Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Тахҫан сăмах пирĕн базăра пур.
Тахҫан (тĕпĕ: тахҫан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анни, Хӗветли, Укахви… — тахҫан пӗрре ҫӗр ҫине килсе кайнӑскерсемех.

Помоги переводом

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл тахҫан ялӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енӗпе таҫта ҫитиех сарӑлса выртакан мӑн хура вӑрманпа пӗрлешсех тӑнӑ пулмалла, халӗ вӑл ялпа хӗрлӗ хӑйӗн «амӑ-шӗнчен» пӗр ҫур ҫухрӑма татӑлса юлнӑ.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тахҫан пӗве пулнӑ ҫакӑнта.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Эпӗ, Данил Макаровича кӑлӑх калаҫтарса хавшатас мар тесе, туалет йӗркисене пурне те, хам шутпа, тӗплӗ турӑм: тахҫан шкулта вӗрентнӗ гимнастика упражненийӗсене те аса илсе хуҫкалантӑм, хырӑнтӑм, ваннӑна кӗрсе ҫӑвӑнтӑм.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ҫапах вӑхӑтсӑр мухтанса хумарӗ вӗт-ха вӑл, «ҫемйипӗх тракторпа ӗҫлӗпӗр», тесе тахҫан малтан каласа хумарӗ…

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Тахҫан Бианка пӗрле савӑнӑҫлӑн, телейлӗн чупса пынӑ ҫулпа пӗр-пӗччен утма питех те кичеммӗн.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тахҫан икӗ ҫул ӗҫленӗччӗ ҫав кӳршек-чӳлмек артелӗнче.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тахҫан чӳлмек тунӑ теменччӗ-и эсӗ, Тимофей Иванч?

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тахҫан калама ҫук чипер каччӑ пулнӑ-тӑр-ха ӗнтӗ ку вырӑс.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тахҫан авал мар, вӑтӑр пилӗк-хӗрӗх ҫул каялла кӑна-ха «полуторка» ҫине тем курнӑ пек пӑхмастӑмӑр-и?

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анчах… тахҫан юратнӑ-ҫке эпӗ сана, Ҫтаппан.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тахҫан, халӑх чухӑн пурнӑҫпа пурӑннӑ чухне, тӗлӗнтернӗ те пуль кун пек пархатарлӑхпа.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Вилтӑпри тавра тытӑр тесе, атте вилес умӗн тахҫан малтан тимӗр карта тутарнӑччӗ — ҫав картана та сутса ячӗ Ҫтаппан, — тарӑхса аса илет Анюк.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тахҫан илтнӗччӗ ҫав, илтнӗччӗ Ҫтаппан салтак пулнӑ хӗре качча илнӗ, арӑмӗпе пит те мухтанать, тенине.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫав вӑхӑтрах, тахҫан авал пирӗн чӗлхене арап чӗлхинчен, ҫавӑн пекех мари, иран, тутар чӗлхисенчен лекнисем пӗрре те канӑҫсӑрлантармаҫҫӗ.

Помоги переводом

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Ҫавӑн пирки ӗнтӗ тахҫан Панковран хӑранӑ, халь — Семен Семеновичран.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тахҫан хӑй мӗн ҫырнине пӗрре, тепре вуласа тухать те, ӑна чун-чӗре тулли хавхалану ҫавӑрса илет:

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тахҫан пирӗн яла хӑвӑн ирӗкӳпе ӗҫлеме пынӑччӗ пулас, халь акӑ ӑна пӗр хӗрхенмесӗр тиркетӗн.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл, тахҫан пӗрре ресторанта Нарспи Гавриловна сӗтел хушшинче темле арҫынпа юнашар ларнине асӑрханӑскер, пӗтӗмпех ӑнланчӗ: ку алӑк хупӑ уншӑн.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тахҫан, ҫамрӑкрах чух, шкул ҫине алӑ сулса пӗр хушӑ вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлерӗм.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней