Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл яланах никампа та килӗшместчӗ, пуринпе те хирӗҫ тавлашатчӗ, пурне те тӳрӗ сӑмах каласа паратчӗ, кашни праҫникре тенӗ пекех вара ӑна ҫавӑншӑн певчисем те кам хӗртме пултарать, камӑн хӗнес килет, ҫавсем пурте шутсӑрах хытӑ хӗнетчӗҫ.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл килте пуринпе те хӑйне пӗр тикӗс тытатчӗ, нихҫан ҫынна малтан чӗнместчӗ, ыйтнисене хирӗҫ темле ӑраснах ҫепӗҫӗн те кӗскен ответлетчӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ аҫа ҫуринче «Аван ӗҫӗн», хам нихҫан та манас ҫук ҫынӑн пек енсене шыраса тупма пуҫларӑм, ҫав ҫынна тата Королевӑна эпӗ хама кӗнекесем чи лайӑххи мӗн параҫҫӗ, ҫавӑнпа пуринпе те хитрелетсе хураттӑм, хамӑн чи тасине, вуланипе ҫуралса тухнӑ мӗнпур фантазисене эпӗ вӗсене парса тӑраттӑм.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл пуринпе пӗрле алӑ ҫупрӗ, анчах ҫав вӑхӑтра сасартӑк президиумра Недошлепкина курчӗ.Он аплодировал вместе со всеми и вдруг увидел в президиуме Недошлепкина.
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
Ҫитет, пуринпе пӗтӗмӗшлӗн пӗрле пурӑнас тетӗп тата ҫавӑн пекех хама тимӗрҫ лаҫҫинче молотобоец пулса ӗҫлеме хушма ыйтатӑп, мӗншӗн тесен эпӗ ремонт енӗпе ӑнланатӑп тата ытти те.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Ас таврашӗ сан пур пек туйӑнать; шалккӑ — аслисене хисеплеместӗн, пуринпе те, хире-хирӗҫ тӑратӑн, ҫавӑ сана ӑҫта ҫитерет тетӗн пулӗ эсӗ?
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл историре эпӗ хам пуҫа шухӑш пырса кӗнипе ҫынсен, характерӗсене улӑштараттӑм, пулса иртнӗ ӗҫсене пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре куҫарса лартаттӑм, вӑл истори маншӑн, хам кукаҫей турри пекех, ирӗклӗ пулса тӑмалли тӗнче пек пулатчӗ, кукаҫей турри те хӑй мӗнле шутлать, пуринпе те савӑн пек выляса тӑрать.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Акӑ — салтак, анчах вӑл, эпӗ пӗлекен салтаксемпе танлаштарсан, нихӑшӗ пек те мар, — Сидоров пек те, пароход ҫинчи Вятка ҫынни пек те мар, тата Ермохин пек те мар; вӗсемпе пуринпе те танлаштарсан, вӑл ытларах ҫын манерлӗ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пурӑн, пуринпе те пӗрле пек, анчах ху пӗчченнине астусах тӑр; кашни каланинех итле, никама та ан ӗнен; куҫпа пӑхсах ӗненсен, чалӑш виҫсе пӑрахӑн.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Эпӗ, чӑнах та, пуринпе те ырӑ кӑмӑллӑ пулӗ ҫав.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пароход ҫинче пуринпе те, вӑл шутра чӗнмесӗр ҫӳрекен буфетчикпа та, Смурый тутине йӗрӗннӗ пек усса ярса, уссийӗсене шӑртлантарса, сӑмахсене пат персе калаҫатчӗ, — ҫынсене чулсемпе пенӗ пекехчӗ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Эпӗ пуринпе пӗртан партизан!
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Ху ӑҫталла каяс тетӗн, ҫавӑнта, — терӗ Василь Гойда, пуринпе те килӗшекен ҫын пек пулса.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Шахтер ывӑлӗ Андрей Смолярчук вӗсен колхозӗн ӗҫӗсемпе пуринпе те — пысӑккисемпе те, пӗчӗккисемпе те — интересленнине колхозницӑсем тахҫанах хӑнӑхнӑ.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл хӑй ӑслине пӗлет, ӑсӗпе мухтанать, ҫакна пула пуринпе те пӗрешкел ансат, вашават калаҫать.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑнасем ҫирӗм ҫын ытла пухӑнчӗҫ, Ивинпа пӗрле килнӗ Фрост господина тата ҫӳлӗ те хӗп-хӗрлӗ штатски господина шутламасан, вӗсем пурте студентсем, штатски господин ӗҫкӗ-ҫикӗ йӗркелекен вырӑнӗнче, ӑна пуринпе те барон хурӑнташӗ тата Дерптри университетра вӗреннӗ студент тесе паллаштараҫҫӗ.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каҫпа вӑл хӑна пӳлӗмӗнче ури-аллипех диван ҫине хӑпарса выртать, чавси ҫине таянса ҫывӑрать е ним кулмасӑр акӑш-макӑш суйма пикенет, хӑшпӗр чух калама лайӑх мар япаласем ҫинчен суйма тытӑнать, вара Мими ҫиленет, пичӗ пӑч-пӑч хӗрелсе каять, эпир ахӑлтатса кулатпӑр, аттепе тата сайра хутра манпа калаҫнине шутламасан, вӑл ҫемьери, ытти ҫынсемпе пуринпе те пули-пулми япаласем ҫинчен кӑна калаҫать.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ темиҫе хут тӑтӑм, вырӑнтан вырӑна куҫа-куҫа лартӑм, Варенькӑсӑр пуҫне ыттисемпе пуринпе те хӑюллӑ калаҫрӑм, мана Варенькӑпа пӗрремӗш хут курнӑҫсанах калаҫма аван мар пек, юраман пек туйӑнчӗ.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл пуринпе те ытти ҫынсем евӗрлех калаҫать, эпӗ те унпа паллашрӑм, анчах ҫапах та мана унӑн утти, тути хусканӑвӗсем тата хура куҫӗсем темле тӗлӗнмелле те магнитлӑ пек туйӑнчӗҫ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сен-Жером пачах ун пек мар, вӑл пайтах вӗреннӗ, илемлӗ те шукӑль ҫын, пуринпе те тан пулма тӑрӑшать.St.-Jérôme, напротив, был образованный, красивый молодой щеголь, старающийся стать наравне со всеми.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.