Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

регионсен (тĕпĕ: регион) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх — 2016 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ тӗлне федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен хушшинче коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗ республикӑра — чи пӗчӗккисенчен пӗри.

Помоги переводом

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Рейтинг авторӗсен шухӑшӗпе – регионсен умӗнчи экологин ҫивӗч ыйтӑвӗ, рейтинг пӗтӗмлетӗвне витӗм кӳрекенскер – каяш ҫаврӑнӑшне еплерех йӗркелениӗ «ҫӳп-ҫап вӑрҫи» ҫав-ҫавах тӑсӑлать-ха, каяша уйӑрасси тата суйласа илнӗ ӑпӑр-тапӑрпа производствӑра усӑ курасси вара иккӗмӗш вырӑнта.

Помоги переводом

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Экологи рейтингӗнче республика 2015 ҫул тӑршшӗпех (ҫуркунне – тӑххӑрмӗш, ҫулла саккӑрмӗш вырӑнсенче) малти регионсен йышӗнче тытӑнса тӑма пултарчӗ.

Помоги переводом

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Рейтинг авторӗсен шухӑшӗпе - регионсен умӗнчи экологин ҫивӗч ыйтӑвӗ, рейтинг пӗтӗмлетӗвне витӗм кӳрекенскер - каяш ҫаврӑнӑшне еплерех йӗркелени.

Помоги переводом

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Экологи рейтингӗнче республика 2015 ҫул тӑршшӗпех /ҫуркунне - тӑххӑрмӗш, ҫулла саккӑрмӗш вырӑнсенче/ малти регионсен йышӗнче тытӑнса тӑма пултарчӗ.

На протяжении 2015 года/весной-на девятом,летом на восьмом месте/республика в экологическом рейтинге смогла продержаться в числе ведущих регионов.

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

ЧР вӗренӳ министрӗн заместителӗ Сергей Кудряшов кӑҫал Шупашкарти электромеханика колледжӗн никӗсӗ ҫинче «Автоматизаци, радиотехника тата электроника» специальноҫа вӗрентме Регионсен хушшинчи центр никӗслеме, унта ҫӗнӗ классем уҫма палӑртнине пӗлтернӗ.

Помоги переводом

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ӗнер ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑру тӗлӗшӗпе канашлу ирттерме Шупашкара Раҫҫей Премьер-министрӗ Дмитрий Медведев, Ольга Голодец вице-премьер, РФ вӗрентӳпе наука, ҫавӑн пекех ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗсем Дмитрий Ливановпа Максим Топилин, РФ Президенчӗн Федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Михаил Бабич, регионсен ертӳҫисем, бизнес тата профсоюз представителӗсем килсе ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней