Поиск
Шырав ĕçĕ:
32. Иисус каланӑ вӗсене: Эпӗ сире Хамӑн Аттем хӑвачӗпе нумай ырӑ ӗҫ туса кӑтартрӑм, вӗсенчен хӑшӗшӗн эсир Мана чулпа персе вӗлересшӗн? тенӗ.
Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эпӗ те, Аттем те — пӗр, тенӗ.
Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ сире каларӑм, эсир ӗненместӗр; Эпӗ Аттем ячӗпе тӑвакан ӗҫсем Ман ҫинчен пӗлтерсе тӑраҫҫӗ; 26. эсир пӗрех ӗненместӗр, мӗншӗн тесессӗн, — Эпӗ хӑвӑра каланӑ пек, — эсир Ман сурӑхсем мар; 27. Ман сурӑхсем Манӑн сассӑма илтеҫҫӗ, Эпӗ те вӗсене пӗлетӗп, вӗсем Ман хыҫӑмран пыраҫҫӗ, 28. Эпӗ вӗсене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ паратӑп, вӗсем ӗмӗрне те пӗтмӗҫ, вӗсене Ман аллӑмран никам та туртса илеймӗ; 29. вӗсене Мана Аттем панӑ, Вӑл пуринчен те аслӑ; Аттем аллинчен вӗсене никам та туртса илме пултараймасть.
Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ Хамӑн чунӑма ӑна каялла илес тесе паратӑп, ҫавӑнпа Аттем юратать Мана; 18. чунӑма Манран никам та туртса илеймест, ӑна Эпӗ Хам паратӑп.
Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпӗ — ырӑ кӗтӳҫӗ; Эпӗ Хамӑннисене пӗлетӗп, вӗсем те Мана пӗлеҫҫӗ: 15. Аттем Мана пӗлнӗ пек, Эпӗ те Аттеме пӗлетӗп; сурӑхӑмсемшӗн Эпӗ Хам чунӑма паратӑп.
Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мана Аттем мухтава кӑларать, эсир вара Ун ҫинчен: «Вӑл — пирӗн Туррӑмӑр» теетӗр; 55. эсир Ӑна пӗлмерӗр, Эпӗ пӗлетӗп Ӑна; Ӑна пӗлместӗп теес пулсан, Эпӗ сирӗн пекех ултавҫӑ пулатӑп; Эпӗ Ӑна пӗлетӗп, Унӑн сӑмахне тытса тӑратӑп.
Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Эсир Авраам йӑхӗ иккенне Эпӗ пӗлетӗп, анчах та эсир Мана вӗлерме хатӗр, мӗншӗн тесессӗн Манӑн сӑмахӑм сирӗн ӑшӑра вырӑнаҫаймасть; 38. Эпӗ Хам Аттем патӗнче мӗн курнӑ, ҫавна калатӑп; эсир вара хӑвӑр аҫӑр патӗнче мӗн курнине тӑватӑр, тенӗ.
Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Мана Яраканӗ Манпа пӗрлех; Эпӗ яланах Ӑна юрӑхлине тӑватӑп, ҫавӑнпа Аттем Мана пӗччен хӑвармарӗ, тенӗ.29. Пославший Меня есть со Мною; Отец не оставил Меня одного, ибо Я всегда делаю то, что Ему угодно.
Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫавӑнпа Иисус каланӑ вӗсене: эсир Этем Ывӑлне ҫӗклентерсессӗнех Ку Эпӗ иккенне, Эпӗ Хам тӗллӗн нимӗн те туманнине, Эпӗ Аттем Хама мӗнле вӗрентнӗ, ҫавӑн пек каланине пӗлӗр вара.
Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эпӗ Хам ҫинчен Хам кӳнтелетӗп; Ман ҫинчен тата Мана янӑ Аттем кӳнтелет, тенӗ.18. Я Сам свидетельствую о Себе, и свидетельствует о Мне Отец, пославший Меня.
Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Тата каланӑ: ҫавӑнпа Эпӗ сире: Аттем пулӑшмасассӑн Ман патӑма никам та килме пултараймасть, тесе каларӑм та, тенӗ.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Манӑн Ӳтӗм — чӑн ҫимӗҫ, Манӑн Юнӑм — чӑн ӗҫмелли; 56. Ман Ӳтӗме ҫиекен, Ман Юнӑма ӗҫекен Ман ӑшӑмра пулать, Эпӗ те ун ӑшӗнче пулатӑп; 57. Мана чӗрӗлӗхлӗ Аттем ячӗ, Аттем урлӑ Эпӗ те чӗрӗлӗхлӗ, ҫавнашкал Ман Ӳтӗме ҫиекен те ҫапла Ман урлӑ чӗрӗ пулӗ.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: хӑвӑр хушшӑрта ҫилленсе ан калаҫӑр: 44. Мана янӑ Аттем ертсе пымасӑр Ман патӑма никам та ҫитеймӗ; Хам патӑма килекене Эпӗ юлашки кун чӗртсе тӑратӑп.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Аттем Мана пани пурте Ман патӑма килӗ; Хам патӑма килекене Эпӗ хӑваласа ямӑп: 38. Эпӗ ҫӳлтен Хам ирӗкӗме тума мар, Хама янӑ Аттемӗн ирӗкне тума аннӑ; 39. Мана янӑ Аттемӗн ирӗкӗ акӑ ҫакӑ: Манӑн Вӑл панисенчен пӗрне те ҫухатмалла мар, юлашки кун пурне те вилӗмрен чӗртсе тӑратмалла; 40. Мана Яраканӑн ирӗкӗ акӑ ҫапла: Ывӑлне куракан, Ӑна ӗненекен кирек кам та ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пултӑр, Эпӗ вара ӑна юлашки кун чӗртсе тӑратӑп, тенӗ.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Иисус вӗсене каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: ҫӳлти ҫӑкӑра сире Моисей паман, ҫӳлти чӑн ҫӑкӑра сире Манӑн Аттем парать: 33. Турӑ ҫӑкӑрӗ вӑл ҫӳлтен анать, тӗнчене чӗрӗлӗх парать, тенӗ.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Эпӗ Аттем ячӗпе килтӗм, эсир Мана йышӑнмастӑр; тепӗри кам та пулин хӑй ячӗпе килет те — эсир ӑна йышӑнатӑр.43. Я пришел во имя Отца Моего, и не принимаете Меня; а если иной придет во имя свое, его примете.
Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Мана янӑ Аттем Ман ҫинчен Хӑй пӗлтерчӗ.
Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ман ҫинчен Иоанран ытларах пӗлтерекенни пур: Мана Аттем тума панӑ ӗҫсем, ҫак Эпӗ тӑвакан ӗҫсем хӑйсемех, Мана Аттем яни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ.
Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иудейсем ӗнтӗ Иисуса шӑматкун йӗркине пӑснӑшӑн ҫеҫ мар, тата ытларах Турра Манӑн Аттем тесе Хӑйне Турӑпа тана хунӑшӑн вӗлересшӗн пулнӑ.
Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иисус каланӑ вӗсене: Манӑн Аттем Хӑй ӗҫне халичченех тӑвать, Эпӗ те тӑватӑп, тенӗ.
Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.