Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

асӑнмалӑх сăмах пирĕн базăра пур.
асӑнмалӑх (тĕпĕ: асӑнмалӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй ӗҫне пӗтерсен, Сахар сӗтел умнерех пычӗ, тулли черккине пуҫӗнчен те ҫӳле ҫӗклесе, пурин ҫине те ӑшшӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан: — Ытарайми ырӑ тӑванӑмсем, пӗр-пӗринпе сайра хутра ҫеҫ тӗл пулакан пултӑмӑр. Хальхинче эпӗ сире пӗр куна мар, эрне тесен эрне те хӑналама чӗнтӗм. Пурсӑр та кӑмӑл тӑраниччен ӗҫсе ҫийӗр, юрлӑр та ташлӑр, савӑнӑр! Ӗмӗр асӑнмалӑх пултӑр. Пурне те ман пек ӗҫме сӗнетӗп, — терӗ те вӑл, аллинчи черккене пушатса та хучӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тупа тунӑ хыҫҫӑн воевода ҫыннисем вӗсене кашнине асӑнмалӑх парне тыттараҫҫӗ.

Помоги переводом

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Асӑнмалӑх мӗн парас тесе шутларӑм-шутларӑм та ҫак калака парса ярас терӗм.

Помоги переводом

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Асӑнмалӑх ак ҫакна пар эс ӑна манран, хаджи.

Помоги переводом

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку вӑл Семен Микулинскишӗн ӗмӗр асӑнмалӑх ырӑ ӗҫ тунӑ старик пулчӗ.

Помоги переводом

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ух, ӗмӗр асӑнмалӑх тавӑратӑп виҫсӗре те уншӑн.

Помоги переводом

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӑртак мар, ӗмӗр асӑнмалӑх кӑтартатпӑр хамӑр вӑя, — лӑпкарӗ ӑна ҫурӑмран Элӗк.

Помоги переводом

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑн чухне чаплӑ ят илтрӗм асӑнмалӑх

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пысӑк тав сана, ырӑ ҫыннӑм, — илтетӗп анне сассине, — эсӗ пирӗншӗн ӗмӗр асӑнмалӑх ҫын пулатӑн…

Помоги переводом

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унтан пурте пӗрле асӑнмалӑх сӑн ӳкерттерчӗҫ.

Помоги переводом

50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Ҫынсенчен илтнисене хам валли асӑнмалӑх ҫыра-ҫыра хуратӑп.

Я записываю все истории, что слышу от разных людей.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Е ытларах та-и. Атя, асӑнмалӑх усратӑр ӗнтӗ ман ҫӗтӗк калпака.

Или может и поболее. Ладно уж, на память пусть подержит мою рваную шапочку.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Каччине хӗр парнеленӗ Асӑнмалӑх шур кӗпе.

Помоги переводом

Эп каларӑм ҫӗмӗрте // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 282 с.

Ун вырӑнне пӗрерӗшне тытсан вара пӗтӗм ял пуҫтарӑнать, темиҫе ҫул асӑнмалӑх калаҫу пулать…

А уж если изловит кто косолапого, вся деревня соберется и долго еще будут вспоминать, как все было…

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӑлтавӗ пур-тӑр асӑнмалӑх Ҫак тараватлӑ ҫут ире.

Помоги переводом

XXXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Курап: юлман-мӗн асӑнмалӑх, Пулман телейӗм сан ҫумра».

Помоги переводом

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хушаканни пуласчӗ манӑн, Ларасчӗ ҫутӑ тӗпеле, Ыр ӗҫ тӑвасчӗ асӑнмалӑх, Кӳресчӗ ҫынсене телей.

Помоги переводом

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӗсен асӑнмалӑх калаҫуне ҫулпа иртсе пыракан паллакан хӗрарӑм, Марине, чарчӗ.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Асӑнмалӑх пурӑнтӑр тет.

Помоги переводом

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ватӑсем унран асӑнмалӑх автограф та ыйтнӑ, Альбина Юрату никама та хирӗҫлемен, алӑ пусса панӑ.

Старики даже просили у нее на память автограф, Альбина Юрату никому не отказала, всем оставила автограф.

Альбина Юрату Шупашкарти ватӑсемпе тӗл пулнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33223.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней