Поиск
Шырав ĕçĕ:
Колонна пуҫне ҫитсен, хӑй ҫине витӗмлӗн тимлесе пӑхакан Гвозденпа танлашсан, Уча малалла кайма татӑклӑн хушрӗ те, пулеметне кутӑн тытса, колонна умӗн ерипен утрӗ.
1 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тата мӗн кӑшкӑрчӗ вӑл, уйӑрса илме пулмарӗ, — эпир те ӑна тимлесе итлемерӗмӗр.Что он кричал еще, разобрать было нельзя, да мы и не вслушивались.
I // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Ҫӑмартасем ҫинче чӑпаркка питӗ тимлесе ларать.
16 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Капла, Иван Гаврилович тимлесе тӑнипе — яланлӑха.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
… Мукуҫ мучи, ферма тавралла витесене-мӗнсене пӑхкаласа, ют сас-чӗв пуррипе ҫуккине тимлесе ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн (Мукуҫ мучи — ӗне фермин каҫхи хуралӗ) пӳрте кӗчӗ те, хӑйӗнчен саманта та вӗҫертмен кукӑр пуҫлӑ самаях хулӑн туйине алӑк кутне сӗвентерсе хӑварса, каланкка ҫумӗнчи тӑрӑхла сак ҫине пырса ларчӗ, шӑлаварӗн шалпар кӗсйинчен тутӑр татӑкӗпе чӗркенӗ чӗлӗмне васкамасӑр кӑларчӗ те, енчӗкӗнчен махоркипе чӑпӑкне пӳрнипе пуса-пуса тултарса (енчӗкне мучи шӑлаварӗн тепӗр кӗсйине чиксе ҫӳрет), ҫӑра та йӳҫӗ тӗтӗме сипетлӗн паклаттарма тытӑнчӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тиунов, туйине суллакаласа, урамсем тӑрӑх уткаласа ҫӳрет, хӑйӗн тӗттӗм куҫӗпе е пӗрне, е тепӗрне шӑтарасла сӑнтан тӗллесе пӑхать те, лаша ярмаркинче чикан урхамахсене суйласа тухнӑ евӗр, пурне те тимлӗн сӑнать, кам мӗн каланине мӗнпурне тимлесе итлет.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Чылайччен, тимлесе.
9 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Тавралӑха пит тимлесе эпӗ вӑхӑт туйӑмне ҫухатнӑ, пӗлместӗп, мӗн чухлӗ тӑнӑ ҫапла — сехет е вунӑ минут, — йӑлӑхтарса ҫитернӗ шӑплӑхра сасартӑк вӑйлӑ ҫунатсем сывлӑша касса вашлатни илтӗнсе кайрӗ.
8 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ытлашши тимлесе пӑхнипе эпӗ куҫсем сиксе тухаҫҫӗ пуль тенӗччӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Василь шампур ҫине тимлесе пӑхрӗ; пуҫне кӑмӑлсӑррӑн пӑркаласа ӑна ҫӗртен ҫӗклесе сӑтӑрса пӑхрӗ, унтан пӳрни ҫине юлнӑ тутӑха курсан ассӑн сывласа илчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Зина, унӑн юратнӑ йӑмӑкӗ, ҫав вӑхӑтра тусанлӑ ҫулсемпе хӗвелтухӑҫнелле, дорфсемпе бункерсем ҫумӗпе, вӗтӗртетсе утса пырать, хирӗҫ пулакан кашни ҫар ҫынни ҫинех, вӗсем хушшинче хӑйӗн Володькине тупма тӑрӑшса, тутӑр айӗнчен тимлесе пӑхать.
XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ирӗке кӑларнӑ хӗрсене тӗл пулсан, Сагайда, вӗсем хушшинче хӑйӗн йӑмӑкне, чӗвӗлти чӗлхеллӗ Зинӑна, хӑйӗн телейне тӗл пуласса шанса, кашни сӑн-пит ҫинех тимлесе пӑхать.
XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Маковейчик ҫул ҫине тимлесе пӑхать.
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Кунта, — тетӗп, — тимлесе пӑхса ҫырса илмелли правило.— Тут, — говорю, — такое правило, что надо внимательно списывать.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Черныш масар ҫинелле тимлесе пӑхать.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл тимлесе итлет те Миките сывланине, тата вӑл хуллен хӑрлаттарнине илтет.Он напрягает слух и слышит дыханье, даже слабый храп Никиты.
IX // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Лашине тӑратнӑ та тимлесе итле пуҫланӑ.
VIII // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Маклай тимлесе итлерӗ.
Машенька-Маш-ша // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Чиркӳ чанӗ ҫаплах-ха пӗр вӗҫӗмсӗр, ывӑна пӗлмесӗр, танлатать, калӑн, ӑна сасартӑк ухмаха ернӗ звонарь этемле мар вӑйпа тимлесе ҫапать тесе.
XXX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Радистсем карапсем ҫинчен паракан сигналсене тимлесе итлеҫҫӗ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.