Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗвел айӗнче, пит ҫывӑх, пӗрре шап-шурӑ пӗлӗтсем пӑр пек, тепре кӗрен-кӑвак пӗлӗтсем мрамӑр пек капланса тухаҫҫӗ; вӗсем, пӗр-пӗрин ҫине чупа-чупа пырса сулланаҫҫӗ, ҫӗкленеҫҫӗ, тӗкленсе шыҫаҫҫӗ, — вӗсене такамӑн курӑнман алли ярӑнтарнӑ пек тата вӗсенчен чи илемлӗ япаласем тунӑ пек: е пӗр вырӑнта тӑракан хумсем пулаҫҫӗ те вӗсем тӑрӑх шурӑ юланутҫӑ шурӑ лаша ҫинче сиккипе чуптарса пырать, — акӑ вӑл малалла пӗкӗнет, ӳкет те сапаланса каять; е темӗн пысӑкӑш икӗ упа кайри урисем ҫине тараҫҫӗ те, пӗр-пӗринпе ыталашса ӳкеҫҫӗ; е ҫав тери ҫӳллӗ башня ҫӗкленет те унӑн шӗвӗр вӗҫӗнче хӗвел шевли вылять; е утӑ капанӗсем сиксе тухаҫҫӗ те, шурӑскерсем, тӗклӗскерсем, ҫунат ҫумӗпе хӑвӑрт чупса иртеҫҫӗ; е сӑрт ҫине бурка тӑхӑннӑ, пуҫне ҫӑмламас та сулланса тӑракан ҫӗлӗк тӑхӑннӑ ҫын тухса тӑрать те инҫетелле пӑхать; е юмахри пек илемлӗ кӗпер, вӑрӑм та хӑватлӑ ҫурӑмне авса, пӗр пӗлӗтрен тепӗр пӗлӗте тӑсӑлса выртать те ҫаплах ҫирӗпленсе ларать…
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫав вӑхӑтра юханшыв та, станица та ҫунат айне шуса кӗчӗҫ те, вара вӗсем вырӑнне темле кӳлӗсемпе пӗвесем килсе тухрӗҫ — утӑ капанӗсем тӳремлӗхре тӗмесем пек сапаланса выртаҫҫӗ…
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Малтан эпир тӗлӗнетпӗр те хӑратпӑр: ҫӗр ҫинчи ҫурт-йӗрсем, садсем, вӑкӑрсемпе утӑ капанӗсем, телеграф юписем ӳпне ҫаврӑнса, таҫта ҫӳлелле ҫӑмӑллӑнах вӗҫеҫҫӗ, унтан ҫавӑн пекех ҫӑмӑллӑн хӑй вырӑнне анса лараҫҫӗ, — ку самолет ҫаврӑннӑ чухне ҫапла пулать.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пиллӗкмӗшӗ, — кӑна вӑл лӑпкӑн, мана сӗнӳ панӑ пек хамӑн чи лайӑх бригадира, Прокофий Низовцева, бригадиртан кӑларса, утӑ ҫулнӑ ҫӗре рядовой туса яма хушать.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Утӑ ҫулакансем патӗнче пултӑм.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Утӑ ҫулакансем чӗнмерӗҫ, айккинче кӑна такам сасси илтӗнчӗ:
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫиленнӗскер тата кунӗпе ҫӳренипе тарӑхнӑскер, вӑл хӑй ӑшӗнче питех те килӗшӳсӗр картинӑна курчӗ: утӑ ҫулакансем, авӑ, Татьянӑна хупӑрласа илнӗ, Татьяна тӑрать, сӑмах калать, Хворостянкина тем-тем каласа ылханать, питӗ кӳрентермелле сӑмахсемпе вӑрҫать — Хворостянкин ҫакӑн ҫинчен шутласа пынипе, тӳсеймесӗр, мӑшӑлтатса илчӗ те кучера хулпуҫҫинчен ярса тытрӗ:
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кухарка ӑна валли ҫеҫенхирте пӗҫернӗ яшкана пӗр тулли чашӑк, ҫӑкӑр татки илсе пычӗ, вара Татьяна шӑтӑртатса тӑракан, шӑршӑ килекен типӗ утӑ ҫине ларма та ӗлкӗреймерӗ, ӑна арҫынсемпе хӗрарӑмсем хупӑрласа илчӗҫ.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Эсӗ пӗлетӗн вӗт-ха, чылай ҫынна утӑ ҫулма ятӑмӑр.
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Утӑ ҫулнӑ чухне хӗвел тухнине курнӑ-и эсӗ?
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Утӑ капанӗсем купалассине миҫе процент тултарнӑ?..
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл фронта пулӑшассине вӑйлатма кирли ҫинчен, лашасен ҫӗнӗ йӑхне тупса ӳстермелли, курӑксене ытларах акмалли, утӑ хатӗрлемелли ҫинчен тата тепӗр сехет каланӑ.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Икӗ айккипе те ҫумӑрпа исленнӗ утӑ капанӗсем вӗлтлетсе юлаҫҫӗ, йӗпе курӑк ҫине пуса-пуса илекен лаша урисем тӳплетни: «Ан ӑсат мана, ан ӑсат…» — тесе каланӑн туйӑнать.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Чирлӗ чухнехи пек сӳрӗккӗн утса, вӑл вагона кӗчӗ, йӗпеннӗ ҫӳҫне якатрӗ, вара аллисемпе пуҫне чӑмӑртаса, утӑ ҫине выртрӗ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Виктор утӑ ҫинче Прохорпа калаҫса выртса ӑшӑнчӗ те ниҫта та кайма шутламарӗ, вагонрах ҫӗр каҫма шутларӗ…
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Лар та пӗтӗмпех йӗркипе каласа пар, — терӗ те Виктор утӑ ҫине выртрӗ.— Садись и рассказывай все по порядку, — сказал Виктор и прилег на сено.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унта тӗттӗм те пӑчӑ, урайӗнче ҫывӑрма сарнӑ утӑ купаланса выртать — унтан типсе кайнӑ чечек шӑрши персе тӑрать.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Виктор васкать, вӑл е хупӑрланса килекен ҫумӑр пӗлӗчӗ ҫине, е — тавралла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать: ҫывӑхра пӗр чӗрчун та, бригадӑн уйри ҫурчӗ те, выльӑх хупмалли уйри карта та, утӑ капанӗ те пулин курӑнмасть — ҫумӑртан пытанмалли вырӑн ниҫта та ҫук: мӗн куҫ курма пултарнӑ таранах ҫилпе пучахсем шупкарах симӗс парӑс пек кашласа лараҫҫӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ку айлӑмпа вӑл ҫӗрле кӑна пыратчӗ-ха, анчах ун чухне лаша кӗтӳне те, пӗчӗк шыв йӑлтӑртатса выртнине те, халь анчах купаланӑ утӑ капанӗсене те курман вӑл, — ун умӗнче Татьяна тӑнӑ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Лашасем валли утӑ пур-и вара санӑн?
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.