Поиск
Шырав ĕçĕ:
18. Ун ҫумӗнчи сыпӑка вӗсен тӑванӗсем юсарӗҫ: вӗсене Хенанад ывӑлӗ Баввай, Кеиль ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑраканӗ, ертсе пычӗ.18. За ним чинили братья их: Баввай, сын Хенадада, начальник Кеильского полуокруга.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Галлохеш ывӑлӗ, Иерусалим ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑракан Шаллум тата унӑн хӗрӗсем юсарӗҫ.12. Подле них чинил Шаллум, сын Галлохеша, начальник полуокруга Иерусалимского, он и дочери его.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка, хӑйӗн пӳрчӗпе тӗлме-тӗлех вырӑна, Харумаф ывӑлӗ Иедаия юсарӗ, ун ҫумӗнчи сыпӑка Хашавния ывӑлӗ Хаттуш юсарӗ.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсен ҫумӗнчи хӳме сыпӑкне Хур ывӑлӗ Рефаия, Иерусалим ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑраканӗ, юсарӗ.9. Подле них чинил Рефаия, сын Хура, начальник полуокруга Иерусалимского.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Харгаия ывӑлӗ Уззиил, ылтӑн-кӗмӗл ӑсти, юсарӗ, ун ҫумӗнчи сыпӑка Ханания, ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗш тӑваканскерӗ, юсарӗ.8. Подле него чинил Уззиил, сын Харгаии, серебряник, а подле него чинил Ханания, сын Гараккахима.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Гаваон ҫынни Мелатия тата Мероноф ҫынни Иодан — юханшыв леш енчи ҫӗр пуҫлӑхне пӑхӑнса тӑракан Гаваонпа Мицфа ҫыннисем — юсарӗҫ.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Кивӗ хапхана Пасеах ывӑлӗ Иоиада тата Бесодия ывӑлӗ Мешуллам юсарӗҫ: вӗсем хапха тӑррине витрӗҫ, алӑкӗсене, вӗсен ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗҫ.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пулӑ хапхине Сенаа ҫыннисем турӗҫ: вӗсем хапха тӑррине витрӗҫ, алӑкӗсене ҫакрӗҫ, вӗсен ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗҫ.3. Ворота Рыбные строили уроженцы Сенаи: они покрыли их, и вставили двери их, замки их и засовы их.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсен ҫывӑхӗнче Иерихон ҫыннисем хӳме хӳрӗҫ, кусемпе юнашар Имрий ывӑлӗ Закхур ӗҫлерӗ.2. И подле него строили Иерихонцы, а подле них строил Закхур, сын Имрия.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн хыҫҫӑн ман патӑма халӑх пуҫлӑхӗсем пычӗҫ те каларӗҫ: Израиль халӑхӗ, священниксемпе левитсем ют халӑхсенчен, вӗсен ирсӗрлӗхӗнчен, ханаансенчен, хетсенчен, ферезейсенчен, иевусейсенчен, аммонсенчен, моавсенчен, египетсенчен, амморейсенчен хӑпман, 2. хӑйсем те, ывӑлӗсем те ҫав халӑхсен хӗрӗсене качча илнӗ, ӗнтӗ таса вӑрлӑх ют халӑх йӑхӗсемпе хутӑшса кайнӑ; ҫакӑ йӗркесӗр ӗҫре паллӑ ҫынсемпе аслӑ ҫынсем вара чи малта пулнӑ, терӗҫ.
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эпӗ ӗнтӗ священниксен пуҫлӑхӗсенчен вуникӗ ҫын — Шеревияна, Хашавияна тата вӗсемпе пӗрле вӗсен вунӑ тӑванне — уйӑрса илтӗм; 25. эпӗ вӗсене Туррӑмӑр Ҫурчӗ валли пухӑннӑ пӗтӗм пулӑшулӑха — патшапа унӑн канашҫисем, унӑн аслӑ улпучӗсем, ҫав ҫӗршыври пур израильсем парнелесе панӑ ылтӑн-кӗмӗле, савӑтсене — виҫе-виҫе патӑм.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вара юханшыв лешьенӗн пуҫлӑхӗ Фафнай, Шефар-Бознай тата вӗсен юлташӗсем Дарий патша епле хушнӑ, пурне те ҫапла тӗп-тӗрӗс туса тӑнӑ.
1 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тата эпир, сана пӗлтерсе ҫырса ярас тесе, вӗсен аслӑ ҫыннисен ячӗсене ыйтса пӗлтӗмӗр.
1 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара патша Рехум канашҫӑпа Шимшай ҫыруҫӑ патне, вӗсен Самарире тата юханшыв леш енчи хуласенче пурӑнакан юлташӗсем патне ҫапла ҫырса янӑ: «Канӑҫлӑх пултӑр сире»... тата ытти те.
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑн чухне Рехум канашҫӑпа Шимшай ҫыруҫӑ Артаксеркс патша патне Иерусалима хирӗҫле ҫакӑн пек ҫыру ҫырса янӑ: 9. «Рехум канашҫӑ, Шимшай ҫыруҫӑ тата вӗсен юлташӗсем — динейсем, афарсафхейсем, тарпелейсем, апарссем, арехьянсем, вавилонсем, сусансем, дагсем, еламсем 10. тата ытти халӑхсем — аслӑ та мухтавлӑ Аснафар [Сеннахирим] куҫарса килсе Самари хулисемпе юханшыв леш енчи хуласене вырӑнаҫтарнӑ тӗрлӗ халӑхсем» тата ытти те.
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Артаксеркс вӑхӑтӗнче Бишлам, Мифредат, Табеел тата вӗсен юлташӗсем Перси патши Артаксеркс патне ҫыру ҫырнӑ.
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫав ҫӗр халӑхӗ вара Иудея халӑхӗн вӑйне хавшатма, вӗсен ӗҫне чӑрмантарма тытӑннӑ; 5. ҫак ӗҫе путарас шутпа, вӗсем канашҫӑсене сӗрев парса хӑйсем майлӑ ҫавӑрнӑ, Перси патши Кир вӑхӑтӗнче тӑршшӗпех ҫапла пулнӑ, ку Перси патшине Дарий ларичченех ҫапла пулса пынӑ.
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара Иисус, унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсем, Кадмиилпа унӑн ывӑлӗсем, Иуда тӑхӑмӗсем, ҫавӑн пекех Хенадад ывӑлӗсем, вӗсен ывӑлӗсемпе тӑванӗсем левитсем, пурте пӗр ҫын пек пулса, Турӑ Ҫуртне тӑвакансен ӗҫне ертсе пынӑ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Акӑ ӗнтӗ Иерусалима Турӑ Ҫурчӗ патне таврӑнни иккӗмӗш ҫул ҫине кайсассӑн, иккӗмӗш уйӑхра, Салафиил ывӑлӗ Зоровавель, Иоседек ывӑлӗ Иисус тата вӗсен тӑванӗсем — священниксемпе левитсем, — тата тыткӑнран Иерусалима таврӑннӑ пӗтӗм халӑх ӗҫе пикеннӗ: левитсене, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тӑвас ӗҫе пӑхса тӑма лартнӑ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
66. Вӗсен ҫичҫӗр вӑтӑр ултӑ ут, икҫӗр хӗрӗх пилӗк ашакла лаша, 67. тӑватҫӗр вӑтӑр пилӗк тӗвепе ултӑ пин те ҫичҫӗр ҫирӗм пуҫ ашак пулнӑ.
1 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.