Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑштах канӑҫсӑрланнӑ Давенант Ван-Конета тимлӗн сӑнать; хайхискер ларса йӑлӑхтарма таврӑннӑ шӑнана тӑрӑшсах хӑваласа ячӗ те вӑл стена ҫине хӑш тӗле вырнаҫнине сӑнать, акӑ ӑна револьверӗпе тӗллеме пикенчӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫак ҫулпа Тиррей халӗ шухӑшӗнче утать, сӑнарлавӗнчи хӑйӗн утӑмӗсен тапхӑрӗсене, шыв сиккин хӑвӑртлӑхӗпе каялла ҫиҫсе-вӑркӑнса юлаканскерсене рехетлӗн сӑнать.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Шухӑшлӑ Франк Давенант вара чӗлӗмне табак тултарать, хушӑран-хушӑ — кӗтмен ҫӗртен — ывӑлӗ ҫине пӑхкалать, Тиррей ашшӗне ӳкнӗ тата арканнӑ япала ҫине пӑхнӑн тӗсесе сӑнать.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ӑна килӗнче лайӑх, ачасен пӑлханӑвне-тӗркӗшӗвне вӑл чӗпченсемпе шӑкӑлчисем сиккеленине тӗсекен кайӑк-кӗшӗкҫӗ евӗр сӑнать.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл буфет патне иртрӗ те куҫне чарса сӑнать.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Галеран ҫак сценӑна шухӑшлӑн сӑнать, Давенант хӗрсене курсан самаях именчӗ, вӗсем ҫӳлти обществӑран иккенне иккӗленмесӗр ӑнланать; хӗрсем хитре, кулаҫҫӗ, шурӑ костюм тӑхӑннӑ, шурӑ шлепкепе, шурӑ чӑлхапа тата пушмакпа, сунчӑкӗсем чие тӗслӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ун хыҫӗнче Гадаутов пырать, йӗри-тавралла тинкерсе, тӗплӗн сӑнать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Вӑл кулса тата айккине пӑрӑнса ӗлкӗреймерӗ — унӑн хул пуҫҫисем ҫине Зитор аллисене хучӗ те — Тиллин сӑнне шанманлӑхпа тӗсесе сӑнать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.
Тем те пӗр пӗлесшӗн ҫунакан ҫамрӑк икӗ ҫын ҫӳллӗ йывӑҫ хӳме патӗнче тӑрать; вӗсенчен пӗри пуҫне пӗкнӗ, пӗҫҫинчен аллисемпе тытнӑ, унӑн хул пуҫҫи ҫинче — юлташӗ, вӑл пӑта ҫапса тултарнӑ хӳме тӑрринчен ҫакӑнса ӳпӗннӗ те картишре мӗн пуррине сӑнать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.
Хӗрарӑм ӑна аллинчен ҫирӗппӗн ҫатӑрласа тытнӑ, хул пуҫҫинчен тӗршӗннӗ; тепӗр чухне, вӑл мӗн те пулин каласан, хӗрарӑм шухӑшӗпе — кирлӗ мара е ытлашшине, — хӗрарӑм ӑна кӑштах чӗпӗтсе илет, ҫавна пула лешӗ именчӗклӗн шӑпланать те капӑр тӳмисене каллех салхуллӑн тинкерсе сӑнать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Унпа та ҫавнашкалах: тӑвӑр ҫухава ӑна хӑрушла ӗшентерет пулас, мӗншӗн тесен пуҫне пӗр чарӑнми пӑркалать, ҫавӑн пекех ҫаннисенчен манжечӗсене ҫине-ҫинех кӑларать, хушӑран хушӑ, калаҫу вӑхӑтӗнчех, капӑр тӳмисене тӗсесе сӑнать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Вӑл мана иккӗленерех сӑнать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.
Экспедици пуҫлӑхӗ чӗнмерӗ, сӑмала пек хура тӳпене тата чарӑнми ӳкекен юра пула шап-шурӑ, тӗтреллӗ материк тӳремлӗхне сӑнать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.
Лей кӗпҫене чӗтрекен аллипе чӑмӑртаса тытнӑ юлташне вӑрттӑн кулкаласа сӑнать.Лей, коварно смеясь, наблюдал приятеля, взявшего дрожащей рукой трубку.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.
— Вӑл питӗ лӑпкӑн выртать, — терӗ тухтӑр, — чӗнмест; хутран-ситрен сӑн ӳкерчӗке тыта-тыта сӑнать; вӑйӗ самантсерен чакса пырать, — йӗпе ал шӑлли хӗвел ҫинче типнӗ пек.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.
Тухтӑр чакӑл тӑва паҫӑрхи пекех юлхавлӑн сӑнать, хӑй ҫӗр ҫирӗм ҫыннӑн миҫе урине татма пултарни пирки тӗшмӗртет.
Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.
Алӑк тӑрринче — тӑватӑ кӗтеслӗ, решеткеллӗ пысӑках мар хушӑк; ун витӗр никама та шанма хӑнӑхман Фонфред килекенсене сӑнать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Вӑл тимлӗн сӑнать, кӗтет…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Ӳпне ӳкнӗ ҫын ҫул ҫинче выртать, — вӑрман пурнӑҫне чавси айӗнчен тимлӗн сӑнать тейӗн; куртка пуставӗ ҫурӑмӗ ҫинче кӑштах ҫурӑлнӑ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Шар евӗрлӗ ҫиҫӗм Сантус урисем тавра васкамасӑр ҫаврӑнать, магнитлакан пӑшал патне ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарать; вӑл мӗнлерех куҫнине Кадудар питӗ тимлӗн сӑнать, акӑ пӳлӗм урлӑ чӗтре-чӗтре иртрӗ те пӑшала чӳречерен ывӑтрӗ.
Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.