Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем манӑнне хӗрӗх лаша илсе кайрӗҫ, анчах вӗсемшӗн ҫителӗклӗ ылттӑн укҫа тӳлесе хӑварчӗҫ.Они взяли у меня сорок лошадей, но заплатили за них прекрасными золотыми монетами…
XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Лаша ҫурӑмӗ ҫинче икӗ михӗ ӑшӗнче Эвтибидӑн ылттӑн пулнӑ.На спине лошади висели два небольших мешка с золотом, принадлежавшим Эвтибиде.
XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Сулахай енне вӑл вӑрӑм ылттӑн вӑчӑра вӗҫҫӗн пӗчӗк хӗҫ ҫакса янӑ.
XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хӗвел тин ҫеҫ тухса, ҫывӑхри сӑртсене, ешерекен виноград йывӑҫӗсене, сарӑрах сӑнлӑ тырӑсемпе чечекленекен ҫарансене ылттӑн тӗспе ҫутатнӑ вӑхӑтра римлянсен авангарчӗ гладиаторсем патне ҫитрӗ.
XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пӗлӗт татӑкӗсем кӗренленчӗҫ, унтан, хӗрелсе кайса, йӑлтӑртатса тӑракан ҫӳхе ылттӑн ҫурхах пек пулса тӑчӗҫ, вара унччен хуп-хура выртакан ту сасартӑк йӑмӑх ҫутӑпа ҫуталса кайрӗ; унпа пӗрлех сӗм вӑрмансемпе витӗннӗ сӑртсем те, кӗл тӗслӗ кӑвак лавӑсем хушшисенче кичемлӗн хуралса выртакан тӗпсӗр хушӑксем те, чечекленекен тӑвайккисем те курӑнакан пулчӗҫ.
XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ылттӑн каскӑсемпе.
Пушар сӳнтерни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Стрелкисем унӑн ылттӑн, цифрисене те ылттӑн паллӑсемпе ҫырнӑ.У них стрелки золотые, и часы написаны тоже золотыми буквами.
Хӗрлӗ площадь // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Унӑн тӳммисем ылттӑн.
Эпир «Мускав» ятлӑ гостиницӑра // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Кӗпӗрленсе тӑнӑ халӑх ылттӑн коронӑллӑ Ирод патша ҫине тинкерет, тейӗн ҫав, е качака ҫавӑтан Антон ҫине пӑхать, тейӗн; вертеп хыҫӗнче сӗрмекупӑс нӑйкӑшса янӑрать, цыган та хӑйӗн аллисемпе тутисене тиверткелесе параппан янӑратнӑ пек тӑвать, хӗвел анать акӑ, кӑнтӑрти каҫ сулхӑнӗ ӳтлӗ ял хӗрарӑмӗсен чечен хулпуҫҫийӗсемпе кӑкӑрӗсене хытӑрах ҫупӑрласа, сарӑмсӑр хӗсӗнет.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Ҫак тумтирсем пӗрле пӑтрашса тӑни Иван Ивановича тӗлӗнсе пӑхмаллах илентерчӗ; ҫав вӑхӑтрах хӗвел ҫути те тӗллӗн-паллӑн курӑнакан кӑвак та симӗс ҫанӑсем ҫине е ылттӑн ука ҫине ӳкет, е шпагӑн шӗвӗр вӗҫӗнче вылянса йӑлкӑшать те, леш, ялсем тӑрӑх кӑтартса куҫса ҫӳрекен ҫапкаланчӑксен вертепӗ евӗрлӗ ӑсран каймалла йӑлтӑртатать.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Унтан ешӗл курӑк тӗслӗ, пилӗк пус укҫа калӑпӑш тӳмеллӗ, сӑкман майлӑ тумтирӗн арки вӗлкӗшрӗ, ҫав аркӑ хушшинчен мал енчен сарлака хушӑллӑ ылттӑн пастарпа тыттарнӑ жилет курӑнса кайрӗ.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
— Ҫук, эпӗ сирӗн деспотла законӑрсене пӑсма, сирӗн тӳсме ҫук ылттӑн сӑнчӑрӑрсене татма тӑрӑшакан хӗрарӑм ҫеҫ; эсир, тӗнчене ҫӗнтерекенсем, вӗсемпе хӑвӑр хӗрарӑмӑрсене алӑ-ураранах ҫыхса лартрӑр!
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Префикӑсем хыҫҫӑн музыкантсен ҫӗнӗ ушкӑнӗ сывлӑша хурлӑхлӑ кӗвӗсемпе тултарса утса пырать, музыкантсем хыҫҫӑн Сулла енче ҫапӑҫнӑ легионсем пыраҫҫӗ, вӗсем ылттӑн веноксем йӑтнӑ, веноксен шучӗ икӗ пинрен те иртет.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ку кӗлеткене вӑл Дельфӑри чиркӳрен илсе килнӗ те яланах мӑйӗ ҫинче ылттӑн вӑчӑрапа ҫакса ҫӳренӗ.Он вывез ее из Дельфийского храма и почти всегда носил эту статуэтку на шее — на золотой цепочке.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Аполлон ятне асӑннӑ чухне Сулла сылтӑм аллипе ҫав туррӑн ылттӑн статуэткине сӗртӗнчӗ.Призывая имя Аполлона, Сулла коснулся правой рукой золотой статуэтки этого бога.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫыннисем варварсем е тӗттӗм гладиаторсем пулсассӑн, тата манӑн аллӑмра ылттӑн пек шанчӑклӑ япала пур чухне пушшех, илӗртме пултаратӑп.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Каллех айккипе вӑрманлӑ ҫырансем, ылттӑн хӑйӑрлӑ вӗри пляжсем шуса юлаҫҫӗ, Костьӑна хирӗҫ чупать те чупать ялтӑртатса таракан яп-яка та кӑн-кӑвак ҫул.
Эпир курнӑҫӑпӑр-ха // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Ун ҫийӗн шӗвӗ тӗтӗм пек ҫӑмӑл кӑна тӗтре пӑсланать, анчах вӑл шыв ҫинчен ҫӗкленнӗ ӗнтӗ, кукленсе ларса пӑхсан, тӗтрепе шыв хушшинчен те утравӑн, те аякри ҫыранӑн ылттӑн тӗслӗ хӑйӑрӗпе симӗс курӑкӗсем курӑнаҫҫӗ.
Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Картузӗсем ҫинче вӗсен «крабсем» — ылттӑн ҫулҫӑсемпе хупӑрланӑ ылттӑн якорьсем.На фуражках у них «крабы» — золотые якоря, окруженные золотыми листиками.
Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Вӗсен чӑлт шурӑ аллисем, кӑшт ҫеҫ витӗннӗ кӑкӑрӗсемпе олимпла хулпуҫҫийӗсем ылттӑн та ахах, яшма та рубин пӗрчисемпе йӑлтӑртатаҫҫӗ.
IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.