнчи.

— Что-о? — прогремело из тумана.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӗтре ӑшӗнче темле тӗксӗм мӗлке макӑлтатса ҫӳрет.

В густом тумане бродит какая-то тень.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑвалӑхра тӗтре йӑсӑрланать, темле кайӑк, сассине тӗрӗсленӗ евӗр, пӗрре шӑпчӑкла, тепре шӑнкӑрчла юрласа пӑхать.

Над тальником стелется туман; какая-то птица пробует голос — то защелкает соловьем, то зальется по-скворчиному.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Малаллине тӗтре хупласа тӑрать…

но что будет дальше — он не знал.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пушӑ уйра ҫӑра тӗтре йӑсӑрланать, ҫан-ҫурӑма нӳрӗ сивӗ шӑнтать.

Над полями стелется густой туман, спину пробирает свежий холодок.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫывӑхри япаласем, тӗтре ӑшӗнчи пек, ҫемҫен, тӗксӗммӗн палӑраҫҫӗ, ҫапах та лайӑх уйӑрса илме пулать-ха.

Только ближние предметы пока различимы и то как в тумане.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫутӑлса пынӑҫем тӗтре, тӗтӗм пек, чӗррӗн йӑсӑрланма тытӑнать, пайӑркан-пайӑркан уйрӑлса вӗҫкелет, шурӑ ҫӑм пек, туратсенчен ҫакланса усӑнса тӑрать.

Но вот он начинает клубиться, как дым, разрывается на клочья, которые повисают на ветвях, будто валки белой овечьей шерсти.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уҫланка шӑламиех ҫӑра тӗтре тулсӑ ларнӑ.

А полянка потонула в густом белом тумане.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каллех ӗмӗт пек пӗрре тӗтре ӑшӗнче ҫухалса курӑнмиех пулакан, тепре ирӗке тухса ярт уҫҫӑн палӑрса выртакан вӗҫсӗр ҫул.

Снова перед ним стелется дорога, то теряясь, как неясная мечта, в густом тумане, то вырисовываясь четкой бесконечной лентой.

Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней