Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Шур сăмах пирĕн базăра пур.
Шур (тĕпĕ: шур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урам тӑрӑх шур пӳрт лартрӑм, Чӳречисем умне пахча чӗртрӗм.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шур чӗр ҫитти хура вӗҫ; Ӑмма макран хуракуҫ?

Помоги переводом

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ик шур тутӑр пӗр вӗҫрен, Хачӑ касрӗ, уйӑрчӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вӑл ялтан яла ҫӳресе чӑвашсене ырӑ хыпар, Хусан леш енчен, Шур Атӑл тӑрӑхӗнчен пирӗн еннелле хресчен патши килме тухнине пӗлтерет тет.

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Утаманӗ хамӑр ҫын, Маттур тӗреклӗ арҫын, Шур Атӑлра пулнӑ чух Паллашсаччӗ виҫӗм ҫул, Вӑл ун чухнех ытарса Систернӗччӗ калаҫса.

Помоги переводом

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Вӑхӑт ҫитрӗ, тет, ӗнтӗ Шур Атӑлти ӗмӗте — Ирӗк пурнӑҫ илемпе Пурнӑҫ вырӑнне кӳртме.

Помоги переводом

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑрман урлӑ каҫнӑ чух Хӑмӑр палан тӗл пултӑм, Хир-хир урлӑ килнӗ чух Шур урхамах тӗл пултӑм.

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах йӗрнипе, те тӗшмӗш йӗркипе Хӑрах куҫа шур илчӗ тӗппипе.

Помоги переводом

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫӳллӗ шур пашнере вӑл ларать тӗрмере, Мӗншӗнне-мӗнне хӑй те пӗртте пӗлмест, Патирекпе эпӗ юлтӑмӑр ирӗкре Утсене пӑхма, пире никам та тивмест.

Помоги переводом

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӗнтӗ, паллах, шур шел мар, Улӑх калла таврӑнсан.

Помоги переводом

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мӗскер питех хаклӑ шур?

Помоги переводом

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шур Атӑлта сивӗ ҫил, Хаярланать кунран кун.

Помоги переводом

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шур Атӑлтан тавӑрать Ентимӗр хай уртине.

Помоги переводом

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шур тумтирлӗ халах кӑткӑ пек тӑрӑшать, Ӳле кӗпе ҫулнӑ май уҫӑлтарса варкӑшать.

Помоги переводом

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анатран е туран кимӗсем курӑнсан — Утрав ҫинче паллӑ тӗтӗм йӑсӑрлансан, Вара виҫӗ ывӑлӗ хайсем пек ушкӑнпа Шур лачака тӑрӑх шӑваҫҫӗ хырӑмпа: Кимӗсем кӑмӑллӑ парнене памасан, Ҫыранпа та ан ут пуҫу хаклӑ пулсан.

Помоги переводом

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сившу хӗрсем ҫитрӗҫ уйрӑм пӗр ушкӑн, Куҫ тулли илемлӗ курса тӑмашкӑн, Пуринчен те ачашрах Чӗкеҫ курӑнать, Пур каччӑн та куҫӗ ӑна асӑрхать, Ушкӑн, ушкӑн, хӗр ушкӑнӗ — Шур хур ушкӑн евӗрлӗ, Йӗшкӗн каччӑн вӗт ушкӑнӗ Ҫӳлти хӑлат манерлӗ.

Помоги переводом

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӗрлӗ ҫыран сылтӑм енпе Шур тӑпраллӑ уй выртать, Ҫултан сулах Сухатӳпе Уйӑн ячӗ асланать.

Помоги переводом

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ялт! сиксе ут ҫинчен анать те Кӗрсе каять ҫӳллӗ шур пӳрте.

Помоги переводом

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӗрлӗ умлӑ шур кӗпи Капӑр курӑнтӑр: Сарӑ хӗрсен кӑмӑлӗпе Пире пӑхӑнтӑр.

Помоги переводом

Юрӑ умӗнхи // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шур тӗтре витӗр кӗпер кӑштах палӑрать.

Помоги переводом

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней