Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав пуянлӑх йӑлтах Шувалов граф аллинче тӑнӑччӗ, ӑна лайӑх хуралламастчӗҫ; Кунавинти мещенсем ҫав вӑрмана хӑйсен вӑрманӗ пекех шутлатчӗҫ, ҫӗрте выртакан вут-шанка пуҫтаратчӗҫ, хӑрӑксене касатчӗҫ, май килсен тата чӗрӗ йывӑҫне касса ӳкерме те именместчӗҫ.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ку уншӑн пысӑк пуянлӑх ӗнтӗ, мужик, тав тунӑ пек пӗлӗтелле пӑхса, ҫапла мӑкӑртатать:Это было целое сокровище для него, и крестьянин с благодарностью подымал глаза к небу, бормоча:
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вара Катенька мана: «Хӗр пуян ҫынна качча тухма шутлать-тӗк, вара ку юрату пулмасть, пуянлӑх ниме пӗлтермен япала ҫеҫ, уйрӑлса пурӑннӑ чух та сӗвӗрӗлме пӗлмен юрату кӑна чӑн-чӑн юрату пулать, терӗ (ку сӑмахсемпе вӑл хӑй Дубкова юратни ҫинчен систерсе каланине ӑнлантӑм эпӗ). Володя эпир мӗн калаҫнине итленӗ пулас, вӑл кӗтмен ҫӗртен чавсаланса ларчӗ те ыйтуллӑ сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ:
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйне евӗрлӗ ҫынччӗ, анчах яланах мар, хӑйне евӗрлӗ пулнипе хӑшпӗр чух аристократла тыткалас тата пуянлӑх сахаллине саплаштарас ҫӗрте усӑ куратчӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫӗр ҫинчи пур тӗрлӗ пуянлӑх та пур пирӗн ҫӗршывра.
С. Диковский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 3–7 с.
Юнашар — ту, ҫав ту ӑшӗнче вӗҫӗмсӗр пуянлӑх выртнӑ!..А рядом — гора, в которой неподвижно лежали несметные богатства!..
59 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Тем чухлӗ пуянлӑх илсе каятӑп!..
Экэчо пӑлханать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Пысӑк пуянлӑх пулнӑ пулӗччӗ вӑл паян…
XII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Унӑн куҫӗ умӗнче яланах княгиня ҫурчӗ тӑнӑ, вӑл укҫа тӑккаламасӑрах ҫавӑн евӗрлӗ пуянлӑх тӑвасшӑн пулнӑ; ку ӗмӗт ниепле те пурнӑҫа кӗме пултарайман, кашни утӑмрах вӑл хӑй шутлани пулса пыманнине курнӑ, ҫавӑншӑн урса кайнӑ та, хӑй тарӑхнипе тарҫисене асап кӑтартнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
— Эхер те пуянлӑх ҫинчен калас пулсан, эсир вӗсене пурне те пӗр пек пуянлатрӑр ӗнтӗ…— Ежели говорить о богатстве, вы уже всех одинаково обогатили…
VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
«Ман атте уретник, хама староста тума шутлаҫҫӗ. Пуянлӑх пирки калаҫмалли те ҫук!.. Качча тухатех вӑл мана», — тенӗ вӑл.
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
— Епле чап туянчӗ вӑл, епле пуянлӑх! — тенӗ пӗрремӗш манах.— Каких он почестей добился, каких богатств! — продолжал первый.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ку наваррец — Гуссейншӑн чӑннипех ӑнсӑртран тупӑннӑ пуянлӑх пулнӑ, — уншӑн тӳленӗ укҫа хакне тӑнӑ.Поистине этот наваррец — находка и стоит заплаченных за него денег.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Урӑх пуянлӑх, ҫак ҫирӗм крансӑр пуҫне, вӗсен нимӗн те ҫук.
Ҫапла пурӑнаҫҫӗ вӗсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Епле хӑтлӑх иккен кунта, мӗн чухлӗ пуянлӑх — ылтӑн та кӗмӗл, йӑлтӑр-ялтӑр ҫеҫ ҫиҫет!
Зимний — хамӑр алӑра // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Анчах юрату хуть те хӑш ӗмӗрте те ҫынра яланах унччен хӑй те чухламан ҫӗнӗ вӑйпа хӑват хускатса тӑнӑ, теҫҫӗ, пысӑкран та пысӑк ӗҫе хавхалантарса, чуна пуянлӑх кӳнӗ, теҫҫӗ.
17 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Халь ҫак кӑвак тетрадь Владимир Ильичшӑн чӑн-чӑн пуянлӑх ӗнтӗ!Сейчас была кладом для Владимира Ильича эта синяя тетрадь с записями.
Вӑрманти кабинет // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Тупӑннӑ пуянлӑх!
XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вара ҫӗр мина хаклӑ пуянлӑх пулать.
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Пуянлӑх!
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.