Поиск
Шырав ĕçĕ:
Картлашкасем ҫине сассӑр пусса анакан Лисук ҫине пӑхмасӑр: — Ан кай, Лисук, пӗрлех пулар, — терӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Пӗлтӗрхи ҫӳллӗ ӳснӗ типӗ ҫумкурӑк хушшинче хурлӑхан тӗмӗсем темле мӗскӗннӗн курӑнса лараҫҫӗ, армак-чармак туратлӑ улмуҫҫисемпе чиесене ҫын алли пырса тӗкӗнмен темелле, пахчана талккӑшпех шӑрт пек хунав пусса илнӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Хӑйӗн йӑнӑшне ӑнланса илнӗ пек, лаша чарӑнчӗ те сылтӑм урисене хуҫлатса, сулахай урисемпе мелсӗррӗн пусса тӑчӗ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Тӑм купи патне пычӗ те, ҫара урипе пусса, ҫур кирпӗч пысӑкӑш тӑм чӑмакки татса илчӗ, ӑна виҫӗ тӗлте лупашкаланнӑ вӑрӑм сак ҫине лач! хучӗ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Час-часах сунаслать, сӑмсине ҫилӗллӗн мӑкӑртатса, хыттӑн пусса лутӑркать.
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Анчӑк та пырса шӑршламасть эс пусса иртнӗ вырӑна!..
XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Йӗс-кӗмӗл савӑт-сапа хытӑрах пусса шӑлсан ҫутӑрах пулать, — терӗ те Пруткин ӑна Энтрие туслӑн куҫ хӗссе илчӗ, тӗпелелле утса кайрӗ.
XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫийӗнче ун хӑмӑр кримплин костюм, ҫӳхе пальто, пуҫӗнче ҫамки ҫинех пусса лартнӑ берет.
XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ӑҫта ыйхӑ пусса илет, унта йӑванса кайса ҫывӑрать.
XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
«Т» сасса хытӑ пусса, янраттарса калать: «Эндри» илтӗнет.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Шӑп пул! — ӑна пусса лартас пек аллине сулчӗ Турунов.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Яштака кӗлеткине хӑва пек авкаласа, пӗр картлашка ҫинчен теприн ҫине лӑнк-лӑнк пусса, васкамасӑр анать, ҫиле хирӗҫ питне пӗркелентерсе, куҫне хӗссе пӑхать.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Хулари пек пысӑк ҫуртсем лараҫҫӗ, ҫынсем тротуарсем тӑрӑх шӑкӑлт-шӑкӑлт пусса утаҫҫӗ, колонкӑсенчен шыв шӑнкӑр юхтарса ӑсаҫҫӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Алкумӗнче тап-тап-тап! пусса утни илтӗнчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Пӗр сас-чӳ тумасӑр кӗчӗ, ҫавӑн пекех шӑппӑн салтӑнчӗ те, аллисем ҫине пӑхкаласа, чӑлха вӗҫҫӗн ҫемҫен пусса, кӑмака умне иртрӗ, ҫӑвӑнма тытӑнчӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— Шел пулин те, пире сарлаканрах пусса утма, илемлӗрех пурӑнма чӑрмантаракансем ӳсӗр-пӳсӗрсемпе наянсем ҫеҫ мар, — шухӑшӑма каласа ҫитеретӗп эпӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри ялсенче пурӑнакан ҫамрӑксене тӗрлӗ енлӗ аталанма пулӑшакан килӗшӗве те алӑ пусса ҫирӗплетрӗҫ.
Агрослетра ял-сала малашлӑхне ҫамрӑксен куҫӗпе хаклассине тӗп вырӑна хучӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/
Агрослетра Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе Раҫҫейри ял ҫамрӑкӗсен союзӗ пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлемелли ӗҫ хутне алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
«Ялти кадрсем» проекта пурнӑҫа кӗртессипе пилотлӑ регионсен йышне Чӑваш Ен кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/29/yala ... ipe-pilotl
Шупашкар тӑрӑхӗн администрацийӗпе республикӑри строительство министерстви килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Олег Николаев Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫипе Дмитрий Пекуровскийпе килӗшӳ алӑ пусса ҫирӗплетрӗҫ.
«Ялта чи лайӑххисем» 1500 ҫынна пухрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=mUDdzZrkAJY