Поиск
Шырав ĕçĕ:
36. Эсӗ мана Хӑвӑн ҫӑлакан хулканна паратӑн, Санӑн ырӑлӑху мана асла кӑларать.36. Ты даешь мне щит спасения Твоего, и милость Твоя возвеличивает меня.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӗ Манӑн Давид чурама ҫапла кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ сана Хамӑн Израиль халӑхӗн ҫулпуҫӗ пулма сурӑх кӗтӗвӗ кӗтнӗ ҫӗртен илтӗм; 9. вара, эсӗ ӑҫта ҫӳресессӗн те, пур ҫӗрте те Эпӗ санпа пӗрле пултӑм, хӑвӑн умӑнтах мӗнпур тӑшманна тӗп турӑм, санӑн ятна, ҫӗр ҫинчи аслӑ ҫынсен ячӗ пек, асла кӑлартӑм.
2 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа чухӑна кӑларать те пуйтарать, мӗскӗне хӑварать те асла кӑларать.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫав кун Ҫӳлхуҫа Иисуса пӗтӗм Израиль халӑхӗ умӗнче асла кӑларнӑ, вара унран Моисейрен мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпе хӑраса пурӑннӑ пекех хӑрама пуҫланӑ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: ҫак кун Эпӗ сана пӗтӗм Израиль [ывӑлӗ] умӗнче асла кӑларма пуҫлатӑп — пӗлччӗр вӗсем: Эпӗ Моисей тӗлӗшӗнчен мӗнле пулнӑ, сан тӗлӗшӗнчен те ҫавӑн пекех пулӑп; 8. эсӗ вара саккун арчине ҫӗклесе пыракан священниксене ҫапла хуш, ҫапла кала: Иордан шывне кӗрсессӗнех, Иорданта чарӑнса тӑрӑр, те, тенӗ.
Нав 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иофор каланӑ: сире Египет ҫыннисен аллинчен, фараон аллинчен хӑтарнӑ, ҫакӑ халӑха Египет ҫыннисен пусмӑрӗнчен хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ; 11. халӗ пӗлтӗм ӗнтӗ: Ҫӳлхуҫа пур турӑран та аслӑ, хӑйсене Израиль ҫыннисенчен асла хуракансене Вӑл ҫакна кӑтартрӗ, тенӗ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иосиф ӑна каланӑ: тӗлӗкӳ акӑ мӗне пӗлтерет: виҫӗ турат вӑл — виҫӗ кун; 13. виҫӗ кунран фараон сана асла кӑларӗ те сана каялла хӑвӑн вырӑнна тавӑрӗ, эсӗ вара хӑв ун патӗнче эрех парса тӑнӑ чухнехи ӗлӗкхи йӑлапа фараонӑн куркине унӑн аллине тыттарӑн; 14. хӑвна аван пулсассӑн, мана асна илсем, маншӑн ырӑ ӗҫ тусам, ман ҫинчен фараон умӗнче сӑмах хушсам, мана ҫак ҫуртран хӑтарсам: 15. мана еврейсен ҫӗрӗнчен вӑрласа килчӗҫ; эпӗ кунта та хама тӗрмене лартмалли ӗҫ нимӗн те туман, тенӗ.
Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫак ҫын асла тухнӑ, вӑл, ытларан ытла ҫӗкленсе, питех те асла тухса кайнӑ.13. И стал великим человек сей и возвеличивался больше и больше до того, что стал весьма великим.
Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӑл ҫапла каланӑ: эпӗ — Авраам чури; 35. Ҫӳлхуҫа Турӑ манӑн хуҫама питех те пиллерӗ, вӑл асла тухрӗ: Ҫӳлхуҫа ӑна сурӑхсемпе вӑкӑрсем, кӗмӗлпе ылтӑн, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем, тӗвесемпе ашаксем пачӗ; 36. Сарра, манӑн хуҫамӑн арӑмӗ, ватӑлса ҫитсессӗн манӑн хуҫама [пӗр] ывӑл ҫуратса пачӗ, хуҫамӑм хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех ывӑлне пачӗ; 37. хуҫамӑм мана тупа тутарса каларӗ: манӑн ывӑлӑм валли арӑм хам пурӑнакан ҫӗрти ханаансен хӗрне ан ил, 38. манӑн аттем килне, манӑн тӑванӑмсем патне кай, манӑн ывӑлӑм валли арӑм [ҫавӑнтан] илӗн, терӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.