Поиск
Шырав ĕçĕ:
Гез револьверӗнчипе танлаштарсан — ку пуля лапчӑнчӑк, пӗчӗкрех калибрлӑ тата вӑрӑмрах; кунсӑр пуҫне ӑна никельленӗ.
XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вӑл ӗнтӗ ҫак пӗчӗкрех пӳ-силлӗ хитре хӗрарӑм ҫу каҫипех кунта ҫӳренине хӑнӑхнӑ пулас та е кунӗпе пӗчченҫи йӑлӑхса-кичемленсе те ҫитет-тӗр, — хӗрарӑм ҫӑмӑллӑн утса кайнине шухӑшлӑн пӑхса юлчӗ: «Ниушлӗ юрату тени ҫавӑн пекех хӑватлӑ пулать-ши?» — терӗ хӑй ӑшӗнче.
XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Унӑн кӗсйинче пекӗ выртать, унта темиҫе ҫӗҫӗсӗр пуҫне — вилка, пӗчӗк кашӑк, пӗчӗкрех пӑрасемпе ҫавнашкалах йӗкев.
VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Дигэ унран пӗчӗкрех, хурланчӑк сӑнлӑ питне кӑштах каҫӑртса итлет; халӗ вӑл ҫав тери чипер, — ӑна эпӗ малтанхи хут курнинчен те селӗмрех; унӑн пит йӗрӗсенче ҫынлӑхлӑ та ансатскер темӗн сӑнланнӑ, анчах ку хистевлӗхрен пек — сӑпайлӑхшӑн е хӑйне кирлӗшӗн.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Пысӑк ҫак анлӑшра пур енчен те тата пуҫ ҫийӗн пысӑк кантӑксем ҫап-ҫуттӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ, ҫавӑн пекех ҫакса хунӑ хунарсем ҫунаҫҫӗ; акӑ пӗрремӗш хутра — пӗчӗкрех тепӗр арккӑ; ун витӗр лав ҫӑмӑллӑнах кӗреет-тӗр.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
«РСФСР» тесе ҫырни айне пӗчӗкрех саспаллисемпе вырӑсла тата чӑвашла «Чӑваш АССР» тесе ҫырнӑ.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Кун каҫа эпир хирсенче, ҫырмасенче пытанкаласа ирттернӗ, е пӗр-пӗр улахрах хутӑр таврашӗнче чарӑнса каннӑ; ҫӗрлехи вӑхӑтра эпир кӗтмен ҫӗртенех пӗчӗкрех гарнизонлӑ полустанкӑсене пырса тапӑнкаланӑ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Нумай хушӑ тӑмарӗ вӑл, анчах ӑна халӗ ҫапларах туйӑнать: ҫурт та ҫук, ури айӗнчи ҫӗр те ҫӗтнӗ, таврари саламлакан пушӑлӑх вӗҫсӗр-хӗрсӗр, вӑл вара, Ассунта, пӗчӗкҫӗ пулса тӑчӗ — кача пӳрнерен те пӗчӗкрех, тата вӑл — хӳтлӗхсӗр, ҫавна кура хавасланать те.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем уйӑрса памалли ҫӗнӗ меле ӗҫе кӗртсен ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсемшӗн, заем илекенӗн ят-сумне кура, процент ставки ҫулталӑкне 5 процентран ытла пулмасть, ҫакӑ коммерци кредичӗсемшӗн тӳлекен ставкӑран 2-3 хут пӗчӗкрех.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Ҫӳлтен пӑхсан тӗрме тӑваткал евӗр, варринче — пӗчӗкрех тепӗр тӑваткал, — вӑл стенаран икӗ хут ҫӳллӗрех.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл мар, тепӗр пӗчӗкрех, вӑйсӑртӑрах ҫын пулнӑ пулсан, эпӗ ӑна ураран ӳкернӗ пулӑттӑм, мӗншӗн тесен эпӗ Корчагин ҫине телеграф юпи ҫумне пырса перӗннӗ пекех ҫапӑнтӑм.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Малтанхи пӳлӗм пысӑк, — унта нӳрлӗ кунхи пек шӑршӑ кӗрет; ҫап-ҫутӑ; этем ӗренкине ҫухатнӑ, мӗскӗн сӑнсем темӗн чухлӗ, вӗсене пӗтӗмӗшле кӑшкӑрашуллӑ пӑлхану пӗр евӗрлӗхӗ пӗрлештерет; акӑ пӗчӗкрех тепӗр пӳлӗм.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Икӗ шӑтӑк 250 ҫинче, пӗрре — 125 ҫинче, тӑваттӑшӗ тӗрлӗ пӗлтерӗшлӗ, пӗчӗкрех цифрӑллӑ; пурӗ пӗрле — ҫич ҫӗр аллӑ очко.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Эпӗ унран пӗчӗкрех пулма пултараймарӑм, анчах вӑл килмест — шансах тӑратӑп.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.
Телегин хурахсен эшкерӗпе явӑҫма пултарни, ӑна пулӑшса тӑракан ҫыннӑн ҫывӑхрах пулмалли кӑна мар, Калюков эшкерӗ, кӗрхи ҫанталӑка кура пӗчӗкрех йышпа ҫӳрет пулин те, яланхи пекех вӑйлӑ иртӗхни васкатрӗ ӑна.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пысӑк уессем йӗрке тӑвайманнине, вӗсенчен темиҫе хут пӗчӗкрех районсем хурахсене тӗп тӑвайӗҫ-ши?»
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Мӗн кирли пурте пур унта, — хыттӑнрах каласа хучӗ килнисенчен пӗри, Валет пекех сарӑ, анчах унран кӑшт пӗчӗкрех те хытанкарах ҫирӗп арҫын.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тигре чӗлхипе калаҫакансен йышӗ пӗчӗкрех — миллион ытла кӑна.Количество говорящих на языке тигре меньше — всего более миллиона.
Эритрея // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5953-%D0%AD% ... D1%8F.html
Хӑйпе тантӑш ачасенчен пӗчӗкрех те имшертерех пулнӑшӑн пӑшӑрханасси вара Сашӑн паянхи кун та сыхланса юлнӑ.
Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Шӑллӑмпа йӑмӑк пӗчӗкрех.
Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.