Поиск
Шырав ĕçĕ:
Брезента снаряд ванчӑкӗсем шӑтарса пӗтернӗ, тинӗсри ҫурӑк парӑс пек, ун витӗр ҫил вӗрсе кӗрет.Брезент был весь иссечен осколками, сквозь него задувал ветер, как сквозь морской изодранный парус.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Пӗр-пӗрин ҫине лартнӑ тенкелсем шӑйӑрса пӗтернӗ урисемпе ҫӳлелле кӑнтарса купаланса выртаҫҫӗ.Громоздились стулья, поставленные друг на друга, задирая к потолку исцарапанные ножки.
Тухса каяс умӗн пӗр кун малтан // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Вӑл чӳречерен пӑт-пат ӳкекен ҫумӑра пӑхса тӑчӗ, Лукьяныч пӑтраштарса пӗтернӗ сӑмахсен тупсӑмне тупма тӑрӑшрӗ.Он смотрел в окно на реденький серый дождик и старался распутать путаные Лукьянычевы слова…
Ӑнланма май ҫук япала // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Асаплантарса пӗтернӗ хыҫҫӑн тухтӑр шӳт тукаласа Серёжӑна пуҫӗнчен шӑлать.
Ваҫка пиччӗшпе паллашнӑ хыҫҫӑнхи ӗҫсем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Пиччен мӗнпур кӗлеткине, хӗвелпе пиҫнӗ ҫак мӑнтӑр та хутлам-хутламлӑ тем пысӑкӑш кӗлеткине, мӑйӗнчен пуҫласа трусикӗ таран пӗтӗмпех кӑвак тӗрӗсемпе тӗрлесе пӗтернӗ.
Ваҫкӑпа унӑн пиччӗшӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
— Ав ҫавӑнта! — сулса кӑтартаҫҫӗ вӗсене инҫенелле, танксемпе тупӑсем ҫурса пӗтернӗ уялла.
XXX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ишӗлтернӗ имени, ҫак снарядсем кӑшласа пӗтернӗ ҫурт вӗсен хыҫӗнче манмалла мар ҫапӑҫу эпизочӗ пек кӑна тӑрса юлаҫҫӗ.
XXIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вара ӑна стена ҫине, ватса пӗтернӗ вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫул ҫине кӑтартать, ҫул тӑрӑх шинель аркийӗсене тавӑрнӑ боецсем чӗркуҫҫи таран пылчӑк ӑшӗнче утса пыраҫҫӗ, машинӑсемпе танксем те ҫав ҫулпах иртеҫҫӗ, ҫул хӗрринчи канавран тӑпӑлтарса илнӗ ӑмӑрлӑ кӑвак лаша ҫӗкленет, ун тавра ӗнтӗ хӗрлӗ сӑхмансем ҫук тата ун ҫинче ҫамрӑк рыцарь те ларса пымасть, лаша чӗтӗрекен урипе пылчӑклӑ канава тӗреленет тата хӑйӗн акӑшӑнни пек шурӑ мӑйне йывӑррӑн ҫӗклет, анчах унӑн мӑйӗ каллех вӑйсӑррӑн пылчӑк ӑшне ӳкет, лаша йынӑшать, макӑрать те, тархаслать те:
XXVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫырса пӗтернӗ хыҫҫӑн, чернил типиччен хута сывлӑшра вӗлкӗштерсе, вӑл терраса ҫинчен инҫетри кӑвакарса тӑракан тусем ҫинелле пӑхать.Закончив и помахивая листком, пока просохнет, он смотрел с террасы на далекие синеющие горы.
XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Сӑрт хӗррине тӑтӑшах пралуклӑ загражденисем карса пӗтернӗ.Подножье высоты опоясывали сплошные проволочные заграждения.
XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Ан! — хаяр саспа кӑшкӑрчӗ Черныш юланутлӑ ҫынна, лашана илемлетсе пӗтернӗ йӗвенрен ярса тытса.— Слазь! — крикнул Черныш властно, поймав лошадь за разукрашенную уздечку.
XII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Брянский ҫак шалтан хулӑсемпе каркаласа пӗтернӗ траншея стереотруба витӗр лайӑх курать.В стереотрубу Брянский хорошо видел эту траншею, оплетенную изнутри лозой.
X // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл чавса пӗтернӗ, усал шӑршпа касӑлнӑ ҫӗр тӑрӑх упаленет.
IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Хӗрес ҫинчи пӑталаса вӗлернӗ Христос сӑнӗ те йӑлтах хуралса кайнӑ, хӗвелпе ҫил ӑна ҫуркалантарса пӗтернӗ.Распятие на кресте тоже потемнело и потрескалось от солнца и ветра.
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Таптаса, тӑпӑлтарса пӗтернӗ хир хура юрпа витӗннӗ пулнӑ, — тарӑн тутлӑрах шӑрши халь те ун ҫинче тытӑнса тӑнӑ-ха.
10 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Эсӗ десятилетка пӗтернӗ, пӗртак нимӗҫле пӗлетӗн.
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Ҫул тӑрӑх ҫӗтӗк-ҫатӑк, асаплантарса пӗтернӗ пленнӑйсене пиншерӗн хӑвалаҫҫӗ, — вилнисем ӳкеҫҫӗ, чӗррисем шӑваҫҫӗ, юлташӑн вилли урлӑ утса каҫса, ним хирӗҫмесӗрех малалла, каторгӑналла утаҫҫӗ.
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
— Анчах та ҫынсем буракне пӗтӗмпех тӑпӑлтарса пӗтернӗ пулмалла, — терӗ хӗрарӑм кичеммӗн.— Только люди уж, видно, весь бурак повытаскали, — грустно сказала женщина.
4 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Ку хире тахҫанах таптаса пӗтернӗ пулнӑ.
4 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Вӗсем вӑрӑм ӗретпе тӑракан, ҫӗмӗрсе лутӑркаса, ҫурса пӗтернӗ машинӑсене курчӗҫ.Они увидели длинный ряд переломанных, покореженных, побитых немецких машин.
2 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.