Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Мухтавлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Мухтавлӑ (тĕпĕ: мухтавлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унти мухтавлӑ шкула, ӗлӗк икӗ класлӑ училище пулнӑскере, кайса курас килчӗ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Малтанхи черккене эпир, манӑн хаклӑ тусӑмсем, — терӗ пысӑк карачи Булат Ширин, — хамӑрӑн чаплӑран та чаплӑ ҫар пуҫӗшӗн, хамӑр патшалӑхпа тӗн шанчӑкӗ пулса тӑракан мухтавлӑ Сахиб-Гирейшӗн — Герай ханшӑн ҫӗклетпӗр.

Помоги переводом

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпир Шигалейпе пӗрле нӳхрепре ларма тивӗҫлӗ-и вара, мухтавлӑран та мухтавлӑ хан? — питӗ шавлӑн калаҫрӗ Девлизер мӑрса.

Помоги переводом

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗншӗн кӳрентертӗн эсӗ пирӗн мухтавлӑ Мухаммед-Гирее?

Помоги переводом

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Крым енчен сирӗн кремле Сахиб-Гирейӗн мухтавлӑ ҫарӗ пырса кӗрӗ…

Помоги переводом

2. Ордынка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн пур княҫсен княҫӗ ӗнтӗ, хамӑрӑн мухтавлӑ ханӑн шанчӑклӑ ҫынни!

Помоги переводом

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Е тата мухтавлӑ Двинскийпе, Слонова — драма артисчӗсене ӗмӗрлӗхех асран кӑларас ҫук…

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ аслӑ ҫулпуҫ: тин вӑраннӑ мусульман пролетариачӗ революци юхӑмне мухтавлӑ та паттӑрла ӗҫсемпе хутшӑнӗ, тесе каланӑ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫичӗ ӗмӗр хушши хӗн-хур курнӑ чӑваш халӑхӗ хӑйӗн ӗлӗкхи мухтавлӑ вӑхӑтне каялла тавӑрма тинех май тупрӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӑна тума пирӗн вӑй та ҫителӗклӗ, аваллӑх та мухтавлӑ! — ҫӗкленсе вӗҫлерӗ хӑйӗн сӑмахне сӑпайлӑ оратор.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗншӗн мухтанас мар паян пирӗн халӑхӑн мухтавлӑ йӑх тӗпӗпе.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Туса ирттернӗ ӗҫсем шутне вара Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ шкул ачисемпе аслисем хушшинче «Сумлӑ ентешсем» сӑвӑ тата «Пирӗн ентешсем — паллӑ ҫынсем» сочинени ҫыракансен конкурсӗсем, «Улӑп – 2022» интернет-викторина тата шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хушшинче Николай Карай ентеш-поэт ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа «Итлес терӗм ҫӗршыв юррине» ятпа Карай сӑввисене вулассипе онлайн-конкурс кӗреҫҫӗ.

Помоги переводом

Трак енре «Туслӑх кӑшӑлӗ» вӑйӑ-юрӑ уявӗ иртрӗ // Виталий Михайлов-Чунтупай. https://chuvash.org/news/31952.html

Шуррисем патне епле лекнине, мухтавлӑ Чубука епле ярса тытнине, вӑл мӗнле вилемпе вилнине те каларӑм, анчах Чубук юлашки хут сурнине никама та пӗр сӑмах каламарӑм.

как попал к белым, как был захвачен и погиб славный Чубук, только о последнем, плевке Чубука, не сказал я никому.

XI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ку таранччен ман пурӑнӑҫра мӗн пулса иртни, тӳррипе каласан, ача вӑййи евӗрле ӗҫсем анчах пулнӑ: килтен тухса тарни те, мухтавлӑ сормовецсемпе боевой дружинӑра вӗренни те, ӗнерхи кун вӑрман тӑрӑх сулланса ҫӳрени те, — анчах ҫак хальхи ӗҫ чӑнласах шӳт мар.

Все, что происходило в моей жизни раньше, было в сущности похоже на игру, даже побег из дома, даже учеба в боевой дружине со славными сормовцами, даже вчерашнее шатанье по лесу, а это уже всерьез.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Корниловцӑсемпе Калединцӑсен шурӑ ҫарӗсемпе ҫапӑҫакан мухтавлӑ юлташ Сиверсӑн ушкӑнне тухса каятӑп.

Уезжаю в группу славного товарища Сиверса, который бьется с белыми войсками корниловцев и калединцев.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Тӗнче тавра икӗ ҫул хушшинче пӗр пус укҫасӑр ҫаврӑнса килме Фрион фабрикантпа икӗ ҫул каялла ҫӗр пинлӗх тавлашнӑ Седир — Зурбаганӑн мухтавлӑ ҫынни — эсир мар-и?

Не вы ли славный зурбаганец Седир, два года назад вышедший на стотысячное пари с фабрикантом Фрионом, что совершите кругосветное путешествие без копейки денег, сроком в два года?

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Мухтавлӑ йӑла-йӗрке тата пуян опытӑр ҫине таянса эсир хӑвӑрӑн умӑрти тӗллевсене малашне те ӑнӑҫлӑн пурнӑҫласа пырасса шанса тӑратӑп.

Убежден, что, опираясь на славные традиции и накопленный опыт, вы и впредь будете успешно решать возложенные на вас задачи.

Михаил Игнатьев Ҫӑлавҫӑ кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/12/27/news-3741309

Космоса парӑнтарас ӗҫе пирӗн мухтавлӑ ентешӗмӗр Андриян Николаев, Чӑваш Енпе тачӑ ҫыхӑннӑ космонавтсем Николай Бударин тата Муса Манаров, наука ӗҫченӗсем, регионти предприятисен специалисчӗсем курӑмлӑ тӳпе хывнӑ.

Весомый вклад в освоение космоса внесли наш легендарный земляк Андриян Николаев, неразрывно связанные с Чувашией космонавты Николай Бударин и Муса Манаров, деятели науки, специалисты предприятий региона.

Михаил Игнатьев Космонавтика кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/04/12/news-3538315

Юбилей уявӗсем умӗн планетари уҫӑлни тепӗр паллӑ пулӑм пулса тӑрӗ, ӑна эпир Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ывӑлӗ – Андриян Григорьевич Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче ҫӗклесе лартатпӑр.

Одним из значимых событий в преддверии юбилейных дат станет открытие планетария, который мы возведем в детском парке имени легендарного сына Чувашии – космонавта Андрияна Григорьевича Николаева.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

Наци музейӗнчи курав мухтавлӑ балеринӑн асамлӑ пултарулӑхӗ ҫинчен туллин каласа кӑтартӗ.

Выставка в Национальном музее в полной мере расскажет о волшебных способностях знаменитой балерины.

Надежда Павловӑна халалланӑ курав уҫӑлӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31564.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней