Поиск
Шырав ĕçĕ:
Марфа Петровна, хӑй енчен, ҫавӑн пекех парнесем янӑ, анчах вӗсем пахалӑх енӗпе мар, вӗсене тӑрӑшса ярса панӑшӑн хаклӑ пулнӑ; монастыре вӑл кӗрен тата мятнӑй шыв, кӑткӑ спирчӗ, типӗтнӗ хӑмла ҫырли (иноксем, унпа мӗн тумаллине пӗлмесӗр, ӑна кӑпӑкланакан эрех ӑшне ярса шӳтернӗ), темиҫе банка уксуслӑ кӑмпа ярса панӑ (кӑмписене ҫав тери ӑста вырнаҫтарнӑ, хуть те хӑш енчен пӑхсан та шурӑ кӑмпасем курӑннӑ, анчах кашӑкпа темле ӑссан та е хурӑн кӑмпи е маҫлинкка лекнӗ).
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Патшалӑха парас парӑмсене парса татайман, суту-илӳ фермисене юрӑхсӑр тӗштырӑ панӑшӑн штрафсем тӳленӗ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Эпӗ, паллах, хамӑн «ӗнене» кун пек хак панӑшӑн савӑнсах каймарӑм, анчах ним тума та ҫук: юлташсем тӗрӗс калаҫҫӗ.
Пӗрремӗш хут ҫапӑҫни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Каярахпа, хама пысӑк хисепе хурса Совет Союзӗн Геройӗ ятне панине асра тытса, тата ҫак ята чыслӑн сыхласа пурӑнасси ҫинчен шутланӑ май, эпӗ ҫапла шухӑшлаттӑм: тӗнчери урӑх нимӗнле ҫӗршывра та ҫынна награда панӑшӑн халӑх пирӗн ҫӗршыври пек хавхаланса савӑнмасть, мӗншӗн тесен урӑх ҫӗршывра халӑх мӗн ӗмӗтленнине пирӗн патӑрти пек вӑхӑтра та чыслӑн пурнӑҫлаймаҫҫӗ.
Совет Союзӗн Геройӗ ятне памалла тунӑ хыҫҫӑн // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Райтсем шухӑшласа тунӑ машинӑсемпе вӗҫме ирӗк панӑшӑн, Райтсене 140 000 доллар тӳленӗ.
34. Килте тата ют ҫӗрсенче вӗҫнисем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Пӗррехинче, ответлӑ задание ӑнӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртме кирлӗ пек условисем туса панӑшӑн конструкторсемпе самолет тӑвакансене тав тунӑ чухне, Валерий Павлович ҫапла каланӑ:
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Вӗҫеве ҫакӑн пек пысӑк хак панӑшӑн чӗререн тӗлӗннӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Софья амӑшӗ хӑйӗн хӗрне чипер ӗҫлекен ҫынна панӑшӑн хӗпӗртеме кӑна пултарнӑ.Мать Софьи была рада выдать дочку за хорошего, работящего человека.
VII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
— Каҫарӑр пӗр пытармасӑр каласа панӑшӑн… —
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
— Турра кӗлту киммӗре тавӑрса панӑшӑн.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Тавтапуҫ канаш панӑшӑн.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Килте, ҫавнашкалах машина пек, Наталья ӗҫленӗ, — вӑл упӑшки хӑйне ярмаркӑран хаклӑ парнесем илсе килсе панӑшӑн, унтан та ытларах — упӑшки пӗр пек лӑпкӑ пулнӑшӑн савӑннӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫак кунсенче Рогов ҫинчен шухӑшлама пултарнишӗн тата ун ҫинчен пӗр вӑтанмасӑр ҫынна каласа панӑшӑн намӑсланчӗ.
Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вырӑсла, нимӗҫле, румынла, тутарла пичетлене листовкӑсемпе хаҫатсене вӑрттӑн ӗҫлекен центр пире ҫителӗклӗ ярса тӑратчӗ, пирӗн патриотла ушкӑнсем вӗсене халӑх хушшине те, ҫар чаҫӗсем хушшине те саратчӗҫ Анчах пирӗн диверсантсем взрывчаткӑсем сахал панӑшӑн ятлаҫатчӗҫ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ӑна совет работникӗсене тытса панӑшӑн шалу чылай хушса пама пулнӑ.Ему предлагают приличную надбавку за вылавливание советских работников.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вланг хӑйне назначени панӑшӑн ҫав тери хӗпӗртерӗ, ҫийӗнчех пуҫтарӑнма чупрӗ, тумланса тухрӗ те вӑл Володьӑна пулӑшма пычӗ, вӑл ӑна хӑйпе пӗрле койка та, кӗрӗк те, «Отечественные Записки» журналӑн кивӗ номерне те, спиртпа вӗретмелли кофейник те, тата ытти тӗрлӗ кирлӗ мар япаласем те илме сӗнчӗ.
21 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пирӗн ҫар, пирӗн халӑх пӗтӗм чуралантарнӑ халӑхсен хутне кӗрсе, вӗсене ирӗке кӑларса, телей панӑшӑн эсир мухтанма тивӗҫ.
Нумайччен кӗтнӗ хыпарсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Пулӑшу панӑшӑн сире тав тӑватӑп.
Алӑк умӗнчи хуралҫӑсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
— Мана сӑмах панӑшӑн эпӗ сире ҫав тери тавтӑватӑп.— Я чрезвычайно признателен, что вы мне дали возможность говорить.
LXXXIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Эпӗ илтрӗм, — вӑл ҫавна пӗр ҫынна каларӗ, — сире пӳлӗмшӗн, апатшӑн тата кӗпе ҫуса панӑшӑн ҫеҫ мар, ҫав каҫ эсир ҫӗмӗрсе ватса пӗтернӗ бутылкӑсемпе тӗкӗрсемшӗн тата ытти япаласемшӗн те пӗтӗмпех тӳлеттеретӗп терӗ.
XXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.