Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл тӗксӗм ҫанталӑкра хӗвел йӑл-л ҫиҫсе курӑннӑ пекех пулчӗ.
XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫутӑ та, тӗксӗм те!..
XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Тӗнче ӑна паҫӑрхи пек тӗксӗм мар, ҫуттӑн курӑнчӗ.
VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Анчах ман асӑмра кирек хӑҫан та Ҫак пӗчӗк пӑнчӑ: тӗксӗм ҫутатсан та — Вӑл ҫул уҫать, вӑл — вырӑнлӑ ҫӗрте.
Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Арҫын 180 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ тӗксӗм хӑмӑр, куҫӗ хӑмӑртарах кӑвакарах тӗслӗ.Мужчина имеет рост 180 сантиметров, среднего телосложения, волосы темно-русые, глаза каре-голубые.
Йӑмалӑх арҫыннине шыраҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35753.html
Вӑрахчен хускалмасӑр пӑхса тӑчӗ вӑл ҫул тепӗр енче ларакан ҫуртӑн тӗксӗм кантӑкӗсене.
3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
— Ачам, ҫав тӗксӗм пӑнчӑсене ҫынсем ҫинче сахалтарах асӑрхама пуҫласан эсӗ ҫӗр ҫинче ху та ҫутӑ хӗвел пулатӑн, — терӗ кулкаласа амӑшӗ.
Хӗвел умӗн // Любовь Федорова. Любовь Фёдорова. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 26 с.
Хӗвел пӑхать пулин те, темӗнле тӗтре-тӗтӗм витӗр ӳкет ун ҫути, ҫавӑнпа та таврара хӗвел тӗттӗмленнӗ чухнехи пекрех тӗксӗм.
4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Вӑл тӗл-тӗл ҫеҫ карталанса ӳснӗ ҫерем кӑмпин ҫулӗ ҫинче тӗксӗм симӗссӗн курӑнса выртать.
10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Сурӑм леш енчи улӑх ҫине пӗр лаптӑк тӗксӗм мӗлке саркӑмӗ ӳкнӗ те — пӗчӗк пӗлӗт куҫнӑ май ерипен кунталла шӑвать.
4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Ҫӳхе хӗрлӗ тута хӗрри, тӑм тивнӗ мӑкӑнь ҫеҫки евӗр, хуралса кӑвакарнӑ, кӑшт шыҫнӑ, мӑйӗ ҫинче те тӗксӗм вырӑнсем палӑраҫҫӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Паян ҫурӑлнисем ҫеҫ, ав, йӗкӗр чышкӑ пысӑкӑш сарӑлса, куҫа йӑмӑхтарса, тӗксӗм хӗрлӗн ҫунаҫҫӗ.
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
Вӗсене пула пире пурнӑҫ тӗксӗм курӑна пуҫлать…
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Вӑл та тӗксӗм, вӑл та хуйхӑллӑ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Кайӑк юрри ҫеҫ те мар, тӗксӗм кӑвак тӳпери ҫӑлтӑрсем, сӳнсе ҫитмесӗрех тепӗр хут ялкӑшса хыпма тухӑҫалла шӑвакан шуҫӑм — пурте ҫав каҫа аса илтереҫҫӗ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Тӗксӗм кӑвак тӳпене ҫӑлтӑрсем тухаҫҫӗ, аякра, вӑрман пек ҫӗкленсе тӑракан сӑрт леш енче, каҫхи шуҫӑм хӗвелтухӑҫнелле шӑвать, ҫил ҫаврӑнса килет те йывӑҫсене, Тимуша сӗртӗнет, ачашланса тем пӑшӑлтатать, унтан хӑй ҫулӗпе кайса ҫухалать.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Урамалла тухакан уҫӑ чӳрече умӗнче вӑтам пӳллӗ тепӗр арҫын, пуҫне каска, ҫине тӗксӗм кӑвак фуфайка тӑхӑнса пиҫиххи ҫыхнӑскер, тулалла пӑхса тӑрать.
XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Лайӑххӑн ҫутӑлса ҫитеймен чухнехи пек тӗксӗм тавралӑхра сасӑсем теме пырса тӑрӑннӑн — уяртма пӗлмен ҫанталӑка пула вӗсем те шӳсе кайнӑ, тейӗн — кӗскен те хуппӑн кӑнт! кӑнт! илтӗнеҫҫӗ.
XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
«Ывӑс» тавра сиреньпе чие тӗмӗсен тӗксӗм симӗс кӑшӑлӗ ҫаврӑннӑ.
XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Тӗксӗм, пӑтранчӑк тӳпере пӗлӗт лӑстӑкӗсем чӑлханса, таткаланса юхаҫҫӗ, аякра, Атӑл леш енче, кунтан курӑнман вӑрман ҫинче, капланса тӑракан хура хӑмӑр сӗмлӗхелле ҫӑмӑллӑн, темшӗн хавасланнӑн ярӑнса анаҫҫӗ.
VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.