Поиск
Шырав ĕçĕ:
54. Ҫӗр аллӑ виҫҫӗмӗш ҫулта, иккӗмӗш уйӑхра, Алким ӗнтӗ Турӑ Ҫурчӗн шалти картиш хӳмине ишсе антарма, пророксем тунӑ ӗҫе аркатса тӑкма хушнӑ, аркатма тытӑннӑ та.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Патша ӗҫӗсене Евфрат шывӗнчен пуҫласа Египет чикки таранах туса тӑма Лисий ятлӑ пӗр чаплӑ ҫынна, патша йӑхӗнчен тухнӑскере, парса хӑварнӑ, 33. ывӑлне те, Антиоха, хӑй таврӑниччен пӑхса усрама ӑнах шанса парса хӑварнӑ; 34. мӗн-мӗн тумаллине — хӑй палӑртса хунине — тума хушса, Иудейӑпа Иерусалим ҫыннисем тӗлӗшӗнчен мӗн тумаллине каласа, вӑл ӑна ҫарне те ҫуррине, сӑланӗсене те парса хӑварнӑ, 35. Иудейӑпа Иерусалим ҫыннисене хирӗҫ ҫар ярса Израиль вӑй-хӑватне, Иерусалим йӑлкӑмне тӗппипе ҫӗмӗрсе тӑкма, ҫав вырӑнта вӗсен ячӗ те юлмалла мар аркатма, 36. вӗсенӗн пӗтӗм ҫӗрӗ ҫине ют халӑх ывӑлӗсене вырӑнаҫтарса, ҫӗрне шӑпа ярса уйӑрма хушнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унӑн юханшывӗсем сӑмала пулӗҫ, унӑн тӑприйӗ кӳкӗрт пулӗ; унӑн ҫӗрӗ ҫунса тӑракан сӑмала пулӗ: 10. кӑнтӑрла та, ҫӗрле те сӳнмӗ; унӑн тӗтӗмӗ ӗмӗрӗпех йӑсӑрланса тӑрӗ; ҫӗр вара йӑхран йӑхах пуш-пушӑ выртӗ; ун ҫийӗн ӗмӗрӗпе те никам та утса иртеймӗ; 11. унта тӑманапа чӗрӗп хуҫаланӗ; вӑл ҫӗре ӳхӗпе ҫӑхан вырӑнаҫӗ; аркатма палӑртса вӗрен карӑнтарӗҫ, ӑна тӳп-тӳрӗ антарӗҫ.
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20-21. Ҫавӑ кун, Ҫӳлхуҫа ҫӗре аркатма пуҫласассӑн, Унран хӑраса, Унӑн мухтавӗнчен, аслӑлӑхӗнчен хӑраса, сӑрт хушӑкӗсемпе ту ҫурӑкӗсене тарса пытаннӑ чухне хӑйӗн кӗмӗл йӗрӗхӗсемпе ылтӑн йӗрӗхӗсене — пуҫҫапма тунӑскерсене — этем каюрасемпе ҫара ҫерҫисене пӑрахса парӗ.
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫа ҫӗре аркатма пуҫласассӑн, Унран хӑраса, Унӑн мухтавӗнчен, аслӑлӑхӗнчен хӑраса, ҫынсем ту ҫурӑкӗсене, шӑтӑк-путӑка тарса пытанӗҫ.
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ун хыҫҫӑн Елеазар — Ахоха ывӑлӗн Додонӑн ывӑлӗ; вӑл — вӑрҫа пуҫтарӑннӑ филистимсене тӑрӑхласа-илӗртсе кӑларнӑ чухне Давидпа пӗрле пулнӑ виҫӗ паттӑртан пӗри; 10. израильсем вӗсене хирӗҫ тухнӑ та, вӑл филистимсене аркатма тытӑннӑ, ӗшеннӗ алли хӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса ларичченех ҫапӑҫнӑ.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Савее ӗнтӗ Авел-Беф-Мааха хулинче хӑваласа ҫитнӗ; хулине хупӑрласа илнӗ; хула ҫумне тӑпрас купаласа хӳме патнех ҫывӑхарнӑ, Иоавпа пӗрле пынӑ ҫынсем пурте хӳмене аркатма тӑрӑшнӑ.
2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Анчах аммонсен ҫулпуҫӗсем Аннона, хӑйсен хуҫине, ҫапла каланӑ: Давид санӑн аҫуна хисепленӗрен йӑпатакансем янӑ тесе шутлатӑн-им эсӗ? хула пӑхма, унта мӗн пуррине курса кайма, кайран ӑна килсе аркатма яман-и Давид хӑйӗн тарҫисене? тенӗ.
2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑнпа Адониседек — Иерусалим патши — Хеврон патши Гогам патне, Иармуф патши Фирам патне, Лахис патши Яфий патне, Еглон патши Деавир патне ҫынсем янӑ, вӗсене: 4. «Килӗр, пулӑшӑр мана, Иисуспа, Израиль ывӑлӗсемпе килӗшӳ тунӑшӑн Гаваона ҫапса аркатма пулӑшӑр» тесе калама хушнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Общество-политика лару-тӑрӑвне хускантарса яма, йӗркеленсе ҫитнӗ ҫирӗплӗхе аркатма хӑтланакан уйрӑм тӗслӗхсем тӗл пулаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945