Поиск
Шырав ĕçĕ:
Аса илетӗн Карл Иваныча тата унӑн хурлӑхлӑ шӑпине — вӑл эпӗ пӗлекен пӗртен-пӗр телейсӗр ҫынччӗ, — ҫав тери хӗрхенес килет ӑна ман, куҫран куҫҫулӗ пӗрхӗнсе тухичченех юрататӑп-ҫке ӑна: «Турӑ телей патӑрах ӑна, турӑҫӑм, ӑна пулӑшма, унӑн хуйхине ҫӑмӑллатма май туса парсамччӗ мана; эпӗ хама пӗр хӗрхенмесӗр уншӑн тем тума та хатӗр», — тесе шухӑшлатӑп вара.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кам аттепе пӗрле, кам Карл Иванычпа пӗрле ларӗ-ши?
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл яланах мӗн те пулин тӑвать: е чӑлха ҫыхать, е хӑйӗн пӳлӗмне тултарса ларакан арчасенче чакаланать, е кӗпе-йӗм шутне ҫырать тата эпӗ: «генерала тухас пулсан, ытарма ҫук хитре хӗре качча илетӗп, хам валли ҫӳрен лаша туянатӑп, кӗленче ҫурт туса лартатӑп та Карл Иваныч тӑванӗсене Саксонирен ҫырупа чӗнсе илетӗп» тенине е ҫавнашкал пули-пулми сӑмахсене итленӗ май: «ҫапла, улпутӑм, ҫапла» текелетчӗ.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун чухне Карл Иваныч чӗререн калаҫнине эпӗ ҫирӗплетсех калама пултаратӑп, мӗншӗн тесен вӑл ырӑ кӑмӑллине пӗлетӗп; анчах унӑн счёчӗ сӑмахӗсемпе епле килӗшсе тӑнине эпӗ ним пӗлмесӗрех юлтӑм.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗн каламаллине шухӑшласа хунӑ Карл Иваныч аллине хутсем тытса кабинета кӗрсен, пирӗн ҫуртри тӗрӗсмарлӑхсене пула хӑйне мӗн-мӗн тӳссе ирттерме лекнисене аттене япшар чӗлхепе йӑлтах каласа пама шутланӑ; анчах вӑл пире каласа ҫыртарнӑ чухнехи пекех чуна пырса тивекен сасӑпа тата кӑмӑла ҫӗклекен интонаципе калаҫма пуҫласан, унӑн япшар чӗлхи ытларах ӑна хӑйне хумхантарса янӑ; ҫапла вара вӑл «ачасенчен уйрӑласси мӗн тери йывӑр пулсан та тени патне ҫитсен, пӑтранса кайнӑ, сасси чӗтреме пуҫланӑ, ӑна кӗсйинчен тӑваткал-тӑваткаллӑ тутӑр кӑларма тивнӗ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Курма мӗне тӑрать, — хушса хучӗ вӑл йӑл кулнӑ май, ӑна Карл Иваныч алли ҫырнӑ хута тыттарса, — ытармалла мар!
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Атте Карл Иваныча мӗншӗн ятланине эпӗ ниепле те ӑнланаймарӑм.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эпӗ Карл Иваныча ачасемпе пӗрле илес тетӗп.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карл Иваныч, питҫӑмартийӗ ҫинчи эпӗ асӑрхама ӗлкӗрнӗ куҫҫулӗсене тутарпа шӑлкаласа, алӑкран тухрӗ те, хӑй тӗллӗн тем мӑкӑртатса, ҫӳле хӑпарчӗ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Мӗнле те пулин инкек ан пултӑрах, — вӗҫрӗ пуҫӑмра шухӑш, — Карл Иваныч ҫиленнӗ: вӑл тем тума та хатӗр.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Аллине темле хутсем тытнӑ, салхуллӑрах та хӑюллӑ сӑнлӑ Карл Иваныч алӑк патне чӗрне вӗҫҫӗн пычӗ те хуллен шаккарӗ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑш пӗлӗт ӑҫталла каяссине Карл Иваныч яланах пӗлсе тӑрать; вӑл: ку пӗлӗт Масловка еннелле каять, ҫумӑр пулмасть, ҫанталӑк питӗ лайӑх тӑмалла, тесе пӗлтерчӗ.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Вӑл хӑйӗн хӗрачисене вӗренттӗр, пире вӗрентекенни Карл Иваныч та пур».— Пускай она учит своих девочек, а у нас есть на это Карл Иваныч».
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл килсе апат хатӗрри ҫинчен пӗлтерсен кӑна, кӗнекесене пӑрахса, Карл Иваныч ирӗк парасса кӗтмесӗрех, аялалла чупма юрать.Тогда только можно будет бросить книги и, не обращая внимания на Карла Иваныча, бежать вниз.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр сехет ҫитесси вунпилӗк минут юлчӗ; анчах Карл Иваныч пире ярасси пирки шутламасть те пулас: вӑл пире вӗҫӗмсӗрех ҫӗнӗ уроксем парать.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Класс пӳлӗмне таврӑнсан, Карл Иваныч мана тӑратрӗ, диктовка ҫырмалли тетрадь хатӗрлеме хушрӗ.Вернувшись в классную, Карл Иваныч велел мне встать и приготовить тетрадь для писания под диктовку.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ӑна шеллерӗм, тата эпӗ иккӗшне те пӗрешкелтерехех хаклакан аттепе Карл Иваныч пӗр-пӗрне ӑнланманни ман чӗрене ыраттарчӗ; эпӗ каллех кӗтесе кайрӑм, кукленсе лартӑм та вӗсене епле ҫураҫтарасси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӑм.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карл Иваныч кӳренӳпе ҫакнашкал япаласем ҫинчен вӑрахчен калаҫрӗ: ӗлӗк хӑй пурӑннӑ темле генерал патӗнче унӑн ӗҫне тивӗҫлипе хаклани ҫинчен аса илчӗ (кунашкал сӑмахсене илтме мана питӗ йывӑр), Саксони, хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗ, хӑйӗн тусӗ Schönheit ҫӗвӗҫ ҫинчен те — тем те, тем те каларӗ.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Николай пуҫне ҫӗклерӗ те, Карл Иваныч чӑнах та хӑйне пурӑнкаламалӑх ӗҫлейӗ-ши вара тенӗ евӗр, ун ҫине пӑхса илчӗ, анчах нимӗн те шарламарӗ.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун чухне эпӗ ырӑ савнӑ Карл Иваныччӗ, ун чухне кирлӗччӗ эпӗ; халь вара, — хушса хучӗ вӑл, витлесерех кулса, — халь ачасем пысӑкланнӑ ӗнтӗ: вӗсен пикенсе вӗренес пулать.