Поиск
Шырав ĕçĕ:
Самантлӑха вӑл хӑйне лере, леш инҫетри тӗнчере пек, е, ҫук-ха, ҫак суккӑр ача ун умӗнче лере, юхан-шыв хӗрринчи ҫӳллӗ ҫыран ҫинче макӑрнӑ чухнехи пек туйрӗ, анчах Петр пуҫне усса кунтах ларать.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хӑйсен ялӗнчи чиркӳ тӑрри курӑнми пулсанах вара вӗсем пӗчӗк ачасем пекех уласа макӑрнӑ.
V. Вӗсен вӑрҫӑри пурнӑҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Сева вӑрӑм коридора кӗрсе кайсан, урамра хыттӑн макӑрнӑ сасӑ илтӗнчӗ, ҫав самантрах кӗтесри алӑк уҫӑлчӗ те Саша сиксе тухрӗ.
16 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ҫак сасса хирӗҫ кӗрт хушшинчен темскерле сасӑсем илтӗнчӗҫ, ку сасӑсем кушак макӑрнӑ пек те, йытӑ вӗрнӗ пек те туйӑнчӗҫ.В ответ ему из сугробов вырвались звуки, похожие не то на кошачье мяуканье, не то на собачий лай.
6 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ялта виҫҫӗр пӳрт пулнӑ нимӗҫсем хуҫисене юр ҫине хӑваласа кӑларнӑ пӳртсемсӗр пуҫне, вӗсенче кашнинчех ҫынсем асапланнӑ, кӗтнӗ, макӑрнӑ; вӗсен хӑйсене иксӗлми шанчӑкпа «пирӗннисем килеҫҫех» текен, вӑй паракан хӑватлӑ сӑмахсемпе лӑплантарнӑ.
VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Амӑшӗсем ачисене ҫуратнӑ, пӗрисем шурӑ ҫӳҫлӗ, теприсем хура ҫӳҫлӗ пулнӑ, пӗрисем кӑвак куҫлӑ, теприсем хура куҫлӑ пулнӑ, вӗсем макӑрнӑ, кулнӑ, сӑпкасенче кайӑксем пек чӗвӗлтетсе выртнӑ.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Хӑйсен, батракра пурӑннӑ хӗрсен хурлӑхлӑ, пӗр шанчӑксӑр пурнӑҫӗ пирки пӗрле макӑрнӑ.Вместе плакали над своей долей, мрачной, безнадежной долей девушек-батрачек.
II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Йӑран та, шалчасем те нимӗн мар ӑна! — макӑрнӑ пекех каларӗ Вера.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Пулӑшӑр! — терӗ вӑл макӑрнӑ пек.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл унӑн пуҫне тутӑрпа ҫыхнӑ, мӑйне пилешпе шӑлан ҫырлинчен тунӑ шӑрҫа ҫакса янӑ, ӑна ача пек ачашланӑ, унпа хӑйӗн тусӗ пек калаҫнӑ, ун-шӑн чирлӗ ҫыншӑн макӑрнӑ пек макӑрнӑ.
8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл чӗрене ҫиекен куҫҫульпе шӑппӑн макӑрнӑ, анчах нумайччен макӑрман: хуйхӑ савӑнӑҫпа хутшӑнса сапаланнӑ.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫӗнтерӳ кунӗ килсен, Авдотья татах тепӗр хут макӑрнӑ.Когда пришел День Победы, Авдотья еще раз горько выплакалась.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Йӑваш кӑмӑллӑ Прасковья та макӑрнӑ.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ӗҫсе ӳсӗрӗлсен, вӑл савӑннӑ, ӑслӑн калаҫнӑ, унтан вара макӑрнӑ, хӑйне кӑкӑрӗнчен чыша-чыша кӑшкӑрнӑ: «Хамах пӗлетӗп: Эпӗ талант!»
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Чӗчӗ ачисем макӑрнӑ, амӑшӗсем вӗсене салхуллӑн юрласа сиктернӗ.Плакали грудные младенцы, крикливо и уныло убаюкивали их женщины.
Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Серёжа сарай хыҫне кайса ларнӑ та, ачасем ан курччӑр тесе, хуллен макӑрнӑ.Сережа забирался за сарай и плакал там потихоньку, чтобы ребята не видели.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Пуҫланӑ улпут ачисем кӗтӳлле выляма: хӑшӗ ӗне пек мӗкӗрнӗ, хӑшӗ сысна пек ҫухӑрнӑ, хӑшӗ сурӑх пек макӑрнӑ.Начнут господские дети в стадо играть: кто мычит, кто хрюкает, кто блеет.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Унта вара, пуҫӗпе кӗтесе тӗренсе, кӳреннипе тухнӑ куҫҫульне ирӗк пачӗ те пӗр сассӑр макӑрчӗ, макӑрнӑ май куҫҫулӗпе пӗрле чӗринчи юнӗ юхса тухнӑ пек вӑйсӑрланса пычӗ.
XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫавӑн пек куҫҫульпе вӑл каччӑ кайсан ҫирӗм ҫул хушши макӑрнӑ, анчах юлашки ҫулсенче ун йӳҫӗ тутине манса кайнӑччӗ, офицер ун ҫине пӑхса илчӗ те, пит-куҫне йӗрӗнчӗклӗн пӗркелентерсе: — Эсир вӑхӑт ҫитмесӗрех ӳлетӗр, сударыня! Астӑвӑр, кайран сире куҫҫуль те ҫитмӗ! — терӗ тем систерсе.
X // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Арӑмӗ шӑппӑн макӑрнӑ, анчах нумай мар.
II // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.