Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

васкавлӑн сăмах пирĕн базăра пур.
васкавлӑн (тĕпĕ: васкавлӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара васкавлӑн вӑл ҫакӑн пек заметка ҫырчӗ:

Помоги переводом

Ҫухалнӑ председатель // Ник. Пушкин. «Капкӑн», 1935. — 3№ — 2–3 с.

Плащ аркине кӑштӑртаттарса васкавлӑн утакан ҫын умне Герасим Федотович хӑюллӑн тухса тӑчӗ:

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кӗҫех пӗр-пӗр ӑшӑ пӳрте ҫитсе кӗме ӗмӗтленекен виҫӗ ҫын вӑрӑммӑн тӑсӑлакан хура мӗлке еннелле пӗр-пӗринпе ӑмӑртса тенӗ пек васкавлӑн утрӗҫ: ачана та вӑй кӗнӗ тейӗн, вӑл та арҫынпа амӑшӗнчен пӗр юлмасӑр утрӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Аэродрома каярах ҫитсен билетсӑр юлма пултаратпӑр тесе хваттер хуҫи хӗрарӑмӗпе васкавлӑн сывпуллашрӗҫ те пӗрремӗш юр ҫуса шуратнӑ таса урама тухрӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

«Ман кӗҫӗр Юманлӑха ҫитмелле-ха», — тесе икӗ ҫамрӑкпа васкавлӑн сывпуллашрӗ те ялалла утрӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Пӑртакран Моляков кассир тыттарнӑ укҫа тӗркине кӑкӑр умӗнчи кӗсйине тирпейлӗн майлаштарса чикрӗ те алӑк хӑлӑпне васкавлӑн шырарӗ.

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Хускалми выртакан йӗкӗт ӳтне ҫӗре хучӗ те вӑл васкавлӑн ун анкарне тытрӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сылтӑм урипе кӑштах уксахласа, васкавлӑн, ним сас кӑлармасӑр, мӗнле килнӗ ҫапла Пинер куҫран ҫухалчӗ.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пушарпа кӗрешекенсем инкек вырӑнне васкавлӑн пырса ҫитнӗ, пушара вӗсем ҫийӗнчех сӳнтернӗ.

Пожарные в скором времени прибыли на место происшествия, пожар они немедленно потушили.

Ача пахчинче пушар тухнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34627.html

— Анне, — васкавлӑн тӑсрӗ сӑмахне вӑл, — эсӗ пире пиллетӗн пулсан, эпир ҫак шухӑшпах ыран Лена ашшӗ-амӑшӗ патне те ҫитесшӗн.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Унтан васкавлӑн: — Атьӑр, пӳрте кӗрӗпӗр, — терӗ те, ҫаврӑнса, пӑлтӑр патнелле йӑпӑшлатрӗ, унтан ун картлашкисемпе кӑчӑртаткаласа хӑштик-хӑштик хӑпарчӗ те тӗнкӗл-тӗнкӗл пӳртелле хыпаланчӗ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пыратӑп васкавлӑн хурӑнлӑхри прачакпа…

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл килӗшрӗ, анчах ларнӑ-ларманах васкавлӑн: — Эсир ҫырнӑ хушӑра манӑн та вӑрмана виҫӗ пуслӑх усӑ тӑвас-ха, — терӗ кулкаласа.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Илюш ӑна кӗскен те васкавлӑн: — Ҫӳрекелет-ха, анне паян кайман, — терӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл, тӑна кӗнӗ евӗр, аллине умри саппунӗпе васкавлӑн шӑлкаларӗ те: — Эй, тур, тур, астумарӑм-ҫке паллаштарма. Мана Пакша Марфи тесе чӗнеҫҫӗ, — терӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ватӑ ҫын васкавлӑн: — Мана Антон Трофимович тесе ятлаҫҫӗ, — терӗ шӳтлӗн хыткан та ҫирӗп аллисемпе ман алла чӑмӑртаса.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Чи пӑтӑрмахлӑ лару-тӑрура та эсир яланах пысӑкран та пысӑк ӑсталӑхпа палӑратӑр, васкавлӑн та кал-кал ӗҫлеме пӗлнине кӑтартатӑр.

Даже в самых экстремальных ситуациях вы всегда демонстрируете высочайшее мастерство, умение оперативно и слаженно действовать.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Ҫӑлавҫӑ кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/27/gla ... et-s-dnyom

Юрлакансем, клирос ҫинчен васкавлӑн анса, чиркӳрен тухса кайрӗҫ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ те килӗшетӗп, атте! — терӗ хавхаланса Микула, васкавлӑн тумланса, ачине тирпейлӗн йӑтрӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа та вӑл хуҫа хӑйӗн юлашки «ҫук» сӑмахне калама ӗлкӗриччен: — Ӗҫлеме ӳркенместӗп эпӗ. Ӑна эсӗ ху та пӗлетӗн! Халь мана пилӗк тенкӗ кирлӗччӗ, — терӗ васкавлӑн.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней