Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кала сăмах пирĕн базăра пур.
Кала (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кала, кала, ан имен, — терӗ председатель, ун ҫине тӳррӗн пӑхса.

Помоги переводом

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Ачасем сӗрлесе кала пуҫларӗҫ, ушкӑнпа каланӑ хыҫҫӑн, пуп кашни ачана пӗччен калаттарма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эсӗ кала Катьӑна мана курни ҫинчен, амӑшне те кала.

Помоги переводом

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Малтан эсӗ урӑхла каланӑччӗ, — аса илтерме хӑтланнӑ прапорщик, — ҫавна тепӗр хут кала.

— Ты же сначала по-другому говорил, — напомнил прапорщик, — Повтори еще раз!

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Укка шурса карӗ те ни кала теме, ни ан кала теме пӗлмерӗ.

Укка побледнела и не знала, что сказать: то ли скажи, то ли промолчи.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ан та кала, шӑллӑм, ан та кала, — илтӗнчӗ ун ҫепӗҫ сасси.

— И не говори, брат, жарко невмочь.

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ан та кала, ан та кала.

И не говори, и не говори.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ан та кала, ан та кала.

— Не говори, кум, не говори…

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ан та кала ӗнтӗ, ан та кала», — тет Някуҫ старик.

— Не говори, не говори, — кряхтит Нягусь.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ан та кала, ачам, ан та кала.

— Не говори, сынок, не говори.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каламаллине кала эсӗ».

Говорите.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кам панӑ мӑнлӑх, кам пилленӗ, Ак, халӗ, калӑпӑр, мана, Мӗне кура ялан силленӗ Ҫак ҫӑмӑл пурнӑҫпа, кала?

Помоги переводом

XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Кавруҫ, — тет хӗр, — кала, кала, Мана эс мӗншӗн хӗрхенмерӗн, Кӑшт та пулин аса илмерӗн, Сӑмах тытмарӑн манпала.

Помоги переводом

VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Ну, тата кала, тата кала, — тет Ятман ҫумне йӑпшӑннӑ Липа.

Помоги переводом

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Ку интереслӑ, — шухӑшларӗ Ятман ӑшра, — кала, кала, итлетпӗр».

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кала, кала, — ҫумӑр ҫумасть-и-ха, тесе чӳрече енне пӑхса илчӗ председатель.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кала, йинке, кала! — терӗ те, кулкаласа, ун умӗнчех Укахвие чуптуса илчӗ.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кала, кала сӑмахна, Бурнаш, эп сана итлетӗп.

Помоги переводом

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак эпӗ шӑпланма хушатӑп та, кала мӗн калас пеккине.

Помоги переводом

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑть кала вӗсене, хӑть ан кала.

Помоги переводом

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней