Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ҫавӑн пек калакан сирӗн ученӑйсем чӑнахах та пуҫ мимипе сахалтарах ӗҫлеҫҫӗ пек туйӑнать, — хуравларӗ старик.
Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Шупашкар вӑл — ҫамрӑклӑх сӗткенӗпе тулнӑ, качча кайма хатӗрленнӗ, ҫитӗнсе ҫитнӗ ӗҫчен те хитре хӗр пек туйӑнать.
Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Тӑван пичче пек туйӑнать вӑл манӑн.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Вӑл сана ӑнсӑртран ыталаса илес пулсассӑн, ӑвӑса ирӗлтернӗ пек ирӗлтерсе ярассӑн туйӑнать.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Ӑна питӗ ӑста скульптор бронзӑран шӑратса тунӑ пек, ҫав бронза халь те сивӗнсе ҫитмен пек, вӑл хӑй ҫине тӑхӑнтарнӑ хаклӑ тумтире халь-халь кӗллентерсе пӑрахас пек туйӑнать.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
— Ман шутпала, Шупашкарта пӗр начар чунлӑ ҫын та ҫук пек туйӑнать, — яланхи пекех хавхаланса калаҫма пуҫларӗ Валентина.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Анчах ку ӗҫ ӑна халь нимех те мар пек туйӑнать.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Пирӗн Иван Кузьмич питӗ тӗлӗнмелле этем иккен: савӑнса е вӑтанса пӑлханнӑ чухне вӑл ҫав тери илемсӗрленсе каять, унӑн сылтӑм куҫӗ айӗнчи ҫӗвӗкӗ хӗрелсе пысӑкланать, пӗтӗм питне-куҫне шӑнӑр туртса хӗстернӗ пек туйӑнать.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Клубра нимӗнле музыка та ҫук, анчах хӗрсем ҫине пӑхатӑн та, музыка сассине илтетӗн: вӑл инҫетрен-инҫетрен хумлӑн-хумлӑн ярӑнса килнӗ пек, вӑл паянах пурнӑҫланнӑ, ыранах пурнӑҫланакан ҫутӑ-ҫутӑ ӗмӗтсем ҫинчен янӑранӑ пек туйӑнать.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Вӗсем сцена ҫинчен вӗҫсе каяс пекех туйӑнать.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Сана хӑравҫӑ пулма мар, паттӑр пулма сӗнетӗп, паттӑрсен хӑйсен пурнӑҫне упрама та хӑюлӑх ҫитермелле пек туйӑнать.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Сирӗнпе калаҫсан, унпа калаҫнӑ пекех туйӑнать.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ман шутпа хӗрӗ аван кӑмӑллӑ пек туйӑнать.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ҫапла, пирӗн шутпа, «Тилли юррисен» ярӑмне ҫӗнӗ юрӑсем кӗртсе анлӑлатмалла, сармалла пек туйӑнать, вара унӑн шухӑшӗ тарӑнланӗ, пахалӑхӗ тата та ҫӗкленӗ, ӳсӗ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
— Чиперех пек туйӑнать.
5 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Мӗн тесен те, ҫырура ҫыннӑн сӑн-сӑпачӗ курӑннӑ пек, сасси те илтӗннӗ пек туйӑнать Ҫимуна.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ура айӗнче юр кӑчӑртатни те ӑна илтӗннӗ пек туйӑнать.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Эсӗ, Сантӑркка, пуҫланӑ капан тӑрринчен кӗлте пӑрахса тӑратӑн пуль, унта ҫӑмӑлтарах пек туйӑнать.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ӑна никамах та пӗлмест те, йыт-качка таранах Сантӑркка куҫӗнчен шӑл йӗрсе кулса пӑхнӑн туйӑнать.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Лайӑх мар пек туйӑнать пуль ҫав ӗнтӗ вӗсене кашнинче илме.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.