Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сат варринчи сар кайӑк пек Чӗкеҫ чепчен чӗлхеллӗ; Ирхи сывлӑм тумламӗ пек Чӗкеҫ таса, илемлӗ: Кӑтра хӗриллӗ ҫырӑ ҫӳҫ, Тӑрӑхла тӗксӗм хура куҫ, Хура ҫинҫе куҫ харши, Авӑнса тӑран ҫӳхе тути, Сентел тӗсӗ пит ҫӑмарти, Яштак пӳ те тӳрӗ ура — Пӳрнӗ хӗре пурнӑҫра!
II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл хутшӑнакансемпе паллаштарнӑ кӑна мар, ҫак спорт тӗсӗ ыттисем хушшинче 8-мӗш вырӑн йышӑннине те палӑртнӑ.
Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи тӳре-шара шахматпа шашкӑлла выляса ӑмӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34579.html
Унӑн куҫне те витӗрех ҫапнӑ тейӗн тӑрӑ тӳпе тӗсӗ.
Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.
Уринче ҫӑмӑл пушмак (тӗсӗ паллӑ мар).
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Арҫынӗ кӗске хуллӑ шурӑ кӗпепе, сарлака пӗҫӗллӗ шӑлаварӗн тӗсӗ вара катаран паллах та мар: те хура, те хӑмӑр, те тӗксӗм кӑвак.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Кӗренленнӗ, бирюза тӗсӗ сӑрхӑннӑ тухӑҫра пӗртен-пӗр пӗлӗт татки ҫакӑнса тӑрать.
Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.
Сӑмах чӗрӗ организмсенче хими реакцийӗсене йӗркелеме тата ҫӳҫ е мускул йышши кӑткӑс тытӑмсене хатӗрлеме кирлӗ протеинсем тума усӑ куракан аминойӳҫексен темиҫе тӗсӗ пирки пырать.
Рюгу астероид ҫинчен илнӗ тӑпрара органикӑллӑ молекулӑсем нумай тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34360.html
Тӗсӗ унӑн — кивӗ сӑранӑн пек.
Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.
Тӑван чӗлхе вӑл тавӑн акцент та, вӑл хӑйӗн «тӑван чӗлхин кӗввин тӗсӗ» пулса тӑрать.Родной язык это еще и акцент, что является своего рода «мелодической окраской родного языка».
Ҫумӗнчи пӑшалӗ тата ҫӗтӗлсе, тӗсӗ кайса пӗтнӗ симӗс шӑлаварӗ ҫеҫ ку ҫын чӑнласах та салтак иккенне кӑтартать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
«Ҫурчӗ, ан тив, пӗттӗр, тӗсӗ те, шӑрши те ан юлтӑр унран!
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Пичӗ пӗркунхи пекех шуранка мар, пит ҫӑмартасенче кӑштах юн тӗсӗ палӑрать.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ача чухнехи тӗсӗ те тӑрса юлман сан, Володя! — тет Кулькка, тӗлӗннӗ хӗрарӑм пек пӗҫҫине шарт! ҫапса.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Ирхине вара, укҫа тӗсӗ мӗнле улшӑннине пӑхса, килес ҫулхи ӑраскалне пӗлме шутларӗҫ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Спортӑн ку тӗсӗ, тӗрӗссипе, хӑйне евӗрлӗ.
Спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче маттур // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikhttp://putpobe ... -slet-nche
Ҫак кун спортӑн ку тӗсӗ вӑрнарсемпе район хӑнисене пӗтӗмпе виҫӗ матча пуҫтарчӗ.
Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan
Ҫине вӑл кантӑр пирӗнчен ҫӗленӗ улача кӗпе тӑхӑннӑ, тӗсӗ кайнӑ хура саппун ҫакнӑ, пуҫне кӑвак ҫитсӑ тутӑр ҫыхнӑ, пански чӑлха ҫинчен пушӑчӗ сӳслене пуҫланӑ ҫӑпата сырнӑ, аллинче — тутӑхса кайнӑ тимӗр витре.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Стратеги пӗлтерӗшлӗ ракета ҫарӗсем Раҫҫей Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен уйрӑм тӗсӗ шутланаҫҫӗ, Генеральнӑй штаба тӳрремӗн пӑхӑнса тӑраҫҫӗ.
Тӗслӗх кӑтартакансен йышӗнче // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11891-t- ... -jysh-nche
Премӗкӗн хӗрлӗ тӗсӗ тӗксӗмленнӗ, хӑй кӑштах нӳрлӗ.
Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӗррелӗхе улталанчӗ пулсан, тӗсӗ, ҫавӑ кирлӗ ӑна, Уккан савнӑ ҫыннине туртса илнӗ вӑл.А коль и обманула ее Укка на сей раз, то и поделом: ведь это она увела у нее любимого.
Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.