Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Лукерья (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ватӑ генерала халӗ Вениамин вырӑнне Аксинья пӑхса пурӑнать; тачка ҫан-ҫурӑмлӑ ватӑлма пӗлми Лукерья апат пӗҫерессипе кайӑк-кӗшӗк пӑхас ӗҫе хӑй ҫине илчӗ.

Вместо Вениамина прислуживала старому генералу Аксинья; толстозадая, не худеющая Лукерья приняла на себя работу черной кухарки и птичницы.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кала, йытӑсене Лукерья апат ан патӑр.

Скажи, чтоб Лукерья не выносила собакам.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тарҫӑсен пӳлӗмӗн алӑкне шатлаттарса уҫса хупса, шала тӗтӗм пек явӑнакан сивӗ сывлӑшпа пӗрле Тихӑн кӗрсе тӑрсанах, Лукерья кровать ҫинче хыҫалалла хӗсӗнсе выртать те, ӑшшӑн мӑкӑртатса, шӑнса кайнӑ еркӗнне тутлӑн-тутлӑн ыталать.

И, когда хлопала дверь в людской, впуская дымящийся пар и Тихона, она теснилась на кровати и, воркуя, сладко обнимала назябшего сожителя.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лукерья, пӑшал сасси янӑраса каясса кӗтсе, самӑр та шатра питҫӑмартийӗсем ӑшне путнӑ куҫӗсемпе тӗттӗм ҫӗрелле тинкерсе пӑхса, чунсӑр пулнӑн хытса ларать.

А Лукерья, кутая дерюжкой толстый — что печной заслон — зад, замирала, ожидая выстрела, всматриваясь в темноту заплывшими в жирных рябых щеках глазками.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӗпшек, шатра Лукерья, йӳҫсе хӑпарман сарӑ чуста чӑмӑртакӗ евӗрлӗскер, малтанхи кунах Аксинйӑна кӑмака умӗнчен хӳтӗртсе ячӗ.

Рыхлая, рябая, толстозадая Лукерья, похожая на желтый ком невсхожего теста, с первого же дня отшила Аксинью от печи.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Именире дворовӑй ҫынсенчен, Вениаминсӑр пуҫне, кухарка Лукерья, хавшаса ҫитнӗ конюх Сашка, кӗтӳҫӗ Тихӑн тата ҫӗнӗрен кучера килсе кӗрешнӗ Григорипе Аксинья пурӑнаҫҫӗ.

В имении из дворни, кроме Вениамина, жили: кухарка Лукерья, одряхлевший конюх Сашка, пастух Тихон, поступивший на должность кучера Григорий и Аксинья.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапла тӗл пултӑмӑр та эпир, чун-чӗререн калаҫрӑмӑр, эпӗ Лукерья Ильиничнӑпа унӑн тантӑшӗсене вӗсем лав ҫине тиесе хутора кайнӑ вӑхӑтра государство трасси ҫинче лартмалли тӗпсем ҫитменнине, ҫынсем ӗҫсӗр ларни ҫинчен каласа патӑм.

Так вот, встретились мы, поговорили по душам, я рассказал Лукерье Ильинишне и ее подругам, что в тот самый момент, когда они направляют свой обоз в хутор, рядом, на трассе, не хватает саженцев и люди сидят без дела.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫук, манӑн завхоз Лукерья Ильинична тусем хушшинче пӗр вырӑн шыраса тупнӑ, унта вӗренепе шӗшкӗсен ҫав тери хитре тӗпӗсем ӳсеҫҫӗ…

Нет, Лукерья Ильинишна разведала одно место в горах, там растут такие чудные деревца клена и орешника…

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ну, апла пулсан, каяр! — Лукерья Ильинична кӗрӗкне тӳмелерӗ, пуҫӗнчи чечеклӗ тутӑрне тӳрлетрӗ.

— Ну, ежели так — поедем: — Лукерья Ильинишна застегнула полушубок, поправила на голове цветастый платок.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Юрӗччӗ те вӑл, — терӗ Лукерья Ильинична, — анчах Глаша Несмашная умӗнче мӗн калӑпӑр-ха?

— Да оно бы и можно было, — сказала Лукерья Ильинишна, — а только как же мы перед Глашей Несмашной?

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ну, мӗнле тӑвӑпӑр, Лукерья Ильинична? — ыйтрӗ Кондратьев.

— Ну, так как, Лукерья Ильинишна? — спросил Кондратьев.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Аван тесе кам калать вара? — килӗшрӗ Лукерья Ильинична, — Хворостянкин пек ҫивӗч куҫсем лараҫҫӗ унта!

— Да кто ж говорит, что хорошо? — согласилась Лукерья Ильинишна, — сидят там вот такие лупоглазые, как этот Хворостянкин!

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Лукерья Ильинична, — пуҫларӗ Кондратьев, ҫурӑмӗпе урапа ещӗкӗ ҫине таянса — туратсем унӑн пуҫне тивеҫҫӗ, — епле шутлатӑн эсӗ?

— Лукерья Ильинишна, — заговорил Кондратьев, опершись спиной о ящик брички, — как ты думаешь?

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Лукерья Ильиничнӑпа унӑн тантӑшӗсем савӑнчӗҫ, хӑйсем ҫӗнтернине туйса йӑл-йӑл кулса илчӗҫ.

Лукерья Ильинишна и ее подруга чувствовали себя победительницами.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Лӑпкӑн калас пулсан, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Лукерья Ильинична, — кунта ӗҫӗ ҫапла…

— Так, ежели говорить спокойно, — продолжала Лукерья Ильинишна, — то тут дело такое…

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Лукерья Ильинична атӑ тӑхӑннӑ пӗр урине малалла ярса пусрӗ, Хворостянкинпа тытӑҫса пӑхма хатӗрленнӗ пек, кӗске кӗрӗкӗн тӳмисене вӗҫертсе ячӗ.

Лукерья Ильинишна выставила вперед ногу, обутую в сапог, расстегнула полушубок.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Лукерья Ильинична, мӗн амак пулнӑ кунта?

— Лукерья Ильинишна, что тут случилось?

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Хӗрсем, кӗреҫесем илӗр-ха! — команда пачӗ Лукерья Ильинична.

— Девки, хватайте лопаты! — скомандовала Лукерья Ильинишна.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫавах пӑхӑнмастпӑр, ҫирӗн участок ҫине пӑрӑнса каймастпӑр! — илтӗнет Лукерья Ильиничнӑн хытӑ сасси.

Все одно не подчинимся и не повернем на ваш участок! — слышался грозный голос Лукерьи Ильинишны.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Лавҫӑсем — ваткӑллӑ пиншак тӑхӑннӑ, пуҫӗсене ҫӑм тутӑр ҫыхнӑ виҫӗ ҫамрӑк хӗр — вӑкӑр мӑйракисенчен ҫыхса янӑ вӗренсене аллинче тытса, юланутҫӑсем ҫине ҫилленчӗклӗн пӑха-пӑха илеҫҫӗ; чылай ҫула ҫитнӗ, кичемрех сӑн-питлӗ икӗ хӗрарӑм, аллисене пушӑсем тытнӑскерсем, юланутҫӑсен ҫулне пӳлсе хунӑ пек, вӗсемпе тем ҫинчен тавлашса тӑраҫҫӗ: вӗсенчен пӗрне Кондратьев тӳрех палласа илчӗ: вӑл Лукерья Ильинична Коломейцева пулнӑ.

Возчики — три молоденькие девушки, в коротких ватниках и в теплых платках — держали налыгачи в руках и сердито посматривали на всадников; две пожилые, угрюмые на вид женщины с кнутами в руках преградили всадникам путь и о чем-то спорили; одну из них Кондратьев узнал: это была Лукерья Ильинишна Коломейцева.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней