Поиск
Шырав ĕçĕ:
40. Дан ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсене ҫиччӗмӗш шӑпа тухнӑ; 41. вӗсен ҫӗрне ҫак хуласем кӗнӗ: Цора, Ештаол тата Ир-Шемеш, 42. Шаалаввин, Аиалон тата Ифла, 43. Елон, Фимнафа тата Екрон, 44. Елтеке, Гиввефон тата Ваалаф, 45. Игуд, Бене-Верак тата Гаф-Риммон, 46. Ме-Иаркон, Ракон тата Иоппи ҫывӑхӗнчи ҫӗрсем.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Неффалим ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсем илнӗ еткер ҫӗр ҫакӑ; вӗсенӗн хулисемпе ялӗсем ҫакӑ.39. Вот удел колена сынов Неффалимовых по племенам их; вот города и села их.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Улттӑмӗш шӑпи Неффалим ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене тухнӑ; 33. вӗсен ҫӗрӗн чикки Хелеф патӗнчен [тата] Цананнимри юманлӑх патӗнчен Адами-Некев енне, Иавнеил енне каять, Лаккум патне ҫитет, Иордан хӗррине ҫитсе тухать; 34. ку тӗлтен чикӗ анӑҫ енне ҫаврӑнса Азноф-Фавор енне каять, унтан Хуккок патнелле кайса кӑнтӑр енчен Завулон ҫӗрӗн чиккине пырса тухать, анӑҫ енчен Асир ҫӗрӗ патне тухать, тухӑҫ енчен Иордан хӗррине Иуда чиккине ҫитет.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Асир ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсем илнӗ еткер ҫӗр ҫакӑ; вӗсенӗн хулисемпе ялӗсем ҫакӑ.31. Вот удел колена сынов Асировых, по племенам их; вот города и села их.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Пиллӗкӗмӗш шӑпи Асир ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсене тухнӑ; 25. вӗсене ҫак хуласем тивнӗ: Хелкаф, Хали, Ветен тата Ахсаф, 26. Аламелех, Амад тата Мишал; вӗсен ҫӗрӗн чикки анӑҫ енче Кармил патне, Шихор-Ливнаф патне ҫитет; 27. тепӗр еннелле — хӗвел тухӑҫӗ еннелле — Беф-Дагон патне ҫитет, ҫурҫӗр енчен Завулон ҫӗрӗпе Ифтах-Ел айлӑмӗ ҫумнех пырать, [Асафа чиккине ҫитет,] Беф-Емек патӗнчен, Неиел патӗнчен иртсе Кавул патне сулахай енчен пырса тухать.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иссахар ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсем илнӗ еткер ҫӗр, вӗсен хулисемпе ялӗсем ҫакӑ пулнӑ.23. Вот удел колена сынов Иссахаровых по племенам их; вот города и села их.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тӑваттӑмӗш шӑпи Иссахара, Иссахар ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене, тухнӑ; 18. вӗсене ҫак хуласем тивнӗ: Изреель, Кесуллоф тата Сунем, 19. Хафараим, Шион тата Анахараф, 20. Раввиф, Кишион тата Авец, 21. Ремеф, Ен-Ганним, Ен-Хадда тата Беф-Пацец; 22. вӗсен ҫӗрӗн чикки Фавор, Шагацима тата Вефсамис патӗнчен иртсе Иордан патне ҫитсе тухать: пурӗ — вунултӑ хула тата вӗсен ялӗсем.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Завулон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем илнӗ еткер ҫӗр, вӗсенӗн хулисемпе ялӗсем ҫакӑ пулнӑ.16. Вот удел сынов Завулоновых, по их племенам; вот города и села их.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Виҫҫӗмӗш шӑпи Завулон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене тухнӑ, вӗсен ҫӗрӗн чикки Сарид патне ҫитичченех тӑсӑлса пынӑ; 11. вӗсен чикки тинӗс енне, Марала патнелле, хӑпарать те Дабешеф патне ҫитсе Иокнеам умӗнчи юхӑм шыв патнех ҫитет; 12. Сарид патӗнчен каялла, тухӑҫ еннелле, хӗвелтухӑҫ еннелле, Кислоф-Фавор чиккине ҫити каять; кунтан Давраф патӗнчен иртсе Иафия патнелле улӑхать; 13. кунтан тухӑҫалла каять, Геф-Хефер, Итту-Кацин патӗнчен иртсе Риммон, Мифоар, Нея еннелле каять; 14. вара чикӗ Ханнафон патӗнчен ҫурҫӗр енчен пӑрӑнса каять те Ифтах-Ел айлӑмне ҫитсе тухать; 15. вӗсене тата Каттаф, Нагалал, Шимрон, Идеала, Вифлеем хулисем тивнӗ: пурӗ — вуникӗ хула тата вӗсен ялӗсем.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӗрне вара Симеон ывӑлӗсен [йӑхне] Иуда ывӑлӗсен ҫӗрӗнчен уйӑрса панӑ, мӗншӗн тесессӗн Иуда ывӑлӗсенӗн пайӗ вӗсемшӗн ытлашшипех пысӑк пулнӑ, ҫавӑнпа та Симеон ывӑлӗсем вӗсенӗн ҫӗрӗ хушшинче ҫӗр илнӗ.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Симеон ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсем илнӗ еткер ҫӗр ҫакӑ пулнӑ.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иккӗмӗш шӑпи Симеона, Симеон йӑхӗн ӑрӑвӗсене, тухнӑ; вӗсен ҫӗрӗ Иуда ывӑлӗсен ҫӗрӗ хушшинче пулнӑ.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вениамин ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем илнӗ еткер ҫӗр ҫакӑ пулнӑ.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене шӑпа тӑрӑх тухнӑ ҫӗрӗ Иуда ывӑлӗсемпе Иосиф ывӑлӗсен ҫӗрӗ хушшинче пулнӑ; 12. ҫав ҫӗрӗн ҫурҫӗр енчи чикки Иордан патӗнчен пуҫланса Иерихон ҫумӗпе ҫурҫӗр енчен иртсе каять те анӑҫалла пӑрӑнать, ту ҫине хӑпарса Бефавен пушхирне пырса тухать; 13. унтан чикӗ Луз енне каять, Лузӑн — урӑхла каласан Вефиль теекен хулан — кӑнтӑр еннелле пырса Анатри Беф-Оронӑн кӑнтӑр енче ларакан Атароф-Адар тӑвӗ патнелле анать; 14. унтан чикӗ кӑнтӑралла пӑрӑнать те Беф-Оронран кӑнтӑр енчи сӑртран кӑнтӑр енне тинӗс патнелле сулӑнать, вара Кириаф-Ваал патне — урӑхла каласан Кириаф-Иарим патне, Иуда ывӑлӗсен хули патне — ҫитсе тухать.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. [Малтанхи] шӑпа Вениамин ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене тухнӑ.11. [Первый] жребий вышел колену сынов Вениаминовых, по племенам их.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Манассия [ывӑлӗсен] ҫӗр чикки Асир патӗнчен пуҫласа Сихем тӗлӗнчи Михмефаф еннелле пырать; унтан чикӗ сылтӑмалла, Ен-Таппуах ҫыннисем пурӑнакан вырӑналла, каять.
Нав 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Манассияна ҫапла, Иордан леш енчи Галаадпа Васансӑр пуҫне, тата вунӑ пай ҫӗр тивнӗ, 6. мӗншӗн тесессӗн Манассия [ывӑлӗсен] хӗрӗсем арҫынсемпе тан ҫӗр илнӗ, унсӑр пуҫне Манассия ывӑлӗсене Галаад та тивнӗ.
Нав 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Манассиян ытти ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене те — Авиезер ывӑлӗсене, Хелек ывӑлӗсене, Асриил ывӑлӗсене, Шехем ывӑлӗсене, Хефер ывӑлӗсене, Шемида ывӑлӗсене — пурне те еткер ҫӗр уйӑрса панӑ.
Нав 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ефрем ывӑлӗсен йӑхне ӑрусерен валеҫсе панӑ еткер ҫӗр ҫакӑ ӗнтӗ, 9. ку вӑл — Ефрем ывӑлӗсене Манассия ывӑлӗсен ҫӗрӗнчен уйӑрса панӑ хуласемпе вӗсен таврашӗнчи ялсем.
Нав 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иуда ывӑлӗсен йӑхне ӑрусерен уйӑрса панӑ еткер ҫӗр ҫакӑ пулнӑ: 21. Идумея ҫӗрӗпе юнашар, кӑнтӑр енче, Иуда ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене ҫак хуласем тивнӗ: Кавцеил, Едер тата Иагур, 22. Кина, Димона, Адада, 23. Кедес, Асор тата Ифнан, 24. Зиф, Телем тата Валоф, 25. Гацор-Хадафа, Кириаф, Хецрон, тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Гацор, 26. Амам, Шема тата Молада, 27. Хацар-Гадда, Хешмон тата Веф-Палет, 28. Хацар-Шуал, Вирсавия тата Визиофея, [вӗсенӗн ялӗсемпе хула таврашӗнчи ҫӗрӗсем,] 29. Ваала, Иим тата Ацем, 30. Елфолад, Кесил тата Хорма, 31. Циклаг, Мадмана тата Сансана, 32. Леваоф, Шелихим, Аин тата Риммон: пурӗ ҫирӗм тӑхӑр хула тата вӗсен ялӗсем.
Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.