Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Огола Мана улталама, асма пуҫларӗ, хӑйӗн еркӗнӗсене, Ассири ывӑлӗсене, хӑйӗн кӳршисене, иленчӗ, 6. яхонт тӗслӗ тумпа ҫӳрекенсене, ҫӗр пуҫлӑхӗсене, хула пуҫӗсене, мӗнпур илемлӗ йӗкӗте, утпа ҫӳрекен юланутҫӑсене иленчӗ; 7. Ассур ывӑлӗсемпе, вӗсен пур маттур ывӑлӗпе, чарусӑр асӑхрӗ, ҫыхланнӑ ҫыннисен пӗтӗм йӗрӗхӗпе хӑйне ирсӗрлерӗ; 8. Египет ҫыннисемпе те асма чарӑнмарӗ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсем унпа вӑл ҫамрӑк чухне ҫывӑратчӗҫ, унӑн — хӗрӗн — чӗччине ирсӗрлетчӗҫ, хӑйсен ясарлӑхне ун ҫине яратчӗҫ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Сирӗн аҫӑрсемпе Египет ҫӗрӗн пушхирӗнче мӗнле сутлашрӑм, сирӗнпе те ҫавӑн пек сутлашӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпӗ вӗсене, Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса, пушхире илсе ҫитертӗм, 11. вӗсене Хамӑн ӳкӗтӗмсене патӑм, вӗсене Хамӑн йӗркемсене пӗлтертӗм, ҫавсене туса тӑрсассӑн, ҫавӑн урлӑ этем чӗрӗ пулнӑ пулӗччӗ; 12. тата вӗсене Хамӑн шӑматкунӑмсене те патӑм, ҫак кунсем Манпа вӗсен хушшинчи астутаракан паллӑсем пулччӑр, ҫак кунсене тасатаканӗ Эпӗ — Ҫӳлхуҫа — пулнине пӗлччӗр вӗсем, терӗм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах ҫакна Эпӗ Хамӑн ятӑмшӑн турӑм, ӑна ытти халӑхсем умӗнче ан хурлаччӑр тесе турӑм, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫав халӑхсем хушшинче пурӑнаҫҫӗ, вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухма Эпӗ Хама вӗсене ҫав халӑхсем умӗнче уҫса кӑтартнӑччӗ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах вӗсем Мана хирӗҫ пӑлхав ҫӗклерӗҫ, Мана итлесшӗн пулмарӗҫ; пӗри те йӗрӗнчӗкӗсене хӑй куҫӗ умӗнчен сирмерӗ, Египет йӗрӗхӗсене пӑрахмарӗ, Эпӗ каларӑм вара: Египет ҫӗрӗ варринче пӗтӗм ҫиллӗме вӗсем ҫине ярӑп, вӗсем ҫине пӗтӗм хаярлӑхӑма кӑларӑп.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсемпе сутлашасшӑн-и эсӗ, сутлашасшӑн-и, этем ывӑлӗ? ашшӗсен ирсӗр ӗҫӗсем ҫинчен каласа пар вӗсене, 5. кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ Израиль халӑхне суйласа илнӗ кун, аллӑма ҫӗклесе, Иаков килӗн йӑхне тупа тунӑ чухне, Египет ҫӗрӗнче вӗсене Хама уҫса кӑтартнӑ кун, аллӑма ҫӗклесе вӗсене: «Эпӗ — сирӗн Туррӑр!» тенӗ кун, 6. аллӑма ҫӗклесе, вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса, вӗсем валли Хам суйласа илнӗ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан вырӑна, пӗтӗм ҫӗртен илемлӗрен те илемлӗ ҫӗре, илсе ҫитерме тупа тунӑ кун, 7. Эпӗ вӗсене каларӑм: кашнийӗ хӑйӗн куҫӗ умӗнчен пӗтӗм йӗрӗнчӗке сиртӗр, хӑвӑра Египет йӗрӗхӗсемпе ан ирсӗрлетӗр: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр — Эпӗ, терӗм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ун ҫинчен халӑхсем патне хыпар ҫитнӗ; тытнӑ ӑна — вӑл вӗсен шӑтӑкне кӗрсе ӳкнӗ, сӑнчӑрпа тимӗрлесе, ӑна Египет ҫӗрне илсе кайнӑ.4. И услышали о нем народы; он пойман был в яму их, и в цепях отвели его в землю Египетскую.
Иез 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Египет ывӑлӗсемпе — хӑвӑн кӳршӳсемпе, капан пек ҫынсемпе — асрӑн, Мана ҫиллентерсе, хӑвӑн аскӑн ӗҫне нумайлатса пытӑн.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Эсӗ Хӑвӑн халӑхна Египет ҫӗрӗнчен тӗреклӗ аллупа, паллӑсем кӑтартса, хӑватсем туса, пысӑк вӑюпа, аслӑ хӑватупа илсе тухнӑ, паянхи пекех, Хӑвӑн ятна чапа кӑларнӑ; 12. эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр! эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, усал ӗҫ турӑмӑр, Эсӗ панӑ пур йӗркене те хирӗҫле тӳрӗ мар ӗҫ турӑмӑр.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑнпа ӗнтӗ пире, паянхи пек, инкекпе ылхан ҫитрӗ; хамӑра сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре парас тесе аттемӗрсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ кунах Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн Моисей чури умӗнче ҫакӑн пирки каласа хунӑччӗ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫа пирӗн аттемӗрсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑранпа мӗн паянхи кунчченех эпир Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра пӑхӑнмасӑр пурӑннӑ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ Но хулинчи Аммон патне, фараон патне, Египета тата унӑн туррисемпе патшисем патне, фараона шанса тӑракансем патне пырса пӑхӑп та 26. вӗсене хӑйсенӗн чунне шыракансен аллине, Вавилон патшин Навуходоносорӑн тата унӑн чурисен аллине парӑп; анчах та кайран Египет унчченхи пекех пурӑнма пуҫлӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Египет хӗрӗ намӑса юлчӗ, ҫурҫӗрти халӑх аллине лекрӗ.24. Посрамлена дочь Египта, предана в руки народа северного.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Египет ҫӗлен пек чашкӑрать; тӑшманӗсем ҫарпа килеҫҫӗ, вӑрман касакансем пек, пуртӑсемпе килеҫҫӗ; 23. унӑн вӑрманне, чӑтлӑх вӑрмана, касса тӑкрӗҫ; вӗсем хӗрлӗ шӑрчӑкран та нумайрах, вӗсенӗн имӗ-сумӗ те ҫук, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Египет — хӳхӗм ӗне, ун енне ҫурҫӗртен пӑван вӗҫет те вӗҫет.20. Египет - прекрасная телица; но погибель от севера идет, идет.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй Египет хӗрӗ, куҫса каймашкӑн мӗн кирлине хатӗрле: ӗнтӗ Нофа тустарса-ҫаратса тухӗҫ, пӗр ҫынсӑр тӑратса хӑварӗҫ.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Лере фараона — Египет патшине — ҫапла ят парӑр: «нумай шавларӗ — усси пулмарӗ!» тейӗр.17. А там кричат: «фараон, царь Египта, смутился; он пропустил условленное время».
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Иеремия пророка Вавилон патши Навуходоносор Египет ҫӗрне пӗтерме тапӑнса кӗресси ҫинчен каланӑ сӑмах: 14. Египета хыпарлӑр, Магдола пӗлтерӗр, Нофпа Тафниса та пӗлтерӗр; калӑр: «тӑр та хатӗрлен, хӗҫ санӑн тавралӑхна тӗп тӑвать» тейӗр.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй хӗрӗм, Египет хӗрӗ, Галаада кай та сиплӗ им-ҫам илсе кил; кӑлӑхах сывалас тесе тӑрӑшатӑн, санӑн тӳрленесси пулмӗ.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Египет ҫапла Нил шывӗ пек ҫӗкленет, хаяр хумӗсем кӗрлеҫҫӗ! вӑл: «ҫӗкленӗп — ҫӗре шыв айне тӑвӑп, хулана та, унӑн ҫыннисене те пӗтерӗп» теет.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.